12 ноября 2016 г.
Елчĕк районĕн Уставĕпе килĕшÿллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ ялхуçалăх предприятийĕсем, уйрăм ĕçченсем 2016 çулхи вырмара ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:
1. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессишĕн пынă ăмăртура «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Ăна диплом, куçса çÿрекен ялав парса чысланă. Ялхуçалăх предприятийĕнче 1 гектартан 38,6 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ.
2. Чи пысăк тухăçлă çĕрулмине «АСК-Яльчики» сахал яваплă обществăра çитĕнтернĕ. Кунта 230 гектар лаптăкран кашни гектар пуçне 281,4 центнер çĕрулми пухса кĕртнĕ. Обществăна дипломпа наградăланă.
3. Уйрăм ĕçлекенсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура çĕнтернĕ çынсене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă:
Александр Вениаминович ФЕДОТОВА, «Клевер» сахал яваплă обществăри комбайнера. Вăл «Медион-310» йышши комбайнпа 18500 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ, «2016 çулхи вырма чемпионĕ» ята тивĕçнĕ.
Гаврил Владиславович ЖИРНОВА, «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнчи комбайнера. Вăл «Дон-680» йышши комбайнпа выльăх апачлĕх культурăсене 7440 тонна пухса кĕртнĕ.
Сергей Иосифович АФАНАСЬЕВА, «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕнчи водителе. Вăл «КамАЗ» йышши автомашинăпа пĕтĕмпе 2824 тонна тырă, сенаж, силос тата ытти ялхуçалăх продукцийĕ турттарнă.
Юрий Петрович ЖИРНОВА, «Прогресс» акционерсен хупă обществинчи механизатора. Вăл Т-150 тракторпа 2893 условлă эталон гектар ĕç тунă.