23 ноября 2016 г.
Кăçал ача шучĕ чакса кайнине пула Чăваш Тăрăм шкулĕ хупăнчĕ. Çакă пурин чĕрине те ыраттарчĕ. Ял çыннисем, ашшĕ-амăшĕ, ачасем, учительсем нумай çул ăнăçлă ĕçленĕ шкулпа сывпуллашрĕç. Ваттисем те:«Ял илемĕ пĕтрĕ», - тесех кулянчĕç. Ялпа шкул ĕмĕртен пĕрле пурăннă, ял çынни шкулăн çитĕнĕвĕсемпе савăннă. Шкул вăл - пуриншĕн те чи çывăх кĕтес, иккĕмĕш кил. Кашни çыннăн чĕрине шкул яланлăхах кĕрсе вырнаçнă. Куç умне тÿрех шкул пурнăçĕн асаилĕвĕсем тухса тăраççĕ: пĕрремĕш хут парта хушшине ларни, пĕрле вĕреннĕ тус-юлташсем, юратнă учительсем. Вĕренекенсемпе учительсене шкул сукмакĕ пĕрлештерет, малалла та вăлах тÿрĕ çулпа утма хистет. Анчах та пирĕн ялти пĕлÿ çурчĕн сукмакĕ хупăнчĕ. Унта ачасен хаваслă сассисем те урăх илтĕнмĕç, урока чĕнсе шăнкăрав та янăрамĕ...
Кашни шкулăн, паллах, хăйĕн историйĕ, шăпи. Унăн чапне, ят-сумне вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тăваççĕ. Çак çула çитиччен пирĕн шкултан 1920 ача вĕренсе тухса кайнă. Кăçалхи, 70-мĕш выпускра, 8 вĕренекен шкулпа сывпуллашрĕ.
Шкул, ял халăхĕ чăннипех те хăйĕн выпускникĕсемпе мухтанма пултарать. Вĕсенчен пĕри вăл - Иван Петрович Данилов. Хисеплĕ ентешĕмĕр халĕ тивĕçлĕ канура. 76 çул тултарчĕ. Профессор, экономика наукисен докторĕ, Чăваш патшалăх университечĕн финанспа экономика институчĕн директорĕ, наукăпа тĕпчев чаçĕн начальникĕ, сертификаци тата менеджмент кафедрин заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Ыррине çеç калаççĕ ял çинче ун çинчен. Пултарулăхĕпе ăсталăхĕшĕн, халăха кирлĕ ĕçĕшĕн, наукăри пысăк çĕнĕлĕхсемшĕн, пуян чун-чĕришĕн - акă мĕншĕн юратать ăна халăх. Çавăн пекех эпир хамăрăн артистсемпе - Петр Ермолаевпа тата Алина Варнапа савăнатпăр. Вĕсене республикăра та пĕлмен çын çук пулĕ.
Çак çулсенче шкул мĕн чухлĕ ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшман-ши? Ĕнерхи вĕренекенсен, рабочисемпе механизаторсен, ученăйсемпе тухтăрсен, учительсемпе ял ĕçченĕсен ĕçне пĕр çĕре пухсан; Çак мĕн пысăкăш пуянлăх. Учителĕн тÿпи пĕчĕк мар кунта. Пирĕн коллективри педагогсем пурте аслă пĕлÿллĕ, ачасене чунтан юратакан, хăйсен профессине парăннă çынсемччĕ. З.А.Фомкина, В.В.Журавлева, В.И.Стекольникова, О.Л.Федорова учительсем пуçламăш класс ачисене пĕрремĕш хут пĕлÿ тĕнчине илсе кĕрсе вулама, çырма, шутлама вĕрентетчĕç. Т.В.Туманова вĕрентекен ачасен умĕнче математика вăрттăнлăхĕсене уçатчĕ. Юлашки çулсенче коллектива çамрăксем те хутшăннăччĕ. Вĕсем шкул чапне çĕклеме нумай пулăшрĕç. М.А.Казакова, П.Н.Кузнецов, Ф.А.Бекмуратова, С.Н.Блинова, Г.И.Малова хăйсем чун ыйтнипе суйласа илнĕ сăваплă професси ăстисем.
Шкулта район шайĕнчи мероприятисем те иртетчĕç. Çулсеренех Ю.Львов воин-интернационалист ячĕпе йĕлтĕрпе ярăнассипе ăмăрту йĕркеленĕ. Чылай ача хăйсен вăйне тĕрĕслесе кубоксем çĕнсе илнĕ. Уçă уроксем, тĕрлĕ предметпа канашлусем ирттересси те йăлана кĕнĕччĕ. Чăваш Тăрăм вĕренекенĕсем спортпа туслăччĕ. Районти чылай ăмăртуран призлă вырăнсемпе таврăнса савăнтаратчĕç. Çакăнта, паллах, физкультура учителĕн П.Н.Кузнецовăн тÿпи пысăк. Тĕрлĕрен конкурссенчен те ютшăнса тăман пирĕн ачасем, олимпиадăсенче те çитĕнÿсемпе палăрнă.
Çак шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă педагогсем паян та пурнăç таппипе тан утса пыраççĕ. А.И.Головина, Н.П.Казакова, В.П.Краснова, Ю.А.Константинова, И.И.Егорова, В.Т.Индейкин, Г.М.Индейкина, А.М.Иванова ял çинче чи хисеплĕ çынсем. Хамăртан уйрăлса кайнă А.М.Московский, Г.А.Московская, Ю.М.Константинов, В.Я.Малов, В.П.Смирнова, Т.П.Смирнова, З.М.Илларионова, О.Н.Николаева, А.Н.Никитина, Л.П.Головина ĕçтешĕмĕрсен çутă сăнарĕсем яланах пирĕн чĕрере упранаççĕ.
Кăштах шкул историне аса илсе хăварасшăн. Чăваш Тăрăм шкулĕ 1892 çулта П.А.Шемекеев хресчен çуртĕнче уçăлнă. Унта Тимофей Евсеевич учитель ĕçленĕ ?шел пулин те, унăн хушаматне ял çыннисем астумаççĕ/. Тепĕр икĕ çултан шкул Кондратий Алексеевич Фомкин çуртне куçать. 1895 çулта пĕр хуçалăхран шкул тума çурт туянаççĕ. Пĕр пÿлĕмĕнче Василий Иванович Иванов учитель хăйĕн çемйипе пурăннă, тепĕр пÿлĕмĕнче ачасене вĕрентнĕ. 1907 çулта шкула чиркÿпе прихут шкулĕ ят параççĕ. Василий Иванович Игнатьев вĕрентнĕ ачасене. Турă саккунĕсене вĕрентме юнашар ялти чиркĕвĕн пупĕ килсе çÿренĕ. Ачасене икĕ сменăпа, тăватă класс таран вĕрентнĕ.
1931 çулта ялта комсомол организацийĕ йĕркеленнĕ. Малтанах унăн ретĕнче 12 çамрăк тăнă. Дмитрий Семенович Галкин секретарь пулнă. Вăрçă пуçланас умĕн вăл шкулта ĕç учителĕнче тăрăшнă. Каярахпа фронта кайнă.
1937 çулта шкул çурчĕ çунса кайнă. Вара çичĕ класлă шкул Шуршу ялне куçнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçиччен ялта çĕнĕ шкул çурчĕ туса хунă. Тимофей Степанович Фомкин директорта ĕçлеме пуçăннă. Шуршу ачисем пиллĕкмĕш класран пуçласа Чăваш Тăрăмне вĕренме килнĕ.
1967 çулта Александр Моисеевич Московский кирпĕчрен çĕнĕ шкул тутарма пуçланă. Вăл тăрăшнипе 1972 çулта ачасем çĕнĕ шкулта вĕренме пуçланă. Илемлĕ вырăнта вырнаçнă пĕлÿ çурчĕ. Килен-каян пирĕн шкул хитре вырăнта вырнаçнă тетчĕ. Шкул йĕри-тавра сад. Ун умĕнче шап-шурă хурăнсем таçтанах куçа илĕртсе лараççĕ. Халĕ те асрах-ха çак шкула вĕрентме килнĕ кунсем.
1974 çул. Шкул директорĕ - Александр Моисеевич Московский. 300 ытла вĕренекен тăрать линейкăра. Нумай çул иртсе кайрĕ унтанпа. Нумай шыв-шур юхрĕ. Александр Моисеевич хыççăн коллектива В.Т.Индейкин, В.В.Малов, Г.И.Малова ертсе пычĕç.
Асăнмасăр хăварас килмест Константиновсен çемье династине. Михаил Константинович истори учителĕнче ырми-канми вăй хунă. Унăн мăшăрĕ, Агриппина Никитична, пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ. Вĕсен ывăлĕ, Юрий Михайлович, географи тата музыка учителĕнче тăрăшнă. Унăн мăшăрĕ, Юлия Аркадьевна, нимĕç чĕлхин вĕрентекенĕ пулнă. Вĕсен хĕрĕ, Светлана, халĕ Шупашкарти шкулта чăваш чĕлхине вĕрентет. Çак хисеплĕ çемьен ĕç стажĕ 100 çултан та иртсе кайнă.
Чăваш Тăрăм шкулĕ асăмра ялан,
Çирĕп пĕлÿ патăн нумай ачана.
Вĕрентсе çын турăн, ĕмĕт парнелерĕн
Çут малашлăх çулĕпе çирĕппĕн утма.
Васса КРАСНОВА,
учитель-пенсионер.
Сăнÿкерчĕкре: шкул коллективĕ.