Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвел ăшшиллĕ чун-чĕре

19 ноября 2016 г.

Хĕвел ăшшиллĕ чун-чĕре

Çемьери ача телейлĕ

Кипеç ялĕнчи Александровсемпе паллашас шухăш тахçанах çуралнăччĕ. Ниепле те ерçеймерĕм вĕсем патне çитсе килме. Кĕркуннехи каникулта вара, ачасем пурте килте пуласса шанса, ятарласа çитрĕмĕр йышлă ача-пăчана воспитани, пĕлÿ паракан çемьене.

Пысăк та хăтлă çурт умне пырса чарăнтăмăр çеç, пирĕнтен кăшт çеç маларах çитнĕ  кил хуçисем çăмăл машинăран тухрĕç. Вĕсем кулленхи ĕçсемпе Елчĕке кайнă мĕн.

Хăйсем патне тăтăшах кĕтмен хăнасем килнине хăнăхнă Александровсем /ара, нумай ача усрава илнĕ çемьен пурнăçĕпе кăсăкланакансем сахал-им?/ пире хапăлласах пÿрте кĕме чĕнчĕç. Картишĕ пуян, тĕрлĕ техника ларать. Çурта çулла аслăлатнă, верандăна çĕнетсе тăснă. Иккĕмĕш хута хăпармалли илемлĕ картлашка вырнаçтарнă. Тăрăхла вырнаçнă çурт тем пысăкăш. Малти пÿлĕмре çывăрмалли икĕ пÿлĕм, зал. Варринче – кухня. Ăна прихожăйпа уйăрнă. Кайринче каллех çывăрмалли тата канмалли пÿлĕм. Пÿртре тирпейлĕ, таса, çутă.

Пирĕн калаçу шалти пÿлĕмре пуçланчĕ. Çемçе диван йĕри-тавра пуçтарăннă ачасене курсан чĕре пĕрре ăшшăн та хумханса хыттăн-хыттăн тапрĕ, тепре - савăнăçпа телей парнелерĕ. Ултă ют ачана хăйсен ăшшине илме мĕнле чун-чĕре кирлĕ-ши; Юттисене хăйсем кун çути кăтартнă пепкесене юратнă пек чун ăшши парнелеме пысăк чĕреллĕ çынсем кăна пултараççĕ. Чăннипех те ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр, тимлĕхсĕр юлнă ачасене хăйсен çемйине илсе тивĕçлĕ воспитани паракан Александровсем пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Ача сассисĕр çурт илемсĕр, паллах. Хăв пурнăç парнеленĕ ача-пăчашăн та епле кăна çунма тивмест те, кунта тĕрлĕ характерлă ют пепкесене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлармалла. Вутра çуннăн ăшталанма тивет вĕт.

- Ют ачасем çук. Вĕсем пурте пĕр, - теççĕ Галина Михайловнăпа Петр Николаевич. - Эпир кашнине хамăрăн тесе шутлатпăр, хамăрăнни пек чун-чĕререн юрататпăр.

 

Пĕрре курса çуралнă юрату - ĕмĕре

Шупашкарăн тĕп пасарĕнче хĕрсем шăкăл-шăкăл калаçса, хушшинчен янăравлă сасăпа кулса пынă. Çурхи çумăр пĕрĕхни те хĕрсен кăмăлне пусарайман. Апат вăхăтĕнче уçăлма тухнăскерсем хула пурнăçĕпе киленсе утнă. Унччен те пулман вĕсене хирĕç килекен каччăсем ăнсăртран Галинăн сумкине çĕре ÿкернĕ.

- Вараларăр ĕнтĕ, - кăмăлсăрланнă пике.

- Часах, часах, тасатса паратăп, -  тенĕ хĕр кăмăлне хуçнă каччă.

Нумай та вăхăт иртмен, шыв айĕнчи кимĕ çинче службăра тăнă йĕкĕт хĕре çуса тасатнă сумка тыттарнă. Поварта ĕçлекен Галина, чуста йÿçнĕ вăхăтра çурхи кунпа киленме тухнăскер, ĕçе васканă. Инçетрен килнĕ каччăсем столовăйра апатланма кăмăл тунă. Çапла паллашнă Патăрьел районĕн хĕрĕпе Елчĕк район каччи.  Часах Кипеç ялĕнче чаплă туй кĕрленĕ. Унтанпа чылай шыв-шур юхса иртнĕ.

Галина паян та юратнă специальноçпа тăрăшать. Малтанах тăван ялти шкула ĕçлеме кĕнĕ. «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕн поварĕнче ĕçлеме пуçлани те вун-вун çул. Петр водитель правине илнĕ хыççăн тăван колхозра чылай çул ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра «Промсервис» ООО рабочийĕ.

Ялти ытти çынсем пекех вĕсем выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ.

Çулсем иртнĕçемĕн туслă та юратуллă çемьере йыш хыççăн йыш хутшăннă.  Анчах пысăк хуйхă тÿссе ирттерме те тивнĕ вĕсене. Александр ывăлĕ салтакран килнĕ хыççăн аварие кĕрсе çĕре кĕнĕ. Ашшĕпе амăшĕн чĕрине хытă амантнă инкек.

Аслă хĕрĕ, Елена, районти халăха социаллă пулăшу паракан центрта ĕçлет. Çемьеллĕ. Кĕçĕнни, 15 çултан çут тĕнчене килнĕ Катя,  çиччĕмĕш класра вĕренет.

Ывăлĕ çамрăклах куçне хупнă хыççăн Галина Михайловнăпа Петр Николаевич канăçнех çухатнă. Пĕртен-пĕр ывăлĕ самантлăха та куç умĕнчен кайман.

- Ывăл ача усрава илер мар-и? Чунĕ аманнă ачасем сахал мар халĕ. Вĕсене чун ăшшине парас килет, - тенĕ пĕринче пысăк хуйхăпа çунакан хĕрарăм.

Мăшăрĕпе çав самантрах килĕшнĕ арçын. Хăйсен шухăш-кăмăлне вĕсем районти опекăпа попечитель органне пĕлтернĕ. Унти ĕçченсем ача усрава илес текенсен çирĕп йĕркисемпе паллаштарнă. Часах Александровсем Шупашкарти интерната çитнĕ. Малтанах ырă чунлă мăшăр пĕр арçын ачана каникул вăхăтĕнче кăна илсе килме шут тытнă.

- Интернат ачи ял сывлăшĕпе сывласа килентĕр, çемье пурнăçне ăнлантăр, - тенĕ вĕсем.

2012 çулта çемьене килнĕ ачасенчен пĕрремĕшĕ - Андрей. Вăхăтлăха килнĕскер каникул вĕçленсен те ку çемьерен каяс темен.

- Эпĕ кунтах юлатăп. Интерната каялла ан леçĕр-ха мана? - тилмĕрнĕ арçын ача.

- Çемьене хамăр ача пек йышăннă чухне Андрей вулама та лайăх пĕлместчĕ. Шкултан килсенех юнашар лартса сыпăкăн-сыпăкăн вулаттăмăр, - аса илет Галина Михайловна.

Тăрăшнин, амăшĕ хавхалантарнин усси пысăк. Халĕ Андрейăн ÿсĕмсем те пур. Предметсен шкул шайĕнчи олимпиадăра вăл информатикăпа, обществознанипе, акăлчан, чăваш чĕлхисемпе, литературăпа пĕрремĕш вырăна тухнă. ОБЖпа, биологипе, историпе, математикăпа призерсен йышне кĕнĕ. Анчах Андрейăн кăмăлĕ савăнăçлах мар. Физкультура предмечĕпе «4» паллă тухнă унăн. Тăрăшуллă ачан кăмăлне çĕклес тесе ăна упражненисем тума ыйтрăмăр. Урайĕнчен алăпа  тĕртĕнме, турник çинче туртăнма маçтăр. Малашне физкультурăпа та «5» паллă кăна илме шанчăк пысăк унăн.

