16 ноября 2016 г.
Камăн çурчĕ хитререх?
Çĕнĕ çул та çывхарать. Ун умĕн çуртсене, лапамсене, çуртсен территорийĕсене илемлетес енĕпе декабрĕн 7-мĕшĕнчен районта конкурс иртет.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе йĕркеленĕ Çĕнĕ çул умĕнхи конкурса предприятисемпе организацисем, учрежденисем, уйрăм предпринимательсем, уйрăм çынсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене декабрĕн 25-мĕшĕччен тăратмалла. Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе чыслаççĕ.
Çар ретне тăнă
Раççей çарне призывниксене ăсатасси малалла пырать.
Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Филиппова Раççей çарне ăсатнă ятпа савăнăçлă каç иртнĕ. Андрей аслă пĕлÿ илнĕ - Шупашкарти кооператив институтне пĕтернĕ хыççăн çар ретне тăнă.
Пурнăç çулĕ такăр мар...
«Хисеп Палли» орденĕн кавалерĕ Алевтина Кондратьева 85 çулхи юбилейне паллă тунă.
Алевтина Сергеевна Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралса ÿснĕ, пĕр класра вĕреннĕ Борис Кондратьевпа çемье çавăрнă, кунтах ĕмĕрне ирттернĕ.
Тăван хуçалăхра доярка, пăру пăхакан пулса ĕçленĕ. Мускавра каменщик профессине алла илнĕскер, фермăра ĕçленĕ вăхăтрах ял-йыша кирпĕчрен çуртсем çĕклеме те пулăшнă.
1975 çулта хастар дояркăна «Хисеп Палли» орденпа чысланă.
Алевтинăпа Борис Кондратьевсем 4 ача çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Хисеплĕ мăшăра халĕ 8 мăнукпа вĕсен 12 ачи савăнтараççĕ.
Çамрăк баскетболистсем ăмăртнă
1999 çулта çуралнă тата çамрăкрах яшсем «КЭС-Баскет» баскетболистсен шкул лигинче мала тухассишĕн тупăшнă.
Ăмăртăва 8 команда хутшăннă. Хĕрÿ тупăшура Елчĕк шкулĕн пĕрремĕш команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çак шкулăн иккĕмĕш команди - иккĕмĕш, Лаш Таяпасем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Тĕп шкулсенчен Тĕмерсем мала тухнă.
Малти вырăнсене йышăннă командăсене грамотăсемпе, медальсемпе чысланă.
Инкек курнисем - асăмăрта
Юлашки 5 çулта республикăри çулсем çинче 9 пин ытла инкек пулнă, вĕсенче 1,5 пин çын пурнăçран уйрăлнă, 11 пине яхăн çын суранланнă.
Пĕрлешнĕ Наци Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейин 2005 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнчи Резолюцийĕпе килĕшÿллĕн ноябрь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче çулсем çинчи инкексенче вилекенсене асăнса акци ирттереççĕ. Акци вăхăтĕнче районти вĕренÿ организацийĕсенче çул çÿремелли йĕркесене тĕплĕн тĕпчеççĕ, вĕсемпе калаçусем, диспутсем, викторинăсем ирттереççĕ.
/Район администрацийĕн сайтĕнчен/.