Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Агрессирен мĕнле пăрăнмалла?

16 ноября 2016 г.

Юлашки вăхăтра шкул ачисенче агресси палăрма пуçлани никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шел пулин те, хĕрхенÿ туйăмĕ вĕсенче майĕпен пĕтсе пырать. Хăшĕ-пĕри сăлтавсăрах кăшкăрма, килтен тухса кайма пултарать е хăйĕн тавлашăвне, хирĕçÿлĕхне тусĕсемпе хутшăннă чухне те, çывăх çыннисемпе калаçнă вăхăтра та пытараймасть. Ун пек ачасемпе вĕрентекенсен тата ашшĕ-амăшĕн ĕçлемелле те ĕçлемелле.

Агресси латин чĕлхинчен «тапăну» тесе куçать. Агресси - хамăра хÿтĕлемелли тĕп мелсенчен пĕри. Сăмахран, ача садне çÿрекенсем хăйсене хÿтĕлеме тăрăшса пĕр-пĕрне çыртаççĕ е çапаççĕ. Пĕчĕкскерсем ытларах чухне пĕр-пĕрин хыççăн каяççĕ. Пилĕк çулччен ача пĕтĕмĕшле аталанса çитет. Шкулта вĕренекенсем хушшинче агресси вăйланни хăшне-пĕрне тимлĕх çитменнинче, теприн вăл ытлашшипех пулнинче. Çавăнпа та ача хăвăрт тарăхса кайма пултарать - çынна кÿрентерет.

Агресси чылай чухне çемьери лару-тăруран килет. Ашшĕ-амăшĕ килте пĕрмаях хирĕçсен ачан психики улшăнать: вăл усалланать, хăвăрт тарăхма пуçлать. Ачана хăйне  тĕллĕн мĕн те пулин тума чарсан, ăна тĕрĕслесех тăрсан е ун çине пачах та тимлĕх уйăрмасан та агресси пуçланма пултарать. Час-часах ÿпкелешни те ырри патне илсе пымасть. Апат-çимĕç те ача çине пысăк витĕм кÿнине асăнмасăр иртеймĕн. Чипсы е гамбургер шкул ачишĕн питĕ сиенлĕ. Тепĕр чухне вара ачана хытă сасă та тарăхтарса яма пултарать. Уйрăмах çакна телевизор пăхнă вăхăтра асăрхама пулать.

Агрессиллĕ ачасем йышланса пынăран класс сехечĕсенче, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче ку ыйтупа тухса калаçатпăр. Шкулсенче халĕ сенсор пÿлĕмĕсем уçнă. Унта шкул ачисемпе тренингсем, тĕрлĕ хăнăхусем ирттеретпĕр. Сăмахран, экзаменсем е тĕрĕслев ĕçĕсем умĕн сенсор пÿлĕмĕнче çепĕç кĕвĕсем итлесе ларса хăйсене лăплантарни питĕ вырăнлă. 

Çакна асра тытар: ашшĕ-амăшĕн ывăлĕ е хĕрĕ япăх туйнине, кăмăлĕ улшăннине сиссен, унпа ларса калаçмалла, шкулти пурнăçĕпе интересленмелле.

Паян кашни килте тенĕ пекех компьютер пур. Интернетра тĕрлĕ сайтра ларма пулать. Унăн усси пысăк, вăл чылай çăмăллăх кÿрет. Интернет ăс-тăна пуянлатать, тавра курăма ÿстерет. Анчах унта сиенлĕ сайтсем те пур. Шкул ачи шăпах вĕсем урлă информаципе паллашать те. Ача вĕсене пурне те пĕрпек йышăнать. Арçын ачасем компьютер умĕнчен каймасăр вăйăсем выляççĕ. Çакă та, паллах, вĕсен психики çине питĕ пысăк витĕм кÿрет. Сиенлĕ сайтсемпе ача ятарласа та, ăнсăртран та паллашма пултарать. Çавăнпа та ача сиенлĕ информаципе ан паллаштăр тесен ăна ашшĕ-амăшĕн пĕрмаях асăрхаса тата тĕрĕслесе тăмалла, мĕнле вăйăсем вылянипе интересленмелле. Пирĕн тĕпренчĕксем агресси, экстремизмпа терроризм тыткăнне çакланасран асăрханмалла.

Л.САЙКИНА,
психолог-педагог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика