19 ноября 2016 г.
Амăшĕн капиталĕн шучĕпе 25 пин тенкĕ пĕр вăхăтлăх тÿлеве тивĕçмешкĕн заявленисене ноябрĕн 30-мĕшĕччен çеç йышăнаççĕ.
Асăннă тÿлеве çемьери ыйтусене васкавлăн татса памашкăн ача ÿсĕмне пăхмасăрах илме пулать. 25 пин тенкĕне е амăшĕн капиталĕнчен юлнă пĕчĕкрех суммăна тивĕçмелли ирĕкпе иккĕмĕш е кĕçĕн ачине 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕчченхи тапхăрта çуратнă /усрава илнĕ/ çемьесем усă кураççĕ. Çак укçана çыннăн лицевой счечĕ çине çулталăк вĕçлениччен куçараççĕ.
Заявленисене Пенси фончĕн клиент службинче тата НФЦра хутпа е ансат мелпе - Интернет, Пенси фончĕн сайтĕнчи «Харпăр хăй кабинечĕ» урлă электрон мелĕпе памалла.
Çумра паспорт тата амăшĕн капиталĕн сертификачĕ, банкри лицевой счетăн реквизичĕсем пулмалла.
З.ЯКОВЛЕВА.