19 ноября 2016 г.
Тĕмерти культура çуртĕнче «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕн Николай Алексеев таврапĕлÿçĕн «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» кĕнекин иккĕмĕш кăларăмне хакларĕç. Иллюстрацисемпе пĕрле 448 страницăран тăракан кĕнеке кăçал Шупашкарти «Новое Время» типографире пичетленсе тухнă. Пĕрремĕшĕ 2012 çулта хаçат редакцийĕн типографийĕнче кун çути курнăччĕ.
Кĕнеке авторĕ тăван ял историйĕпе чылай çул каялла интересленме пуçланă. Тĕпченĕ материалсемпе усă курса уйрăм статьясем çырнă, хăшĕ-пĕрне район хаçатĕнче пичетлесе пынă. Çапла майпа самаях пысăк калăплă кĕнеке валли материалсем пуçтарнă.
Ял историйĕпе çыхăннă пĕрремĕш кĕнеке вара «Тĕмер чиркĕвĕ» ятлă. Вăл 2006 çултах кун çути курнă.
Николай Алексеев «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» кĕнекепе мĕнле ĕçленине тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çапах та, унăн шучĕпе, пысăк йывăрлăх вăл ăна типографире пичетлесси пулнине палăртрĕ. Чылай таврапĕлÿçĕ укçа-тенкĕ çитменрен хăйĕн ĕçне халăх патне çитереймест. Тĕмерсем пирки çакна калаймăн. «Труд» ЯХПК ертÿçи Валерий Германов, Ярославль хулинче ĕçлесе пурăнакан Валерий Муллин, Шупашкарта тĕпленнĕ Мария тата Владимир Майковсем - предпринимательсем кĕнеке кăларма укçа парса пулăшнă. Çакăншăн автор вĕсене чĕререн тав тăвать.
Кĕнекене сÿтсе явма хутшăннă, çичĕ яла пĕрлештерсе тăнă «Знамя» колхоз председателĕнче ĕçленĕ, икĕ кĕнеке авторĕ Илья Левый таврапĕлÿçĕ, «Труд» ЯХПКри Эльза Германова агроном, ĕç ветеранĕ Виталий Петров, Инесса Воронова библиотекарь, Анатолий Тимофеев журналист, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин, «Труд» ЯХПК председателĕ Валерий Германов иккĕмĕш кĕнекере Аттелĕхĕн Аслă вăрçин йывăр çулĕсене, ун хыççăнхи тапхăра, паллă пулăмсене, пĕрлешÿллĕ хуçалăх кун-çулне, ялăн пултаруллă çыннисене тĕплĕн çутатнине палăртрĕç.
Çав кунах ялти культура çуртĕнче ялхуçалăх тата промышленноçра ĕçлекенсен хуçалăхри кунне паллă турĕç. «Труд» ЯХПК ертÿçи Валерий Германов ял ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çулталăка Тĕмерсем ăнăçлă вĕçленĕ, унăн ертÿçине «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс тунă. Уявра производство кооперативĕн членĕсемпе ветеранĕсене «Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем» кĕнекене асăнмалăх парнелерĕç.