09 ноября 2016 г.
Кану кунĕсене шутламасăр, сехет çинчи вăхăта пăхмасăр яваплă ĕçре - ялхуçалăх производствинче тăрăшакансен палăртнă уяв кунĕ çук. Уй-хирти мĕнпур ĕçе вĕçленĕ хыççăн çĕр ĕçченне чысласси вара - ĕлĕкрен пыракан çирĕп йăла. Район шайĕнчи çак сумлă уява хальхинче чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă турĕç.
Елчĕксем тăрăшуллă пулнине çак çулсенче республикăра пурăнакансем те лайăх пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен районти тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансем яланах хăйсен умне илнĕ тĕллевĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме пултарнипе палăрса тăраççĕ, кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă кураççĕ. Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, тĕш тырă культурисене чи пысăк лаптăкра çитĕнтерекенсем те - Елчĕксем. Районти уй-хир ĕçченĕсем ăна кăçал 21510 гектар çинче çитĕнтерме тата тăкаксăр пухса кĕртме пултарнă. Экономика кăтартăвĕсене ÿстерсе пынине тата ĕçе тухăçлă йĕркелесе пыма пĕлнине шута илсе хаклакан номинацире /кăнтăр зона тăрăх/ эпир виççĕмĕш çул! пĕрремĕш вырăн йышăнатпăр. Савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур. «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕн республика умĕнчи ят-сумĕ те çулсерен ÿссе пырать.
Ытарайми çĕр-аннемĕр ырлăх-пурлăхĕпе кăçал ытларах та савăнтарчĕ. Районти уй-хирсенчен пурĕ 60642 тонна, 2011-2015 çулсенчи тапхăрпа танлаштарсан, 45,2 процент ытларах таса тырă алла илнĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç - 28,2 центнер. Çавна май фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма та тыр-пула çителĕклĕ таран уйăраççĕ, вĕсене хĕл кунĕсенче тăрантарма ытти апата та ытлашшипех хатĕрлесе хăварнă.
...Ĕç ăнса пыни, пушшех, ял çыннин чун-чĕрине хавхалану кÿрет, уявра хаваслăрах, савăк кăмăл-туйăмлă пулма хистет. Савăнăçлă лару-тăрура иртекен мероприятие хутшăнма кăмăл тунă хăнасем - Чăваш Республикинчи вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, вĕсемпе пĕрле, паллах, район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем - Петр Скворцовпа Николай Миллин тата ытти официаллă çынсем тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче тата продукцие тирпейлекен предприятисенче тăрăшакансене, агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕç, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннине палăртрĕç. Савăнăçлă самант яланхи пекех çĕр ĕçченĕн гимнне - «Алран кайми аки-сухи...» юрра шăрантарнинчен пуçланчĕ.
Агропромышленность комплексĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсем тата малашлăх тĕллевсем çинчен район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Малтан ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тăрăшакансене, ĕç ветеранĕсемпе хăнасене пысăк уяв ячĕпе саламларĕ, черетлĕ ялхуçалăх çулталăкĕнче чи пысăк кăтартусене çывхартнă ялхуçалăх организацийĕсемпе уйрăм çынсене ятран палăртса тав турĕ. Курнавăшри Юрий Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче 1 гектар пуçне шутласан - 39,6, «Рассвет» ЯХПКра - 38,6, «АСК-Яльчики» ОООра - 38,0, «Прогресс» АХОра - 37,0 «Сатурн» ЯХПКра - 34,7, «Победа» ОООра - 33,2, «Комбайн» ЯХПКра 31,7 центнер тĕш тырă алла илме пултарни - пысăк çитĕнÿ. Çĕрулми çитĕнтерес ĕçре пысăк ăсталăх пухнă «АСК-Яльчики» ОООра «иккĕмĕш çăкăра» 1 гектартан 287,9 центнер, «Нива» агрофирма» ОООра 230 центнер пухса кĕртнĕ.
Отчетлă тапхăрта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пĕтĕм категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултăра выльăхсен, сыснасен хисепĕ, çакна кура вĕсен продуктивлăхĕ те ÿснĕ. Пурĕ 25497,1 тонна сĕт, 2367,1 тонна аш-какай туса илнĕ.
9 уйăхра ялхуçалăх продукцийĕсене сутнинчен 102 миллион та 363 пин тенкĕлĕх усă пулнă. Таса тупăшăн ытларах пайĕ «Комбайн» ЯХПКна, «Победа» ОООна, «Рассвет» ЯХПКна, «Прогресс» АХОна тивĕçет.
Ялхуçалăх производствине аталантарассинче, чăннипе, пысăк тÿпе хывакан ĕçченсем ят-сума тивĕçлĕ. Вĕсем: Александр Можаев механизатор /«Прогресс» АХО/, Валентина Мисякова ĕне сăвакан оператор /Ленин ячĕллĕ ЯХПК/, Николай Егоров комбайнер /«Яманчурино» ООО/, Павел Иванов комбайнер /«Сатурн» ЯХПК/, Геннадий Алексеев механизатор /«Рассвет» ЯХПК/, Геннадий Катмаков сысна самăртакан оператор /«Комбайн» ЯХПК/, Оксана Николаева ĕне сăвакан оператор /«Победа» ООО/, Валерий Николаев механизатор /«Нива» агрофирма» ООО/, Юрий Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхĕ тата ыт.те. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртессине малти вырăна хуракан ертÿçĕсен ячĕсене те палăртмасăр иртеймĕн. Валерий Падуев /Ленин ячĕллĕ ЯХПК/, Гурий Федоров /«Комбайн» ЯХПК/, Валерий Германов /«Труд» ЯХПК/, Юрий Лапшин /«Эмметево» ООО/, Вячеслав Кузнецов /«Урожай» ООО/ ялхуçалăх тĕллевлĕ объектсене хальхи вăхăтри условисенче ĕçлемелле туса хатĕрлессипе юлашки вăхăтра уйрăмах нумай ĕç туса ирттернĕ.
Уявра производствăра малта пыракансене чысласси тĕп вырăнта пулчĕ. «Нива» агрофирма» ОООри Юрий Салмин тĕп агроном «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята тивĕçрĕ. «Рассвет» ЯХПК председательне Юрий Мясникова, «Сатурн» ЯХПКри тĕп инженера Геннадий Викентьева, «Яманчурино» ОООри Валентина Волкова бухгалтера, «Эмметево» ООО директорне Юрий Лапшина, «Яманчурино» ООО директорне Владимир Рахмуллина, Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхне Василиса Сапожниковăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне, хресчен /фермер/ хуçалăхĕн пуçлăхне Юрий Цветкова, «Сатурн» ЯХПК механизаторне Владимир Квасова Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, «Яманчурино» ОООри Светлана Волкова ĕне сăвакан оператора, Агрохимцентрăн ертсе пыракан агрохимикне Сергей Волкова, Федор Шадриков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче механизатор пулса вăй хуракан Андрей Воробьева, «Эмметево» ОООри Рена Дмитриева экономиста, Венарий Захаров водителе, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри Надежда Катина склад заведующине, «Труд» ЯХПКри Евгений Козлов тата Владислав Козлов механизаторсене, «АСК-Яльчики» ОООри Петр Яшин водителе, «Энтепе» ОООри Валентина Михайлова дояркăна, Александр Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи Александр Романов механизатора Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, А.Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи Николай Салмин, «Яманчурино» ОООри Леонид Усанов, А.Севриков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи Анатолий Ласточкин механизаторсене «Единая Россия» партин Тав çырăвĕсене, хастар ĕçченсен тепĕр ушкăнне Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотисене парса чыс турĕç, ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем тата уйрăм çынсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртăва пĕтĕмлетсе мала тухнисене палăртрĕç.
...Уяв хăçан пуласса малтанах пĕлсе тăнă район çыннисем ялхуçалăх таварĕсемпе сутă тăвакан пасарта тул çутăлнă-çутăлманах хĕвĕшме тытăнчĕç. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем туянакансене темĕн тĕрлĕ продукци сĕнчĕç.
Çĕр ĕçченне халалланă уяв концертне районти пултарулăх ушкăнĕсем кăтартрĕç. Вăл пурне те килĕшрĕ.
Светлана АРХИПОВА.
Сăнÿкерчĕкре: «Рассвет» ЯХПКна - куçса çÿрекен ялав.