19 ноября 2016 г.
Паян çитмĕл çулхи юбилей кĕрекине ларакан Феоктиста Алексеевна канăçне çухатнă. Виçĕмкунах ĕçме-çимине хатĕрлеме пуçланăскер, апат-çимĕçне хăнасене сăйлама юрăхлă хатĕрленĕ-ши тесе пăшăрханчĕ. Шăрттан, тăвараланă çу, сыр тата чăвашăн ĕмĕртен пыракан ытти сумлă çимĕçĕсем тутлă та сĕтеклĕ пулнине хамăр та тутанса пăхрăмăр. Лавкка апат-çимĕçĕ айккинче тăтăр, чăннипех те техĕмлĕ килте хатĕрленĕскерсем. Сăри те тутлă, кăпăкланса тăрать.
Хапха умне çăмăл машина хыççăн çăмăл машина чарăнать. Инçетри тăван-хурăнташĕсем хаклă та хисеплĕ çынна саламлама килеççĕ. Ялти тăванĕсем мăшăрăн-мăшăрăн пырса кĕреççĕ. Ырă та ăшă сăмахсене тивĕçлех вăл. Ĕçре пиçĕхсе ватăлнă Феоктиста Веселина.
Ачаран тăван колхозра ĕçленĕ. Вунă класс пĕтерсен пĕрле вĕреннĕ хĕрсем хулана кайнă. Феоктиста вара тăван ялах юлнă. Малтанах фермăна ĕне сума кĕнĕ. 16 çулхи хĕр 14 ĕне сунă. Ирхине виçĕ сехетре тăрса фермăна васканă. Çулĕ те çывăх мар, çапах нăйкăшнине астумасть.
- Харсăр пулнă, ĕçре киленĕç тупнă. Наян çын фермăра тытăнса тăраймастех. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем паттăрлăхпа палăрнă, - тет Феоктиста Алексеевна.
1965 çулта Феоктистăна ялти пултаруллă çамрăк - Николай Веселин качча тухма ыйтать. Пĕрле туслă çÿренĕ йĕкĕтпе çемье çавăрсан çамрăк мăшăр ватăсемпе пурăнма пуçлать. Туслă çемьере çулталăкран ывăл çуралать. Вячеслав ят хураççĕ ăна. Унтан Ирина çут тĕнчене килет. Телейлĕ те ĕçчен мăшăр тăван колхозра ырми-канми тăрăшать.
Ачасем çуратса килте ларайман çамрăк арăм. Ытти хĕрарăмсем пекех, кăкăр ачине пăхмасăр, ĕçе васканă. Çав çулсенче пĕр вăхăт Феоктиста Алексеевна пахча çимĕç бригадинче тăрăшнă. Каярахпа, операци сĕтелĕ çинче выртма тÿр килнĕрен, çăмăлрах ĕçсенче вăй хунă. Сĕт пуçтараканра та, учетчицăра та ĕçе яваплăхпа пурнăçланипе палăрнă.
Хастар та тăрăшуллăскер шаннине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран хуçалăх ертÿçисем ăна ферма заведующине лартма йышăннă. Малтанах килĕшесшĕнех пулман-ха икĕ ача амăшĕ. Унтан шаннă ĕçе пысăк яваплăхпа пуçăннă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче Курнавăшри Ф.Веселина ертсе пыракан ферма пысăк кăтартусемпе ĕçлесе районта палăрса тăнă. 1000 пуç ытла сысна, 200 пуç ытла ĕне выльăх, 200 ытла сурăх пăхнă коллективри 32 çын. Сысна çурисем илмелли, аш-какай сутмалли плансене тивĕçлипе пурнăçланă. Патшалăха çăм нумай сутса коллектив та, ферма ертÿçи те пĕрре мар Хисеп хучĕсене, парнесене тивĕçнĕ. Кĕпе çумалли машина таранчченех панă ăста заведующине.
Феоктиста Алексеевна коллективри кашни çынпа пĕр чĕлхе тупнă. Сăмахпа кăна мар, кулленхи ĕçĕпе кăтартнă вăл хăйне. Общество пурнăçĕнчен пăрăнман. Тепĕр чухне скотнике те, кормоцехра ĕçлекене те улăштарма ÿркенмен. Фермăра юсав ирттермелле-и е хĕле хатĕрленсе зооветсанитари ĕçĕсене пурнăçламалла - коллективри кашни çын çанă тавăрса вăй хунă. Туслă пулнă коллектив. Ферма заведующийĕ ертсе пынипе ялти культура çурчĕ сцени çинче хăйсен пултарулăхне те пĕрре мар кăтартнă. Юрлас-ташлас енĕпе кăна мар, спектакльсенче выляса та тĕлĕнтернĕ ферма хĕрĕсем.
22 çул фермăна ертсе пынă хĕрарăм ял çинче пысăк хисепе çĕнсе илнĕ. Пенсие тухнă хыççăн тата икĕ çул тăрăшнă яваплă должноçра.
Ĕçчен алă ĕç тупать тенĕрен, килте ахаль ларма пĕлмест вăл. 11 çул каялла ялти чиркÿре ĕçлеме пуçланă. Просвир пĕçерет вăл хăй пек пултаруллă хĕрарăмсемпе. Н.Кудряшова, З.Петрова хăйсен тантăшĕ тирпейлĕ та харсăр пулнине пĕлтереççĕ.
Çичĕ çул теçеткене çула хăварса хуйхи-суйхине те пĕрре мар чĕре витĕр кăларчĕ Феоктиста Алексеевна. Малтанах савнă мăшăрĕ çĕре кĕчĕ. Унтан ывăлĕ операци хыççăн ура çине тăраймарĕ. Халĕ пĕртен-пĕр чун тĕпренчĕкĕ, Ирина, амăшĕн шанчăкĕ. Вăл, районти халăха социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕнче тăрăшаканскер, хăйĕн çемйипе амăшне пулăшу аллине тăсать. Феоктиста Алексеевна çулсем иртнине, чир-чĕрĕ аптăратнине пăхмасăр, аван çÿрет, ватăлма шутламасть.
Пĕччен пурăнма кичем пулнăран Феоктиста Алексеевна яла ĕçлеме килнĕ çамрăк специалиста хăйĕн патне пурăнма кĕртрĕ. Сакăр çул тăван хĕрĕ пек шăкăл-шăкăл калаçса пурăнчĕç вĕсем Ольăпа. Паян та пĕччен мар-ха вăл: 75 çулхи ватăна пăхса пурăнать. Нина аппапа иккĕшĕ район хаçатне «шĕкĕлчеççĕ». Чăх-чĕп, качака усраççĕ. Çулла пахчара кăштăртатаççĕ.
- Пирĕн çамрăклăх çăмăл пулман пулсан та нăйкăшман эпир. Хальхи вăхăтри çамрăксен хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама çул уçă. Вĕрен, ĕçле, ан ÿркен - малашлăх хăвăн аллунта. Мирлĕ тÿпе айĕнче пурăннă чухне çакна ăнланасчĕ те кашни ырă саманта хаклама тăрăшасчĕ, - тет мăнукĕсен ытамне кĕрсе ÿкнĕ асламăшĕ савăнăç куççулĕсене саппун аркипе шăлса илнĕ май.
В.СМИРНОВА.
Сăнÿкерчĕкре: Ф.Веселина ĕç ветеранĕ.