Унтан çемьене Владик хутшăннă. Курнавăш шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕскере чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей çарĕн ретне ăсатнă.

- Савăнăçлă каç йĕркелесе, тус-тăвансене пуçтарса ăсатрăмăр ăна. Хăйне çемьере епле юратнине туйтăр, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тулли кăмăлпа кайтăр терĕмĕр, - теççĕ Галинăпа Петр.

- Владик салтака кайрĕ. Халĕ эпĕ çÿретĕп мотоблокпа, - терĕ Алеша калаçăва хутшăнса.

- Эпĕ те çÿреме пĕлетĕп, -  пĕлтерчĕ Андрей те.

Çулла арçын ачасем ашшĕ çумĕнчен каймаççĕ. Техникăпа интересленеççĕ, кил хушшинчи ĕçсене пурнăçлама хутшăнаççĕ.

Алеша тенĕрен, кăçал çуллахи каникул вăхăтне илсе килнĕ ăна. Текех хулари интерната каяс темен вăл. Александровсем ăна килне  килсен кăна вăл сусăр иккенне пĕлнĕ.

Темиçе çемьене лекнĕ Настя Александровсем патне килсен ырă енне улшăнма пуçланă. Малтанах Галинăпа Петрăн унпа  сахал мар нушаланма  тивнĕ. Хĕрача хăй çулĕсенчен иртерех çитĕннĕ, килтен туха-туха кайнă. Халĕ Настя хăйне лайăх енчен кăтартма тăрăшни сисĕнет. Кухньăра амăшне пулăшать, пысăк ĕмĕтсемпе çунатланать.

- Психолог пулас килет манăн, - тет вуннăмĕш класра вĕренекенскер.

Кăçалхи çуллана Александровсен çемйинче ирттерме пĕртăван Ангелинăпа Арина та кăмăл тунă. Ăшă чун-чĕреллĕ ашшĕпе амăшĕ пĕрре курсах килĕшнĕрен хĕрачасем те вĕсем патне юлнă. Пĕр килтен кашни ир улттăн шкула  васкаççĕ ку çемьере.

Кристина вара, ачаран сусăрскер, шкула çÿреймест. Ăс-тăнĕ хавшакрах унăн. Вăл çĕнĕ ашшĕпе амăшне ăнсăртран тупнă. Интернатра пĕр хĕрача Галина патне чупса пынă та мăйран хыттăн ыталанă. «Мама», - тесе чĕннĕ хайхи. Пĕрремĕш хут куракан хĕрачана шелленĕ Галина, çемьене илсе килнĕ.

Кристина килтисене пăхса тăраканни. Ашшĕ-амăшĕ ĕçрен килсенех кам мĕн тунине пĕтĕмпех каласа парать. Ыттисем амăшĕ çумĕнче пулсан, Кристина вара -  ашшĕн хĕрĕ.

Усрава илнĕ ачасем  пурте Галинăпа Петра анне, атте тесе чĕнеççĕ.

Кĕркуннехи каникул пулнăран Александровсен Виолета мăнукĕ те кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнчеччĕ. Ачасем пурте пĕрле килĕштерсе выляççĕ. Шел, Катьăпа, Ангелинăпа паллашма тÿр килмерĕ. Вĕсем Чĕмпĕр хулине экскурсие кайнăччĕ.

 

«Ача пĕрре те нумай, саккăр та сахал», -

тенĕ ĕлĕкех ваттисем.

Сак тулли ача-пăча çитĕнтерекен мăшăр тĕпренчĕксене ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшать.

- Ачасене илсе килсен сахал мар тертлентĕмĕр. Пирусне те туртаççĕ, итлемеççĕ, сасă хăпартма пăхаççĕ. Çитменнине чăкраш ачасен йышĕнче тăнисем пирĕн. Сĕтел хушшине апатланма ларсан та хăйсене йĕркеллех тытмастчĕç, - аса илеççĕ Александровсем.

Çирĕп кăмăллă арçын ачасене çийĕнчех сиенлĕ йăласемпе сывпуллашмаллине, çемьере çирĕп йĕрке пулмаллине ăнлантарнă. Юнашар лартса калаçнă. Çапла вара ачасене майĕпен ĕçе хăнăхтарма тăрăшаççĕ. Калăпăр, халĕ ачасем кăвакал тĕкĕ татма та, ăшчиккине кăларма та пĕлеççĕ. Амăшĕ тирпейлĕхе, тутлă апат пĕçерме вĕрентет. Килтен тухса кайсан хăйсен пĕçерсе çимелле вĕт.

- Сĕтел çине шăлса тасатнă чухне те мунчалапа «ял йĕри-тавра çаврăнса килĕр», пĕр чĕптĕм çăкăр пĕрчи те ан юлтăр, - вĕрентет хĕрарăм. - Е тата шăл тасатнă хыççăн умывальнике  тасатса илме йывăр-им?

Ашшĕ ачасене спорта явăçтарма тăрăшать. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, çулла - велосипедпа. Ачисене куç умĕнчен ямаççĕ. Çавăнпах çурт умне вылямалли площадка ăсталаса хучĕç. Тĕрлĕ ашшĕ-амăшĕнчен, тĕрлĕ характерлă ачасене уйрăмах çивĕч куç кирлĕ.

- Çавăнпах тăтăшах юнашар пулма тăрăшатпăр, - теççĕ  ырă сăмаха тивĕçлĕ Александровсем.

Районти конкурссене хутшăнмалла-и е тĕрлĕ тĕлпулусене каймалла - Петр Николаевичпа Галина Михайловна яланах ачисемпе юнашар. Тĕрлĕ конкурсра çĕнтерсе илнĕ дипломсемпе грамотăсене стена çине курăнмалла çакса хунă. Çемьере тăнăçлăхпа юрату, лăпкăлăх хуçаланать. Унсăрăн ют ачасем хăйсене килти пек ыррăн та лăпкăн туймĕччĕç. Вырăсла çеç пĕлнĕскерсем халĕ чăвашла та калаçаççĕ.

- Анне, атте, текех ача ан илĕр-ха, мĕн чухлĕ сывлăх кирлĕ вĕсене пăхма? - тенĕ виçĕ ют ачана çемьене илсе килсен хăйсен хĕрĕ Лена.

Унтанпа тата виççĕн хутшăннă. Халĕ Лена:

- Пирĕнтен те лайăх пăхаççĕ усрав ачасене, - тет.

Çук, кĕвĕçсе мар, паянхи ачасен пурнăç условийĕ хăйсеннинчен те лайăхрах пулнăшăн. Май килсен вăл амăшне пулăшма та ÿркенмест.

Килте чечексем нумай. Çу кунĕсенче пахчара та илемлĕ çеçке çурса лараççĕ. Илеме курма, ăна хаклама вĕрентесшĕн ачисене амăшĕ.

Холодильнике пушă тăратмаççĕ. Сĕтел çинчен канфет-печени татăлмасть. Малтанхи вăхăтра вĕсене ачасем ытлашшипех çинĕ пулсан, халĕ виçине пĕлеççĕ. Канмалли кунсенче ачасем амăшĕпе пĕрле кухньăран тухмаççĕ: тутлă пĕçерме вĕренеççĕ. Пĕчĕк кукăльсем пĕçернĕ май тулли турилкке часах пушанать. Мĕн каламалли, пĕрре апата ларсан çемьере харăсах тăхăр чĕлĕ çăкăр касăлать, тăхăр кашăк яшка ăсăнать...

