12 ноября 2016 г.
Кĕркуннен юлашки уйăхĕ тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет кăçал. Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнчех тавралăх шап-шурă юрпа витĕнчĕ. Тахăш самантра тем хулăнăш лартса хучĕ. Унтан çумăр çурĕ. Çанталăк улшăнса тăрать: е сивĕтет, е ăшăтса ярать. Çавна май утма çулсем пăрпа витĕнеççĕ. Кун пек чухне шуса ÿксе аманас хăрушлăх пысăк.
Чылай чухне алă - чавсапа пÿрне таран - ытларах сиенленет. Ахальтен мар, паллах. Ÿкнĕ самантра шутламасăрах ăна малалла тăсатпăр вĕт - пĕтĕм кĕлеткепе ун çине тĕршĕнетпĕр. Аяк çине ăнăçсăр çаврăнса çапăннă чухне хул шăммине амантма пулать. Ура çине ÿксен унăн туни сиенленнĕ тĕслĕх сахал мар. Хĕрарăмсене çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çÿрени çакăн патне илсе пырать. Аслă ăру çыннисем - çурăм, пĕçĕ шăммисене амантаççĕ. Пĕçĕ шăммин вĕçне хуçни уйрăмах хăрушă. Çакнашкал инкеке лекнисен йышĕнче ытларах хĕрарăмсем.
Паянхи саманара çанталăк мĕнле пулассине радиопа е телевизорпа анчах мар, Интернета кĕрсе паллашма пулать. Çулсем пăрлак пуласси пирки пĕлтернине илтсен е вуласан шутарман атă-пушмак тăхăнмалла. Каучук е резинăран хатĕрленĕ картлă-картлă тĕпли, лутра кĕлелли меллĕрех тата шанчăклăрах. Шуса ÿкесрен ятарлă хатĕрсемпе усă курма юрать: атă тĕпне поролон, лейкопластырь, изолента çыпăçтармалла. Ăна наждак хучĕпе сăтăрма та сĕнеççĕ.
Çăмăл тум - куртка, пуховик - тăхăнмалла. Мĕншĕн тесен йывăррипе кÿлепене тÿрĕ тытма кансĕр.
Васкамасăр, асăрханса, ура айне тимлĕн сăнаса утăр, кĕле çине кăна мар, атă-пушмак тĕпĕ çине пусăр. Алла кĕсьене чикмелле мар, саркаланса пымалла. Тĕрев пур тăк унран тытăр. Тротуарăн якалса çитмен хĕррипе çÿрени сиенсĕррине шута илĕр. Юртан тасатман тата çутатса тăман пăралуккасенчен пăрăнса иртĕр.
Ура шуса кайрĕ тĕк тÿрех ларăр, ÿкнĕ чухне кĕлеткене пĕр çĕре пуçтарса çаврăнса каймалла тусан çапăну вăйсăртарах пулать.
Аслă ăру çыннисен кун пек чухне тухса çÿреме тăхтамалла, апат-çимĕç туянса памашкăн ачасенчен е кÿршĕсенчен ыйтмалла. Апла тума май килмесен алла шĕвĕр вĕçлĕ туя тытăр.
Çул-йĕр инкекĕ – чи йывăрри. Çул урлă каçнă чухне йĕркене пăхăнăр, ачăрсене те çавнах вĕрентĕр.
Енчен те инкеке сиреймерĕр, ÿкрĕрех пулсан чиксе ыратнине е пуç çаврăннине туйсан «Васкавлă пулăшу» чĕнсе илмешкĕн иртен-çÿренрен ыйтăр. Медицина пулăшăвне çийĕнчех илни сиплев тапхăрне кĕскетет.
Асăрхануллă та тимлĕ пулсан пăрлак çул çинчи инкекрен пăрăнса иртетĕрех. Сывлăхăра упрăр.
Владимир ПЕТРОВ,
районти тĕп больницăри хирург.