Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ тĕллевсем

16 ноября 2016 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин анлă канашлу ирттернĕ. Унта райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен, ялхуçалăх производство кооперативĕсен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Кăçалхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 156-мĕш номерлĕ «Чăваш Республикинчи муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлне хавхалантарас тĕлĕшпе хушма мерăсем çинчен» Указ йышăннă. Кун йĕркине çак Указа пăхса тухассине кĕртнĕ. Канашлăва ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕ Указ районсемпе хуласен аталанăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен районсемпе хуласен аталанăвĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн укçан преми парса хавхалантарма пăхнă. Указа пурнăçланă май кашни коллектив умĕнче çĕнĕ, уçăмлă тĕллевсем тăраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Анисимова Указа мĕнле пурнăçламалли майсене тишкерсе тухрĕ. Республика Пуçлăхĕ ял тăрăхĕсене, предприятисене аталантарма хушма укçа-тенкĕ явăçтарас тата экономикăна аталантарас /налук пуçтарас/, технологи тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç вырăнĕсем тăвас, çавна май ĕç укçин калăпăшне ÿстерес тĕлĕшпе грантсем çирĕплетет. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ ертÿçĕсене инвестици проекчĕсене тата муниципалитет программисене хатĕрлеме сĕнчĕ.

Галина Владимировна ялхуçалăх производство кооперативĕсем, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, ытти предприятисемпе предпринимательсем хăйсен предприятийĕсемпе организацийĕсене аталантарма хушма укçа-тенкĕ уйăрнине юлашки 5 çулпа тишкерсе тухрĕ. Предприятисемпе организацисем производствăна, хушма пулăшу ĕçĕсене аталантарма юлашки çулсенче, 2011-2012 çулсемпе танлаштарсан, укçа-тенкĕ уйăрассине чакарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ялхуçалăх предприятийĕсем отрасле аталантарма питĕ сахал укçа-тенкĕ уйăрнине асăнчĕ. Паянхи статьяра çак цифрăсене çырса кăтартмăпăр. Анчах кашни ялхуçалăх предприятийĕ хăй ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕне производствăна аталантарма, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме, ĕç вырăнĕсем тăвасси çине уйăрасси хăйĕнчен килет. Пĕри паянхи кунпа пурăнать, тепри производствăна аталантарма тăрăшать. Çапах та федераци, регион, район бюджечĕсенчен лайăх ĕçлекенсене укçа-тенкĕ уйăраççех. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ялхуçалăх производствин объекчĕсем тăвакан ертÿçĕсене тав сăмахĕ каларĕ, кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи выльăх пусса тирпейлекен цехсем, выльăхсене тăрантарса усрамалли, пахча çимĕç упрамалли майсем çинчен каласа пачĕ.

Канашлура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ял тăрăхĕсен территорийĕсене аталантармалли проектсене çывăх вăхăтрах туса хатĕрлеме хушрĕç.

«Чăваш Республикинчи ялхуçалăхне аталантарасси» патшалăх программи çинчен район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов каласа пачĕ. Малашне ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене ялхуçалăх продукцийĕсем туса илмелли план параççĕ. 2017 çулта 62000 тонна тырă, 2000 гектар çинчен 36300 тонна çĕрулми, 1000 гектар çинче пăрçа, 4950 тонна аш-какай, 37170 тонна сĕт туса илмелле.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика