12 ноября 2016 г.
Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Алина Можаева медицина сестрине ачасем юратаççĕ. Пуринпе те ăшпиллĕн пуплет вăл. Кашни ачана ятран пĕлет.
Алина Владимировна сывлăха упрас, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшма вĕрентес тесе тăтăшах калаçусем, сывлăх урокĕсем ирттерет. Шкул ачисем гриппа е ытти чирпе ан чирлеччĕр тесе вăхăтра прививкăсем тăвать.
Алина Владимировнăн сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнчи стажĕ - 17 çул. Канашри медучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăнах Шупашкарти больницăра тăрăшнă. Унтан районти çар комиссариатĕнче вăй хунă. Шкулта ĕçлеме пуçăнни те 5 çул иртнĕ.
Шкулти медицина пÿлĕмĕ хăтлă та çутă. Стенасем çинче тĕрлĕрен стендсем. Юмахсенчи сăнарсене медработник хăех ÿкернĕ. Шурă халатлă ĕçчен ял çинче ăста алăллă пулнипе те палăрать.
В.КИРИЛЛОВА сăнÿкерчĕкĕнче: А.Можаева медсестра йышăнăва килнĕ хĕрачан сывлăхне тĕрĕслет.