Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вакцинаци тутарманшăн

23 ноября 2016 г.

Елчĕк район прокуратури çул çитмен ачасен прависене хÿтĕлемелли саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче районти 15 вĕренÿ учрежденийĕнче правăна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен мĕнпур ĕçчен саккунсемпе тата Наци календарĕпе килĕшÿллĕн профилактика прививкисене вăхăтра тутармалла. Анчах та 15 шкулти ĕçченсем 2015-2016 çулсенче прививка тутарма килĕшмен. Федераци саккунĕсемпе килĕшÿллĕн профилактика прививкисем тума килĕшмен граждансене ĕçе те илмелле мар, ĕçрен те хăтармалла. Районти 15 вĕренÿ учрежденийĕн ертÿçисен ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме представлени тăратнă. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх должноçри 60 çынна дисциплинарлă майпа явап тыттарнă, 2 çынна грипа хирĕç вакцинаци тума килĕшменшĕн хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен хăтарнă.

К.ЯНДИМИРКИНА,
район прокурорĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика