26 ноября 2016 г.
2016 çул - республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ. Çавна май вĕçленсе пыракан çулталăк халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта ĕçлекенсемшĕн мĕнпе асра юлать? Çакăн çинчен калаçу пуçарнă та ĕнтĕ пирĕн корреспондент центр ертÿçипе Марина Васильевăпа курнăçса калаçнă вăхăтра.
Пурнăç кăткăслăхĕ сисĕнет
- Чылай çĕрте «Кризис хыçа юлать. Кĕçех аталану çулĕ çине тăратпăр» тенинче кăштах иккĕленÿ те пур...
- Ун пекех калама çук пулĕ. Çĕршыври ытларах предприятисем çирĕпех тытăнса тăни, социаллă ыйтусем çав-çавах тĕп вырăнта пулни малашлăха ĕненме хистет. Çав вăхăтрах хăш-пĕр отрасльсем, пирĕнни пек пĕчĕк районти чылай предприятисемпе организацисем пысăк йывăрлăхра пулни пурнăçри пулăмсене çĕнĕлле хаклама хушать. Кунта республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016 çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтерни уйрăмах вырăнлă пулчĕ. Çавна май район, предприятисен ертÿçисем те, обществăлла организацисен ĕçне йĕркелекенсем те çитĕнекен ăрăва чăн-чăн ĕçпе, пуçарулăхпа тата пултарулăхпа кăна ăнăçлăх тума пулнине пусăмлăн палăртаççĕ. Юлашки вăхăтра çамрăксемпе, çав шутра çул çитменнисемпе те час-часах тĕлпулусем ирттереççĕ. Пирĕн сотрудниксемпе пĕрле шкулсенчи тĕлпулусене ĕçре палăрнă çынсемпе ялхуçалăх кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем те час-часах хутшăнаççĕ. Вĕсемех, центр ирттерекен ваканси куравĕсенче пулса, ĕç тата ĕç профессийĕ кирек хăçан та чи пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетеççĕ.
Чăннипе илсен, ĕç рынокĕнчи хальхи лару-тăру паян производствăра шăпах хĕрÿ ĕç, чăвашсен каларăшĕнчи пек «хура ĕç» тăвакансемпе операторсем, механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем ытларах та ытларах кирлине кăтартса пачĕ.
Пытарма кирлĕ мар, тĕрлĕ сăлтавсене пула, тÿрремĕнех производствăпа çыхăнман отрасльсенче хăш-пĕр ĕç вырăнĕсем ытлашширех пулса тухаççĕ. Калăпăр, пурнăç ыйтăвне туллин шута илмесĕр бухгалтера, экономиста вĕреннисемшĕн ĕç тупасси йывăрланчĕ. Шкулсенче ачасен хисепĕ чакнă май уйрăм педагогсен ĕçĕ кăткăсланать тата ытти те. Акă, 2014 çулта штатсене чакарнипе пирĕн пата ĕç шыраса 19, пĕлтĕр - 36, кăçалхи тăхăр уйăхра 45 çын килнĕ. Çак хушăра районта ĕçлеме пултаракансен йышĕ 9284-ран 8556 çын таранччен чакнă. Тĕпрен илсен, эпир вĕсене пурне те тĕрлĕ майпа /çĕнĕ професси илме, квалификацие ÿстерме пулăшса тата ытти те/ ĕçе вырнаçтарнă е кăштах та пулин ĕçсĕррисен фондĕнчен тÿлесе тăнă. Апла пулин те кăткăслăх пур çĕрте те сисĕнет.
Калăпăр, кăçал кăна «Чăвашавтодорăн» районти уйрăмĕнчи рабочисенчен вуннăн, Аслă Елчĕк, Энтепе, Тăрăм, Чăваш Тăрăм шкулĕсенчен - пĕтĕмпе вунвиççĕн -ĕçсĕр тăрса юлнă. Çавсене - вăл шутра кĕç-вĕç пенсие каймаллисем те пур - пурне те ĕç тупса памаллах вĕт.