- Çамрăк организма ытларах апат кирлĕ. Çемье пысăк вĕт, - тет  сакăр ача ашшĕ.

Пушă вăхăтра ачасем телевизор пăхаççĕ. Кашнийĕн юратнă программа пур. Çавăнпа килте виçĕ телевизор. Компьютер умне черетпе лараççĕ. Уроксем тунă хыççăн алĕçĕ тума вĕренеççĕ. Мĕн кăна ăсталама пĕлмеççĕ вĕсем; Арçын ачасем те хĕрачасенчен кая мар тĕрлеççĕ, çыхаççĕ, ÿкереççĕ. Хăйсен ĕçĕсемпе пĕрин хыççăн тепри паллаштарчĕç пире.

- Мана çĕнĕ куртка илсе пачĕç, - ăна тăхăнсах кăтартрĕ Арина.

Ачасене таса та тирпейлĕ çÿретес тесен  амăшĕн ĕç питĕ нумай. Пурнăç условийĕ ялта та хуларинчен кая мар-ха. Хальхи йышши машинăпа çăваççĕ япаласене. Пĕр кашта çитмест.

- Ĕлĕкхи пурнăç пулсан шыв йăтса çитерме те йывăр ку чухне, - тет пуян чун-чĕреллĕ мăшăр.

Çапах ял çинче ачасене укçашăн илнĕ текенсем те тупăнаççĕ иккен. «Халăх çăварĕ хапха çăвар, уçăлать те хупăнать», - тесе ахальтен каламан тăр.

- Сире укçа кирлĕ мар-им? Эсир те илĕр, - теççĕ Александровсем.

Тĕрĕс сăмахсем мар-и? Паян интернатсенче мĕн чухлĕ ача тăлăххăн çитĕнет. Сывă ашшĕ е амăшĕ пур çинчех тăлăх ÿсекен ачасене çитĕнтерме Александровсен чунĕсенче мĕн чухлĕ юрату, чăтăмлăх, пысăк хавхалану, ĕçченлĕх тапса тăнине курсан никам та вĕсене ăмсанмĕччĕ. Телейлĕ ачалăх парнелекенсене каçсерен çичĕ пепке: «Анне, атте, ырă каç», - тесе  чуптуса ăшă та çемçе вырăн çинче тутлă ыйхăна путать. 

- Ырă кăмăллă, çĕршыва юрăхлă çынсем кăна пулса çитĕнччĕр, - теççĕ 29 çул алла-аллăн пурăнакан Галина Михайловнăпа Петр Николаевич. Пÿртре ача  кулли, сасси ян! янăраса тăрать. Çакă мар-и ачасен телейĕ?..

Сăнÿкерчĕкре: Александровсен çемйи.

 

Хаклав

Л.САЙКИНА,  психолог-педагог, çемьесене пулăшса пыракан куратор:

- Пирĕн республикăра тăлăх ачасене пăхакан çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене куллен пулăшса пыма тăрăшаççĕ. Ача усрава илнĕ çемьесене пĕр-пĕринпе хутшăнма, хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явма, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашма районта тĕрлĕрен тĕлпулусем, конкурссем иртеççĕ. Унта Александровсем хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

А.АРЕФЬЕВА, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ:

-  Районта  усрава илнĕ ачасем - 81. Александровсем хăйсен хÿттине ултă ача илнĕ. Вĕсем уçă кăмăллă çынсем, пирĕнпе  тачă çыхăну тытаççĕ. Пĕр ачана та, чирлĕ-и вăл е япăх вĕренет, тиркемеççĕ. Пурин валли те чун ăшши çитет. Ахальтен мар каникула вăхăтлăха тесе килнĕ ачасем  вĕсен çумĕнчен каясшăн мар. 

Валентина КИРИЛЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика