16 ноября 2016 г.
Сывлăха çирĕплетме чĕнеççĕ
Шăматкун, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, районта сывлăхпа спортăн черетлĕ кунĕ иртет.
Çак кун районта пурăнакансен бассейна, спорт площадкисене, тренажер залĕсене, катоксене тÿлевсĕр кĕме май пур.
Сывлăхпа спортăн 2013 çултанпа иртекен кунĕсем çынсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине, вĕсем çак кун спорт объекчĕсенче, физкультурăпа спорт организацийĕсенче пулма тăрăшнине, массăллă спортăн тĕрлĕ мероприятийĕсене активлă хутшăннине, каярахпа физкультурăпа тата спортпа туслашнине çирĕплетеççĕ.
Музейпа паллашнă
Районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Сĕнтĕрвăрринчи геральдика музейĕнче экскурсинче пулнă.
Елчĕксем Вадимпа Галина Шипуновсем-геральдистсем республика гербĕпе ялавĕ çинчен каласа панă тăрăх нумай çĕнĕлĕхсемпе паллашнă, гербсем тăвас искусствăпа кăсăкланнă.
«Ачасем тата çемье» акци
Республикăра ноябрĕн 11- 21-мĕшĕсенче «Ачасем тата çемье» акци иртет.
Унта хутшăнса Çирĕклĕ Шăхалĕнчи библиотекăра «Çемье телейлĕ – ача та телейлĕ» курав йĕркеленĕ. Кĕнекесен выставкинче ача телейлĕ ÿстĕр тесен мĕн тумаллине вĕрентсе çырнă кĕнекесемпе, методикăпа паллашма пулать.
Курнавăшсем - Аслă Елчĕкре
Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 5-6 классенче вĕренекенсем Г.Н.Волков ячĕллĕ Аслă Елчĕк шкулĕнче пулса курнă.
Шкул ачисем чи малтанах музейпа, унтан Казначеевсен хуçалăхĕнчи страуссемпе паллашнă. Юлашкинчен хăнасем Г.Н.Волков бюсчĕ умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ.
/Район администрацийĕн сайтĕнчен/.