Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçсене тимлĕх яланах кирлĕ

12 ноября 2016 г.

Районти тĕп больницăра, республикăри  ытти медицина организацийĕсенчи пекех, чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен  çак паллă куна халалласа уçă алăксен кунĕ иртет. Ăна  суккăрлатма пултаракан куç чирĕсене  маларах асăрхас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çавна май кашни çыннăн çулталăкра пĕрререн кая мар офтальмолог  патĕнче пулмалла.  Çак уйăхра эсир хăвăра интереслентерекен ыйтусене Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп офтальмолог специалистне Дмитрий Арсютова ВКонтакте сетьре те пама пултаратăр /https://vk.com/priemnayoftalmologa/.

Юлашки çулсенче анлă сарăлакан глаукома чирĕ пирки   чарăнса тăрасшăн.

Глаукома - куç органĕсен вăраха кайнă чирĕ. Куç пусăмĕ ÿссе кайнă пирки куç тĕпĕнчи çутта туйăмлă клеткăсенче, курăм нервинче куç шывĕн куçăмĕ йĕркерен тухнипе палăрса тăрать. Çавна май куç шăрçи сиенленсе симĕсленет, чарăлать, куçмасть. Çавăнпа та чире тата «симĕс шыв» е «симĕс катаракта» ят панă.

Глаукомăпа ытларах ватă ÿсĕмри çынсем, хăш-пĕр чухне тин çуралнă ача та чирлеме пултарать. Вăл суккăрлатса хăваракан чирсем хушшинче пĕрремĕш вырăнта тăрать. Малтанхи тапхăр çын ватăлнăçемĕн пулакан куçри улшăнусемпе çыхăннă, иккĕмĕш тапхăрĕ - куçри шыв çаврăнăшне йĕркелекен куç структурисен ытти чирĕсем кÿнĕ сиенрен пуçланать. Глаукома ытларах чухне йăхран йăха куçса, çывăх куçлăхран, ватăлнипе, пĕтĕмĕшле чирсенчен /сахăр диабечĕ, артери гипертонийĕ, атеросклероз, мăй остеохондрозĕ/ аталану илет. Çак чир нумай чухне юлашки тапхăрта, куç япăх курма пуçласан çеç çыншăн паллă пулать. Вăл икĕ куçа та сиенлет. Чир çыннăн куç пусăмĕ ÿснипе палăрать.

Глаукома чирĕ ÿт-пÿ ывăнса халран кайсан, нерв тытăмĕ хавшасан, эмел таврашĕпе куç шăрçине пысăклатнă хыççăн, нумай вăхăт хушши тĕттĕмре пулсан, пуçа пĕшкĕртсе ĕçлесен, организма кирлинчен ытларах шыв ĕçсен, хăш чух паллă мар сăлтавран аталанать. Чирлĕ çын куç тата пуç ыратни, куç тĕтреллĕ, кăштах кăвак тĕслĕн хĕрелнине, алăпа тытса пăхсан чул пек хытса тăнине, куç шурри шыçăннă пирки пăтранчăккине, куç шăрçи чарăлса çутта туйманнине сăнама пулать.

Глаукома чирне çийĕнчех палăртса сипленме пултăр тесен куçсене  офтальмолог патĕнче вăхăтра тĕрĕслесе, куç пусăмне виçтерсе тăмалла. Чир тĕсне, сăлтавне, йывăрлăхне кура куçа ямалли шĕвекпе, эмелсемпе, лазерлă тата йăлана кĕнĕ хирурги мелĕсемпе е çак мелсене пурне те пĕрлештерсе сиплеççĕ. Çак сиплев мелĕсен тĕллевĕ - куçсене пач курми пуласран упраса хăварасси.

Асра тытăр, сирĕн куçăрсем кулленех тимлĕх ыйтаççĕ.

А.ЯСТРЕБОВА,
районти тĕп больницăри офтальмолог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика