Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн тĕслĕ куполсем чуна çутатса ăшăтаççĕ

12 ноября 2016 г.

Ылтăн тĕслĕ куполсем чуна çутатса ăшăтаççĕ

Курнавăшри Христос çуралнин чиркĕвĕ аякранах илемлĕн курăнать. Чиркÿ тăрринче ылтăн тĕспе çиçекен çичĕ купол. Хăватлă хĕрес ирхине-ирех куçа йăмăхтармалла çуталса ялкăшма тытăнни, Турă праçникĕсенче кĕлĕ вăхăтĕнчи чиркĕвĕн чанĕсен янăравлă, кĕвĕллĕ сасси чуна савăнтарса лăплантарать...

- Чиркÿ мĕнрен пуçланать?

- Историрен, - терĕ  чиркÿ настоятелĕ Анатолий /Емельянов/ протоиерей. - Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсĕнчи малтанхи чиркĕве 1765 çулта курăс хупран тунă. 1873 çулта  ăна йывăçран купаласа хăпартнă. Чи малтанхи пачăшкăсем: Семен Петрович Гермогенов, Гавриил Семенович Троицкий, Скворцов диакон.  Вĕсем вырăс çыннисем пулнă пулсан та   чиркÿри службăна чăвашла, пурте лайăх ăнланмалла ирттернĕ. Хальхи ясли-сад вырăнĕнче Гавриил Троицкий пачăшкăн пысăк сачĕ куçа илĕртсе ларнă.

Йывăçран тунă чиркÿ хальхи шкул вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Совет влаçĕ вăхăтĕнче вăл хупăннă. Ватă çынсем каласа хăварнă тăрăх, чиркÿ чанне 1929 çултах антарнă, 1937 çулта ял халăхне кĕлле кĕме те чарнă - чиркÿ алăкĕсене питĕрсе илнĕ, 1941 çулта ăна хупнă. Апла пулин те чиркÿ манăçман, çынсен асĕнчен тухман. Турра ĕненекенсем çине тăнипе самана тĕрĕсмарлăхĕнчи йăнăша тÿрлетме май килнĕ. 1990 çулта, унччен кантур пулнă çуртра, Курнавăшри кĕлĕ çурчĕ çĕнĕрен уçăлнă. Ырă ĕç чуна çĕкленĕ, хавхалантарнă, ялти хастар çынсем пурте пĕр шухăшлă пулса чиркÿ çуртне кирпĕчрен туса хăпартас ыйтăва та  вăхăта нумайлăха тăсмасăр татса панă. Турă пулăшнипе ĕç те ăнса пынă, 1992 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче ăна Турра ĕненекенсемпе пĕрле савăнăçлă лару-тăрура уçнă.

...Христос çуралнин чиркĕвĕнче праçник кĕллисен йĕркисене çирĕп пăхăнса ирттернипе пĕр вăхăтрах Турă çурчĕн территорине хăтлă та тирпейлĕ тăвассишĕн - кĕлле çÿрекен çынсен кăмăлне тивĕçтермелли условисем туса парассишĕн кашни çул нумай ĕç туса ирттереççĕ. Чиркÿ настоятелĕ Анатолий протоиерей тăрăшнипе чиркĕве кĕмелли тĕп тата ытти алăксем йĕри-таврашне колоннăсем, 11 таранах, вырнаçтарма вăй çитернĕ. Çутă шăвăçран тунă малтанхи куполсене ылтăн тĕспе çиçекеннисемпе улăштарнă. Эстетика тĕлĕшĕпе хаклас пулсан та, кунта кашни япалана лайăх ăнланса тата пĕлсе туни куç умĕнче - пысăк хуласенчи чиркÿрисенчен нихăш енĕпе те кая мар. Çĕрлехи вăхăтра чиркĕве мĕнпур енчен çуталмалла тунă. Хире-хирĕçле тата виçĕ прожектор вырнаçтарнă хыççăн чиркÿ тăрринчи ылтăн тĕслĕ куполсем халĕ тата çутăрах, вăй! выляса çуталнăн, хăватлă хĕрес яла инкек-синкекрен, усал-тĕселтен шанчăклăн сыхласа тăнăн туйăнать.

Шăрăхран, çил вĕрнинчен хÿтĕленекен канмалли хÿшше, акă, йывăçран касса тунă чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Вăрăм кĕлĕ вăхăтĕнче ура çинче нумай тăма тивнĕрен хăйсем ывăннине туйнă ватăсемпе ача-пăча унти вăрăм сак çине ларса канма пултараççĕ, кирлĕ чухне  сĕтел хушшине ларса чĕре сÿри тăваççĕ. Апатланмалли /трапезная/, просфор пĕçерекен çуртсене çĕнĕрен тунă. Усă курма куллен кирлĕ ытти объектсенчи вырăнсем те питех меллĕ. Чиркÿ картишĕнчех - пусă. Ăна та тирпейлĕ тытса тăраççĕ: тăррине илемлĕ витнĕ, пусăри шыв вараланасран асăрханса ăна виткĕчпе хупланă. Территорири кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе пĕлсе усă кураççĕ. Çуллахи вăхăтра чиркÿ чи илемлĕ чечексен ăшне путнăн курăнать. Курнавăш ялĕн тĕп урамĕнчи асфальтлă çул енчен сăнасан,  пушшех, çакна лайăх асăрхатăн.  Кунта тĕрлĕ пахчаçимĕç çитĕнтерме те ÿркенмеççĕ. Турă çурчĕ йĕри-тавра çĕнĕ тăпра хурса симĕс, кăвак чăрăшсен хунавĕсене, газон курăкне те лартса-акса хăварнă. Вĕсем ешерме тытăнсан кунта тата мĕнле илемлĕ пулмалла!     

...Строительсем чиркÿре кăçал та çу каçипех вăй хучĕç. Мал тата урам енĕсене эрешлесе тунă карта тытса çавăрчĕç, хальхи йышши плитасенчен тротуар сарчĕç - вĕсем питех те килĕшÿллĕ пулса тухнă. Чиркÿ пуян, унта сумлă иконăсем нумай, служба ирттермелли хатĕрсем çителĕклĕ пулин те мĕн тунипе анчах лăпланса ларма хăнăхман Анатолий атте çĕнĕлĕхсене алла илессине малти вырăна хурать. Районти пысăк ялсенчи чиркÿсен настоятелĕсен Курнавăшри ырă тĕслĕхе ăса хывмалăх пур. Анлă тавракурăмлă пачăшкă сăваплă вырăнсене час-часах тухса çÿрет. Сăмах май, вăл иртнĕ уйăхра анчах Чăваш Ен тата Шупашкар епархийĕн Митрополичĕ Варнава Владыка ертсе пынă ушкăнпа Иерусалим çĕршывĕнче пулса курчĕ.

Çулçÿревре пулнă чухне хăй куçĕпе курнине, ăса илнине вырăнта ĕçе кĕртме тăрăшать. Кăçал чиркĕве шал енчен çĕнетсе улăштарассипе те мĕн чухлĕ вăй хунă! Турă çурчĕн малти пайĕ халĕ веçех урăхла. Почаевăри Турă Амăшĕн иконине, лампадкăсемпе çурта вырăнĕсене çĕнĕрен тунă. Ÿтсĕр, куçа курăнман ангелсемпе архангелсен икон-фрескисене стена, мачча çине вырнаçтарасси мĕн тери кăткăс та хаклă ĕç пулни  каламасăрах паллă. Çак пысăк ĕçе Чăваш Республикинчи паллă художниксем, Анатолий аттен çывăх юлташĕсем - Василий Васильев /Çуткÿл/ тата Борис Григорьев /Комсомольски районĕ/ хăйсен чун-чĕри хистевĕпе, чиркÿ настоятельне мĕн тери хисепленине палăртса ăна  пĕр тенкĕ укçа илмесĕр туса панă.

Кунта пулса курнисем чиркĕве пырса кĕрсен сылтăм енче Турă Амăшĕн тупăкĕ - кивочĕ вырнаçнине, паллах,  асăрханă. Анчах ăна районти урăх нихăш чиркÿре те çакăн пек курăнмалла кăтартман.

Анатолий /Емельянов/ протоиерей чиркÿри пысăк юсав ĕçĕсене меценатсем пулăшнипе ăнăçлă йĕркелесе пырать. Строительство материалĕсем турттарассине, бригадăсем йĕркелессине проектпа смета документацийĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлать.

- Турă умĕнчи пархатарлă ĕçре район администрацийĕн, спонсорсен, ертÿçĕсен тÿпи пысăк, - терĕ чиркÿ настоятелĕ. - Паллах, прихут çыннисен тĕрлĕ енлĕ пулăшăвне те палăртмалла.

Чиркĕве тирпей-илем кĕртме, пысăк ĕçсене пурнăçлама хутшăнакан кашни çынна, уйрăмах пысăк укçа-тенкĕпе, строительство материалĕсемпе тивĕçтернĕ спонсорсене ятран палăртса тав турĕ. Вĕсем: Леонид Григорьев, Юрий Титов, Герман Александров, Алексей Ласточкин, Александр Филиппов, Юрий Смирнов, Шупашкарти Яковлевсен çемйи, Шупашкарта тата Мускавра пурăнакан пĕртăван Леонтьевсем - Валентина, Владимир тата Любомир, Валентина Васильева, Вăрнарти Николай Петров...

Кашни кунхи ĕçре прихут çыннисен тĕрлĕ енлĕ пулăшăвĕсĕр те май çук. Виктор Степанов  пачăшкăна алтарьте пулăшать, юрлама хутшăнать, Геннадий Светопольскипе иккĕшĕ чиркÿ чанне те çапаççĕ. Кассир-бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Мартышкина чиркÿ кĕллисенче юрлама хутшăнать, вăл ачасен вырсарни шкулне йĕркелесе ертсе пыма та вăхăт тупать. Феоктиста Веселина, Нина Кудряшова, Зоя Петрова, Минадора Крысова, Ольга Фомина, Галина Маркова, Мария Яковлева, Минадора Никитина, Валентина Мясникова, Мария Манаскина, Марина Корнилова, Елена Синицина, Матрена Смирнова, Екатерина Мартышкина, Алексейпе Владимир Мартышкинсем тата ыттисем те çак сăваплă ĕçре хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хываççĕ.

...Курнавăш чиркĕвне вырсарникунсенче, аслă праçникре халăх лăках тулать, кунта ытти прихут çыннисем те нумаййăн килеççĕ. Вĕсене пачăшкăн пĕр тикĕс уçă сасси, кĕлĕ сăмахĕсене чуна тивмелле, пурне те ăнланмалла калани килĕшет.

 Турă ăс-тăн панипе çак çул çине тăнă Анатолий /Емельянов/ атте малтан 12 çул Тăвай районĕнчи Тушкил ялĕнчи чиркÿре ĕçленĕ. Çак тапхăрта вăл кунта та нумай çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртнĕ, хастар пулнипе палăрса тăнă.

...Раççей çĕршывĕнче  мĕн ĕлĕкрен православи тĕнне хытă ĕненнĕ. Малтанхи вăхăтрипе танлаштарсан, халĕ пире чиркĕве çÿреме никам та чармасть, чĕрере ĕненÿ анчах кирлĕ. Чиркÿ кĕллисем вара пурнăçра тĕл пулакан йывăрлăхсене сирсе çăмăллăх кÿнине курса-туйса тăратпăр...

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика