19 ноября 2016 г.
Юлашки çулсенче ачасен вĕренÿ туризмĕ анлă сарăлса пырать. Ăна аталанма Раççей Правительстви çумĕнче туризмпа ĕçлекен канаш йĕркелени нумай пулăшать. Ачасен туризмĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - Тăван çĕршывпа тĕплĕнрех паллашасси, авалхи йăла-йĕркесене упраса хăварасси.
Çĕршывăмăрăн тĕрлĕ субъекчĕсенче ачасен туризмне аталантарас енĕпе чылай проектпа ĕçсем йĕркелеççĕ. Вĕсенчен пĕри - «Чĕрĕ уроксем». Федераци проекчĕн программи шкулсемпе музейсене пĕрле тачă çыхăнтарса ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн вĕрентекенĕн уроксене шкул тулашĕнче те нумай ирттермелле. «Чĕрĕ уроксем» пулăшнипе тĕрлĕ предметсене музейра ирттерме майсем пур. Куçпа курса, тытса пăхса ирттернĕ урок ачасен асĕнче чылайлăха юлать. Тĕслĕхрен, истори, географи, литература, технологи предмечĕсене Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнчи экспонатсене, унти тĕрлĕ экспозицисене тĕпе хурса вĕрентме майсем çителĕклĕ. Калăпăр, Граждан вăрçин историйĕпе Шупашкарти Василий Чапаев музейне çитсе курсан аван. Физика урокĕн космос темине, тĕнче уçлăхĕн историне Шуршăлти Андриян Николаев ячĕллĕ мемориал-музейĕнче тĕплĕн курса вĕрентме пулать. Çанталăк ăшăтсанах физкультура урокĕсенче ялсем çывăхĕнчи этнографи палăкĕсемпе кайса паллашма пулать. Çак маларах асăннă проектпа килĕшÿллĕн вĕрентÿ процесĕ тĕрлĕ çĕнĕлĕхсемпе анлăланать. Çавăн пекех проект пулăшнипе музейсене, культура учрежденийĕсене пыракансен йышĕ те ÿсет.
Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсем районти музейра ирттерекен «Чĕрĕ уроксем» проекта активлă хутшăнаççĕ. Вĕсем технологи урокне музейра ирттереççĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем Л.Шорникован «Пусма татăкĕсен тĕнчи» куравпа интересленсе паллашрĕç. С.Голубева заведующи пусма татăкĕсене «Шахмат», «Пусă» мелĕпе еплерех çĕлесе сыпăнтармаллине тĕплĕн кăтартса, ăнлантарса пачĕ. Ачасем пусма татăкĕсенчен тем тĕрлĕ япала çĕлеме пулнине курса тĕлĕнчĕç.
Часах Аннесен кунĕ çывхарать. Ачасем амăшĕсене хăйсен аллипе хатĕрленĕ парнесем пама тĕллев лартрĕç. Проекта анлăрах аталантарас тĕлĕшпе эпир хамăр патăмăрта шкул ачисене кĕтетпĕр, хамăр та шкулсене çÿресе мастер-классем кăтартма тăрăшатпăр.
С.СТЕПАНОВА,
лектор-экскурсовод.
Сăнÿкерчĕкре: С.Голубева мастер-класс ирттерет.