19 ноября 2016 г.
Юнкун Чăваш Республикинче, çавăн пекех районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Яланхи пекех унта республикăшăн, районшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Пирĕн районта Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова ертсе пыракан информаци ушкăнĕ пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Миллинпа тĕл пулнă хыççăн вĕсем ял тăрăхĕсене тухса кайрĕç.
С.Петровăпа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый районти вĕренÿ учрежденийĕсенче - «Шевле» тата «Чебурашка» ясли-садсен, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Тĕлпулусем вăхăтĕнче Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа палăртнă 2018-2019 çулсенчи бюджечĕн проекчĕ, ялхуçалăхĕн уй-хирти кĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетни, 2016 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли куна ирттересси çинчен ыйтусене тишкерчĕç.
С.Петрова республикăн бюджетĕнче малашне те çынсене социаллă пулăшусем парасси тĕп вырăнта пулнине палăртрĕ, интервью пачĕ.
Ялхуçалăхĕн уй-хирти кĕрхи ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май çакна палăртма кăмăллă: экономика кăтартăвĕсене ÿстернĕшĕн тата ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн кăнтăр зона тăрăх пирĕн район кăçал та пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Çакă Елчĕк тăрăхĕнче тăрăшуллă та ĕçчен çынсем пурăннине çирĕплетет.
Кăçалхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейре 4-мĕш хут çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли куна йĕркелеççĕ. Çак кун çынсем хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕсене, Чăваш Республикин патшалăх тата ĕç тăвакан, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене пыма пултараççĕ.
Пĕрлехи информаци кунĕнче пушар профилактикин кунĕ те иртрĕ. Пушар асăрхавĕн районти инспекторĕ С.Сардаев, 44-мĕш пушар хуралĕн ертÿçин çумĕ А.Тихонов Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти педагогсемпе тата вĕренекенсемпе, ял тăрăхĕн администрацийĕнче, культурăпа библиотекăра ĕçлекенсемпе тĕлпулусем ирттерчĕç. Вĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе паллаштарчĕç, огнетушительпе усă курма вĕрентрĕç.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем ялсенче çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç.
А.КАРЛИН.