Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никотин серепине çакланма ансат, хăтăлма…

16 ноября 2016 г.

Пируса пăравус пек мăкăрлантаракансем ыттисенчен 20 çул /!/ сахалрах пурăнаççĕ.

Раççей – туртакансен йышĕпе малта пыракан çĕршывсенчен пĕри. Шел пулин те, арçынсен 65, хĕрарăмсен 25 проценчĕ кулленех  сигарет тĕтĕмне çăтать. Çапла майпа хăйсен тата юнашар пурăнакан çынсен сывлăхне хавшатать. Чи хăрушши - çамрăксем те çак наркăмăш серепине çакланни.

Туртни сиенлине нумайăшĕ ăнланать, анчах пĕр хăнăхнă усал йăларан хăтăлаймасть. Пирус сĕрĕмне пула аталанакан чирсем  ыттисене аптăратсан та унран пăрăнса иртессе шанать вăл. Кашни сигарет хăйĕн йĕрне хăварать. Тумла чула шăтарать тенĕн, вăхăт иртнĕçемĕн организмра пысăк улшăнусем пуçланаççĕ.

Сигарет тĕтĕмне ĕмсе илнĕ хыççăн 7 çеккунтранах никотин пуç мимине лекет. Малтанлăха клеткăсен хушшинчи çыхăнăва лайăхлатнăн туйăнать. Вăхăтлăха ĕçлеттерсе янă пек тăвать те кайран нумайлăха чарса тăрать.

Чылай вăхăт туртакансен пуç мими никотин порцийĕсене кĕтме пуçлать. Унсăр хăй тĕллĕн ĕçлесшĕн пулмасть, биологилле наянлăх çиеле тухать. Хăйне йĕркеллĕ туйма, алкоголик пекех, пуç мими пĕр вĕçĕмсĕр «апат» /эрех-сăра мар, никотин/ ыйтать. Унсăрăн çын сăлтавсăрах тарăхма, вĕчĕрхенме пуçлать, лăпланас тĕллевпе каллех çăварне сигарет хыпать. Çапла уççи-хупписĕр ункăра çаврăнать.

Сигарет сĕрĕмне пула 20 ытла чир аталанса вăй илме пултарать. Унăн сиенне чи малтан сывлав органĕсем туйса илеççĕ. Тута, чĕлхе, пыр, ÿпке ракĕпе чирлекенсем хушшинче туртакансем ытларах пулнине палăртаççĕ. Пирус чĕре, юн тымарĕсен ĕçне те пысăк витĕм кÿрет. Сигаретпа туслисен чĕри талăкра 10 пин хут ытларах хутланса илет. Çавăнпа унăн мышцисем иртерех хавшаççĕ. Çавăн пекех хăвăртлăхпа ĕçлени кирлĕ чухлĕ кислород, тутлăхлă япаласем илейменрен лару-тăру тата йывăрланать, миокард инфаркчĕ пулас хăрушлăх ÿсет.

Пирус туртни инсульт патне çитерни те тăтăшах тĕл пулать. Пуç мимин пĕр-пĕр артерийĕ хупăнса ларнăран клеткăсене юн пыраймасть. Нумай çул туртакансен шăлĕсем те хавшаса арканаççĕ, ар вăйĕ чакать, çын япăх илтекен пулать, ÿпке, вар-хырăм, чирĕсем вăй илеççĕ...

Çак наркăмăш серепинчен хăтăлма çăмăл мар. Кăмăл, характер çирĕплĕхĕ кирлĕ. Çапах та хăвăр тата юнашар пурăнакансен сывлăхне упраса хăварас тесен тăрăшса пăхмаллах, чăтăмлăхпа çирĕплĕх çитермеллех. Усал йăларан хăтăлсан ырă улшăнусене нумай кĕтме тивмĕ - часах сăн-питĕр çуталнине  туятăр, хăвăра аванрах пулнине сисетĕр, апат тутине, шăршăсене унчченхинчен лайăхрах туйма пуçлатăр, организма вăй илме май паратăр, укçа-тенкĕре перекетлетĕр, пурнăçăн кашни саманчĕпе киленме  пуçлатăр.

А.МОЛОСТВОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика