Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бюджет - çынсемшĕн

19 ноября 2016 г.

Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа палăртнă 2018-2019 çулсенчи бюджечĕн проекчĕ пулчĕ. Ун пирки Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумне С.В.Петровăна хăйĕн шухăшне пĕлтерме ыйтрăмăр:

- Çитес çулсенчи тĕп уйрăмлăх - бюджета виçĕ çуллăх палăртасси патне каялла таврăнни. Çак документа экономика майĕпен çирĕпленсе тата финанспа экономикăн çĕнĕ лару-тăрăвне хăнăхса пынă условисенче хатĕрленĕ. Бюджет проектне республика экономикин аталанăвĕн чи ăнăçлах мар сценарине тĕпе хурса, финанс тăнăçлăхĕн йывăрлăхĕсене шута илсе йĕркеленĕ.

- Светлана Владимировна, эсир бюджет проектĕнче тупăшсен пайне мĕнре куратăр?

- Проектра бюджетăн тупăш пайĕ 2017 çулта 35,1 млрд тенкĕпе танлашассине палăртнă, 2018 çулта - 35,8 млрд тенкĕ, 2019 çулта - 36,4 млрд тенкĕ. Республикăра пухăнакан тупăш 2017 çулта - 24,5 млрд, 2018 çулта - 25,8 млрд, 2019 çулта 26,8 млрд тенкĕпе танлашмалла. Кунта организацисен усламĕпе вĕсен пурлăхĕ, уйрăм çынсен тупăшĕ çине хуракан налуксем, акцизсем тĕп вырăн йышăнĕç.

- Бюджетăн тăкаксен пайне мĕнле хаклатăр?

- 2017 çулта - 35,1 млрд, 2018 çулта - 33,7 млрд, 2019 çулта 36,1 млрд тенкĕ тăкаклама палăртнă. Маларахри ытти çулсенчи пекех, бюджетра тивĕçлĕ социаллă пулăшусем парассине те пăхса хăварнă.

- Укçа-тенке ăçта тăкаклĕç?

- Социаллă инфратытăма аталантарасси, яланхи пекех тĕп вырăнта - 2017 çулта вĕренĕве аталантарма 10295,3 миллион тенкĕ /пĕтĕм тăкаксен 29,4 проценчĕ/, сывлăх сыхлавĕ валли 1677,7 миллион тенкĕ, социаллă политика валли 11306,3 миллион тенкĕ /32,2 процент/, физкультурăпа спорта аталантарма 699,5 миллион тенкĕ /2 процент/, культурăна аталантарма 593,6 миллион тенкĕ /1,7 процент/ уйăрма палăртнă.

- Çитес çул мĕнле çĕнĕ объектсем тума палăртаççĕ?

- Кашни отрасльтех пур вĕсем. Акă, вĕренÿ тытăмĕнче çĕнĕ объектсем тума 294,2 миллион тенкĕ каймалла, çав шутран муниципалитетсенче хушма çуртсене тума 45 миллион тенкĕ, Шупашкарти «Сад» микрорайонта ача сачĕ валли çурт туянма 140 миллион тенкĕ тата ытти объектсем тума.

Культура объекчĕсене çĕнĕрен тума 99,2 миллион тенкĕ, çав шутран яллă вырăнсенче канмалли культура учрежденийĕсен тытăмне аталантарма 13,8 миллион тенкĕ тăкаклаççĕ.

Модульлĕ ФАПсене тума 79,6 миллион тенкĕ палăртнă. Çавăн пекех Шупашкарта нумай профильлĕ поликлиникăсене те ĕçе кĕртĕç.

Çĕнĕ çулсем тума, вĕсене юсама тата тытса тăма 3141,5 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

Хăвăрах куратăр, бюджет проектĕнче палăртнă тăкаксем çынсен пурнăç пахалăхĕн шайне çирĕплетессипе çыхăннă, урăхла каласан, бюджет социаллă тĕллевлĕ пулĕ.

А.КАРЛИН калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика