09 ноября 2016 г.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн обществăлла ĕçре палăрнăшăн, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн, ялхуçалăх производствинчи пархатарлă ĕçшĕн уйрăм çынсене район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă:
Алина Геннадьевна СМИРНОВĂНА, Елчĕк район администрацийĕн муниципалитет суту-илĕвĕн сектор заведующине.
Борис Аркадьевич ДУТКИНА, «АСК-Яльчики» сахал яваплă юлташлăхри хуралçăна.
Андрей Леонидович СМИРНОВА, «Прогресс» акционерсен хупă обществинчи водителе.
Элфинэ Фаритовна ВАЛИЕВĂНА, «Энтепе» сахал яваплă юлташлăхри дояркăна.
Милауша Рефкатовна ГАФИЯТУЛЛИНĂНА, «Энтепе» сахал яваплă юлташлăхри дояркăна.
Ираида Ивановна КУДРЯШОВĂНА, «Нива» агрофирма» сахал яваплă юлташлăхри повара.
Татьяна Владимировна ПЕЧКОВĂНА, Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнчи дояркăна.
Лариса Алексеевна УБАСЕВĂНА, «Канашский» ăратлă чăх-чĕп завочĕ» акционерсен обществин Елчĕкри уйрăмĕн операторне.
Елена Витальевна ЦВЕТКОВĂНА, Е.В.Цветкова хресчен ?фермер/ хуçалăхĕн ертÿçине.