Çавна май пирĕн ĕç паракансемпе килĕштерсе ĕçлес енĕпе те, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвакансемпе татăклă килĕшÿсем тăвассипе, çирĕп çыхăнусем тытассипе нихçанхинчен те ытларах вăй хума тивет, Юрать-ха, центрти пысăках мар коллективра пурте - хăйсен тивĕçне ăнăçлăн пурнăçласа пыма, лартнă тĕллевсене ĕçе кĕртме хăнăхнă, чăтăмлă та пуçаруллă çынсем.
Çапах та çакна уçăмлăн палăртса хăварасах килет: 2016 çул Ĕç çыннин çулталăкĕ пулни пирĕн ĕçе те, политикăпа экономикăна та пысăк пĕлтерĕш тата витĕмлĕх кÿрет. Районĕпех е Раççейĕпех паллă Г.Н.Волков академик, СССР халăх учителĕ П.Н.Чернов педагог, Социализмла Ĕç Геройĕ Н.И. Панкратов, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă А.А.Дмитриев тава тивĕçлĕ механизатор пек çынсене чыслани çамрăк ăрăва ĕçе юратма хавхалантаракан пулăм пулса юлчĕ. Ĕнелĕнче пурăнакан РСФСР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ, Ленин тата Октябрьти революци орденĕсен кавалерĕ А.Ф. Кузьмина 90 çул тултарнине те общественность анлăн паллă турĕ. Ытти паллă çынсемпе юбилярсем те яланах район ертÿçисен тата пирĕн центр тимлĕхĕнче.
Аслă ăрури хастар çынсен тĕслĕхĕ хальхи кăткăс вăхăтра халăха чăтăмлăха, малашлăха ĕненсе пурăнма вĕрентет. Ара, ĕлĕкрех çынсем, пурнăç хальхинчен чылай йывăртарах килсе тухсан та, хуçăлса ÿкмен. Вĕсем самантлăха та пуласлăха ĕненме пăрахман. Эпир хальхи кăткăс лару-тăрăва çĕнтересси вара куçкĕрет. Çак шанчăк пире те, ĕç шыракансемпе ĕç паракансене те пĕр чĕлхе тупса, пĕрле тăрăшса, ĕç рынокĕнче хамăр вырăна тупма пулăшать.
Кашнин хăйĕн шăпи. Çапах та йывăр çемьепе инвалида уйрăм тимлĕх кирлех...
- Пурте лайăх пĕлетпĕр тата ăнланатпăр, сывă та тĕреклĕ, çирĕп ăс-тăнлă çын мĕнле те пулин сăлтавпа ĕçсĕр юлсан та аптăрасах ÿкмест. Мĕншĕн тесен, кăмăлĕ пулсан, ăна ытти çĕре йыхравласах тăраççĕ. Чылайăшĕ пысăкрах укçа ĕçлесе илни çинчен калать. Сирĕн шухăшсем мĕнлерех ку енĕпе, Марина Геннадиевна?
- Паллах, ĕçсĕр юлнă кирек кам та /хăй ирĕкĕпе тухман пулсан/ хытă шухăшлаттарать мана. Унăн ĕç стажĕ татăлать, пĕр вăхăтлăха та пулин çемье бюджечĕ пĕчĕкленсе юлать. Çитменнине ĕçлемен е вырăнтан-вырăна час-часах куçакан çынна сумĕ-хисепĕ те пĕчĕкрех.
Ун пеккисенчен хăшĕ-пĕри, чăнах та, юта кайса ĕçе вырнаçать. Вĕсен хушшинче пирĕн центр тĕлне пĕлменнисем те сахал мар. Апла пулсан та вĕсене хĕрхенес те килет. Пĕлетпĕр вĕт, çавсенчен чылайăшĕ ĕç параканпа килĕшÿ тумасăрах, алла «чăмăр укçа» тыттарнипех йăпанаççĕ. Ара, малтанхи ĕçринчен е ялтинчен ытларах параççĕ-çке! Анчах... уншăн ватăлсан пенси мĕнле пуласси те, çемьери хутшăнусем те уçăмлах мар. Акă мĕн ытларах пăшăрхантарать мана!
Тепĕр енчен, мĕнле условисенче, йывăрлăхра тупаççĕ вĕсем çав укçана; Нумайăшĕ гаражсемпе хăма сарайсенче - ăçта килчĕ унта - выртса пурăнать, апатне те кирлĕ пек тата вăхăтра çиеймест пулĕ. Çавна пула вĕсен сывлăхĕ хăвăрт хавшать, малашлăх уçăмлăхĕ чакать.
- Тен, кунта эсир пурин валли те ĕç тупса парайманни айăплă?
- Ун пек мар çав. Акă, пĕлтĕр пирĕн пата 783 çын ĕç ыйтма килнĕ. Вĕсенчен 91,3 процентне тĕрлĕ ĕçе явăçтарнă. Кăçалхи тăхăр уйăх ÿкерчĕкĕ те çавăн пекрехех /680 тата 91,8/. Вĕсенчен 47-48 проценчĕ хĕрарăмсем, 40 процентне яхăн - 16-29 çулсенчи çамрăксем.
- Çав вăхăтрах чылайăшĕ аяккинче тăрса юлаççĕ вĕт. Пирĕн шутпа, пĕр çын ĕçсĕр çÿрени те кĕтмен е йĕркеллĕ мар пулăм пекех.
- Эпĕ те килĕшетĕп унпа. Анчах чылайăшĕ ĕçе тиркет, хăйĕнле кăна вырăн шырать те самай вăхăт çапкаланса /каçарччĕрех мана çак сăмахшăн/ çÿрет. Хăвăрах шутласа пăхăр: кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче ĕç паракансем пире 1354 çынлăх ĕç пурри çинчен пĕлтернĕ. Çав шутра 500 яхăн ĕç профессийĕ. Суйла кăна!
Анчах пĕрне сĕнекен ĕç килĕшмест, теприне - урăххи. Ытларахăшĕ çăмăллăха юратать. Фермăра оператор е зоотехник пулма ыйтсан та, центр шучĕпе вĕрентме ярса урăх професси илме те килĕшменнисем тупăнаççĕ. Эпир асăрханă тăрăх, тĕлĕнмелле пек туйăнсан та, ялта ÿснĕ çамрăксенченех хăш-пĕрисем ялти ĕçрен вутран хăранă пек хăраççĕ. Ĕлĕк те, халĕ те чи хисеплĕ професси пулнă - механизаторта ĕçлеме те çын çитмет. Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе тракторист-машинистсем хуларинчен пĕрре те кая мар ĕçлесе илме пултараççĕ! Шанчăклă кăтартусем çирĕплетнĕ тăрăх ялти экскаваторщик паян 30-50 пин тенкĕ е ытларах та ĕçлесе илме пултарать. Кунта шухăшламалли пурах.
Вăхăтлăха е яланлăха обществăлла ĕç сĕнсен килĕшменнисем те пайтах. Кунта ятарлă хатĕрлÿ кирлех те мар, çитменнине уншăн республика бюджечĕ уйăхсерен 1700 тенкĕ хушса тÿлет.
- Çапах та, сусăрсемпе /инвалидсемпе/ çул çитменнисен те, килте йывăр лару-тăруллисен те чылайăшĕн /вĕсен те ĕçлес килет/ çемье бюджетне кăштах та пулин хушас килет вĕт...
- Ку ыйту пирĕншĕн чи çивĕччи тата пĕлтерĕшли пулнă та, çавăн пек юлать те. Ахаль те социаллă хÿтлĕх кирлисене эпир яланах çирĕп тĕрев пама тăрăшатпăр. Ку енĕпе пирĕнпе тăтăш çыхăнури ĕç паракансем нумай пулăшаççĕ. Кăçал кăна 41 килĕшÿ тăрăх 113 çынна тÿрремĕнех ĕçе вырнаçтарнă. Çавăн пекех 17 инвалида, пенси çулне çывхарнă çавăн чухлех çынна, нумай ачаллă 2 ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтерме май килчĕ.
Çамрăксемпе ĕçлесси те ялан тимлĕхре. Ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ пĕр çынна «Телец» пĕрлешÿ стажировкăна йышăнчĕ, ун çумне наставник çирĕплетрĕ.
Çул çитменнисене ĕçе хăнăхтарас тĕллевпе каникулсенче тата вĕренÿрен пушă вăхăтра 384 каччăпа хĕре тĕрлĕ ĕçе хутшăнтарма май килчĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 166,63 пин, район бюджетĕнчен - 53,3 пин тенкĕ тăкакланă.
- Ĕçсĕрсене вырнаçтарма камсем ытларах пулăшаççĕ сире?
- Сахал яваплă «Кирпич» пĕрлешĕве, А.Н.Бикулов, А.П.Арефьев фермер хуçалăхĕсене, Т.И.Тепловăпа И.П.Никитин предпринимательсене, Ленин ячĕллĕ тата «Комбайн» ял хуçалăх коперативĕсене уйрăмах ырăпа асăнас килет. «Рассвет», «Спутник-1» пĕрлешÿсем, ДПМК, Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх кооперативĕсем те ку енĕпе активлăх кăтартаççĕ.
Центр çамрăксене те, аслисене те професси суйласа илме хатĕрлес енĕпе пикенсе ĕçлет. Çавна май ятарлă вĕрентÿпе психика пулăшăвĕ парассине час-часах йĕркелетпĕр. Çине-çинех ваканси куравĕсем, конкурссем ирттерни те вырăнлă. Социаллă программăсене пурнăçласа кăçал кăна ĕçсĕр юлнă 29 çынна вĕрентнĕ, 23-шне тÿрремĕнех ĕçе вырнаçтарнă. Пĕлтĕр хăй ĕçне уçнă Алевтина Патшина халĕ тепĕр çынна хăй патне илет. Кăçал юридика пулăшăвĕ пама пуçланă Оксана Игнатьева та ăнăçлă ĕçлеме тăрăшать.
Ыранхи хуçа паян çитĕнет
- Эсир халĕ ял çынни ял ĕçĕнчен писни çинчен систертĕр. Çак ырă мар пулăма мĕнле сирме пулать тетĕр?
- Тÿррипе каласан, иртнĕ вăхăтра ĕç ыйтăвĕпе сахалтарах кăсăкланни те пулчĕ. Професси училищисем чакрĕç. Шкулсенче те ку енĕпе сахалтарах тимлĕх уйăрчĕç пулас. Кăçалхи Ĕç çыннин çулталăкĕ çав çитменлĕхе пĕтерме хистерĕ. Çавна май шкулта вĕренекенсене предприятисемпе организацисене экскурсие илсе çÿресси, ĕçре палăрнисемпе тĕлпулусем ирттерессин пĕлтерĕшĕ ÿсрĕ. Фермерсемпе предприятисен ертÿçисем те ку енĕпе нумай тăрăшаççĕ. Пĕррехинче вакансисен куравĕнче В.П.Падуев предприниматель-ертÿçĕ хăйĕн ĕçне малалла тăсакан ывăлĕпе паллаштарчĕ. Унăн тепĕр ывăлĕ те ялтах юлать. Кун пек тĕслĕхсем татах пур.
Юлашки вăхăтра çамрăксен чĕрисенче професси туйăмĕ вăратас, вĕсене ялтах тымар яма пулăшас туйăмлă ертÿçĕсем ытларах палăраççĕ. Çак юхăм «Победа», «Комбайн», Ленин ячĕллĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче /ертÿçисем, район пухăвĕн депутачĕсем Н.А.Головин, Г.И.Федоров, В.П.Падуев/ ачасемпе çамрăксене вăхăтлăха та пулин ĕçе вырнаçтарас, ял профессине суйласа илме пулăшас енĕпе питех те пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ. Вĕсем тата чылай фермер хуçалăхне ертсе пыракансем мĕн авалтан юлнă чăваш йăлине - «Çемьери кĕçĕн ача тĕпе юлса, кил вучахне тытмалла тата çĕр ĕçне парăнса ĕçлемелле-пурăнмалла» текен йĕркене çирĕплетес тесе вăй хураççĕ.
- Уçă калаçушăн тав сире, Марина Геннадиевна!