Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăç - ачасенче

26 ноября 2016 г.

Тăрăм ялĕнчи тĕп урамра пурăнакан Алексеевсем канăç мĕнне пĕлмеççĕ. Канмалли кунсенче ачисем тăтăшах яла килеççĕ пулсан та вĕсене кĕтсе ĕçсĕр лармаççĕ. Ыйхă мĕнне пĕлмен Михаил выльăх-чĕрлĕхне пăхса кĕрсен хурсем пусма тухрĕ. Йышлă усраççĕ вĕсене вĕсем. Кил хуçи хĕрарăмĕн кун пек чухне ĕçĕ пайтах. Икĕ ĕнине сурĕ, унтан пÿртре аппаланчĕ. Кун мĕнле иртнине те сиссе юлаймаççĕ. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан мăшăр ирĕн-каçăн юнашар. Мĕнпур ĕçе шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлеççĕ  пилĕк ача ашшĕпе амăшĕ.

Ачисем килсен:

- Мĕншĕн пире кĕтмерĕр? Пĕлетĕр вĕт эпир килессе, _ теççĕ.

- Ара, сире кĕтсе ĕçсĕр ларар-и? Ĕç пире киленĕç кÿрет, - теççĕ ватăсем.

Алексеевсен ачисем тĕп килтен вĕçсе тухса кайнă. Пиллĕкĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ.  Хăйсен ĕçĕпе тăрăшаççĕ. Халĕччен хĕрĕпе ывăлĕсем çинчен усал сăмах илтсе курман. Ачисем хăйсене пурнăç пилленĕ ашшĕпе амăшне пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн тăтăшах тав тăваççĕ.

Йыш пысăкран Андрей тĕп килте пысăк çурт хăпартса лартрĕ.

- Пилĕк стеналлă çурт тăвăрланчĕ çав, - тет пилĕк ача амăшĕ. - Халĕ кашни ачан, мăнуксен хăйсен  пÿлĕмĕсем.

Пĕрене çурта пырса кĕрсен куç алчăраса каять. Мĕн пысăкăш-ха вăл!  Хальхи йышши сĕтел-пукан, кухня гарнитурĕ... Пурне те илемлĕ те пĕлсе вырнаçтарнă.

- Туса пĕтереймен-ха, - сăмах хушать кил хуçи.

- Атте, анне, çĕнĕ çурта пурăнма куçăр, - тет ывăлĕ кашни килмессерен.

Маргарита Ивановнăпа Михаил Михайлович хальлĕхе хăйсен аллипе çавăрнă йăваран тухасшăн мар.

- Кунта эсир çитĕннĕ. Хаклă вăл пирĕншĕн, - теççĕ ватăсем.

Паллах. Унта та хăтлă, пурăнма мĕнпур услови çителĕклĕ.

Пилĕк ача çитĕнтерсе питне хĕретме тивмен ашшĕпе амăшĕн. Пĕртăвансем «Эльбрус» строительство фирми тытса тăраççĕ. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлеççĕ. Ирина бухгалтер. Александр, Владимир, Андрей - ăста алăллă строительсем. Николай - экономист. Ачисем ялта çурт хăпартни кăмăллă.

Ырă йывăç ырă çимĕç парать тени тĕрĕсех. Михаил Михайловичпа Маргарита Ивановна хăйсем те вăхăтĕнче ĕçпе ялта кăна мар, районта та палăрса тăнă.

...Мускаври пир-авăр институтĕнче экономиста вĕренекен Маргарита Канашран поезд çине ларнă та вĕренме кайнă. Купене Тăрăм каччи Михаил Алексеев та  билет илнĕ. Вăл хуçалăхри профсоюз комитечĕ сĕннипе Сочи хулине канма кайнă. Çамрăксем  паллашнă та чĕвĕл-чĕвĕл кăвакарчăнсем пек  чĕвĕлтетсе пынă. Поезд Мускава ирех çитнĕ. Метро уçманран Маргаритăпа Михаил сак çинче чылайччен ларнă. Каччă  пĕрре курса килĕшнĕ хĕр адресне ыйтса юлнă.

Хуçалăхра инженерта ĕçлекен Михаил çивĕчлĕхĕпе, пултарулăхĕпе палăрнă. Икĕ çул  туслă калаçакан хĕр аслă шкулпа сывпуллашнă каçа та çитнĕ вăл. Алла диплом илнĕ Элĕк хĕрне Оренбург облаçне ĕçлеме кайма направлени панă. Анчах савнă хĕре инçете ярĕ-и Тăрăм йĕкĕчĕ; Вăл хĕре качча тухма ыйтнă. Туйсăр-мĕнсĕр кайса çырăннă çамрăксем. Унтан пăрчăкан пек маттур хĕре тăван яла илсе килнĕ.  Тăрăмра чаплă туй кĕрлеттернĕ.

Михаил Михайлович «Рассвет» хуçалăхра инженер-механикра тăрăшнă. Аслă пĕлÿллĕ Маргарита та колхозах бухгалтера вырнаçнă.  Шут ĕçне лайăх пĕлекен çамрăк специалист часах хăйĕн ăсталăхĕпе палăрнă. Ăна экономиста, унтан тĕп экономиста лартнă. Пĕр вăхăт ултă яла пĕрлештерекен «Правда» колхозра, каярахпа «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕнче вăй хунă.  Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн хĕрĕх çултан та иртет. 1993 çулта Маргарита Алексееван ĕçри ÿсĕмĕсене пысăка хурса хакланă: ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» ят парса чысланă.

Маргарита Ивановна çамрăк чухне те, халĕ те общество пурнăçĕнчен пăрăнмасть. Партин пуçламăш организацине те чылай çул ертсе пынă вăл. Профсоюз организацийĕн председателĕн тивĕçĕсене те чыслăн пурнăçланă. Юлашки çулсенче Маргарита Ивановна Тăрăм ял тăрăхĕнчи суйлав комиссийĕн членĕнче тăрăшать.

Алексеевсем нумаях пулмасть мĕнпур тăванне пуçтарнă. Михаил Михайловичăн 80 çулне паллă тунă. Ун чухне савнă мăшăрне хăй çумĕнчен яман арçын. Пăхаттир пек ывăлĕсене, чипер хĕрне куç вĕçертмен ашшĕ. Ачисем ял çинче пултарулăхĕпе чапа тухнăшăн савăнăç куççулĕсене те пытарман. Ашшĕ ывăлсемшĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăнă. Эрехпе иртĕхмен, пирус туртман... Амăшĕн сăпайлăхĕ, пĕлĕвĕпе ăсталăхĕ яланах малта тăнă ачисемшĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика