Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕчĕк бизнес вăй илет

23 ноября 2016 г.

Хальхи вăхăтра районта 111 пĕчĕк, 2 вăтам предприяти тата 467 уйрăм предприниматель хăйсен ĕç-хĕлне йĕркеленĕ.

Кăçал çеç районта 73 уйрăм предприниматель ĕçе çĕнĕрен пуçăннă, çав вăхăтра 45-шĕ ĕçлеме пăрахнă.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсенчен ытларах пайĕ суту-илÿре тăрăшать - 33,4 процент. Ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсен йышĕ те пĕчĕк мар - 28,8 процент. Предпринимательсенчен тĕрлĕ тавар туса кăларассипе 22,5 проценчĕ, тÿлевлĕ пулăшу парассипе - 9,9 проценчĕ, строительствăра 5,4 проценчĕ тăрăшать. Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ çулсерен ÿссе пырать. Енчен те 2011 çулта 394 миллион тенкĕлĕх таварсем туса кăларнă, пулăшусем панă пулсан, 2015 çулта çак кăтарту 1282,5 миллион тенкĕпе танлашнă. Кăçалхи 9 уйăхра, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 162 миллион тенкĕ ытларах таварсем туса кăларнă, пулăшусем панă.

Пĕчĕк тата вăтам предприятисенче октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1700 çын вăй хурать.

Чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри - ĕç укçин виçи. Кăçалхи 9 уйăхра, çулталăк пуçламăшĕпе танлаштарсан, вăл 1 процент ÿснĕ, 13200 тенкĕпе танлашнă. Анчах та çакă шухăша ярать - «сăрă» ĕç укçи тÿлекен предприятисемпе уйрăм предпринимательсем çав-çавах тĕл пулаççĕ. Вĕсене ведомствăсем хушшинчи комисси рейдсем вăхăтĕнче тупса палăртать - çакăн пек 651 тĕслĕх пулнă, вĕсенчен 634-шĕ /90,3 процент/ килĕшÿпе ĕçлеме пуçăннă. Малашне те çакăн пек ирсĕрлĕхе пĕтерессипе тимлетпĕр.


«2013-2015 çулсенче кăна республикăра вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх пулăшăвĕ пама 1,5 миллиард тенкĕ ытла янă. 3,5 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 22 пине яхăн субъекчĕ патшалăх кÿрекен пулăшăвăн тĕрлĕ майĕпе усă курнă».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.


Вак тата вăтам бизнес экономикăн чăн секторĕн ÿсĕм майĕсене тивĕçтерет. Çавна май ăна патшалăх енчен пулăшу парассине йĕркеленĕ. Кăçал çеç пирĕн районти Н.Светлов уйрăм предпринимателе 100 пин тенкĕлĕх пулăшу панă. Вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн 6 субъекчĕ консультаци илме тивĕçрĕ.

Экономика аталанăвĕнче инвестици питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Кăçалхи 9 уйăхра çеç пĕчĕк тата вăтам предприятисем малалла аталанас тĕллевпе 105,4 миллион тенкĕлĕх инвестици хывнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, çакă 15,7 процент ытларах. 2016 çулта 8 инвестици проектне, пурĕ 25 миллион тенкĕлĕх, пурнăçа кĕртнĕ. Тата 4 инвестици проектне, пурĕ 35 миллион тенкĕлĕх, пурнăçлас енĕпе ĕçсем малалла пыраççĕ.

Çавăн пекех кăçал 5 лавкка уçăлнă. Кунта вĕсене ĕçе кĕртме 1,7 миллион тенкĕ уйăрнă.

Тĕплĕнрех кăтартусемпе район сайчĕ çинче «Инвестиционный потенциал Яльчикского района» уйрăмра паллашма пултаратăр.

М.АДЮКОВА,
район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн экономика секторĕн заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика