09 ноября 2016 г.
Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕн полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçленĕ май çак должноç валли кандидатура суйласа иличчен республикăра Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйăн функцийĕсене ЧР Çын прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйне шанса пама йышăннă.
Регионсене федераци саккунĕпе çакнашкал право панă. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕ Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйăн функцийĕсене Çын прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăя шанса парасси çинчен калакан саккуна йышăннă. Çакă ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйăн институчĕн право никĕсне улăштармасть, çак должноçа упраса хăварать.
Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй функцийĕсене пурнăçланă чухне Çын прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй «Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ çинчен» саккуна тĕпе хурать. Республикăн патшалăх должноçĕсен ЧР Президенчĕн 2006 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăларнă 73-мĕш указĕпе çирĕплетнĕ пĕрлехи переченĕнче «Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ» патшалăх должноçĕ упранса юлать.
Çав вăхăтрах республика парламенчĕ Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйăн йĕркелÿпе техника ĕç-хĕлне тивĕçтерекен аппаратне пĕтерме йышăннă, анчах бюджет тăкакĕсене чакарнă чухне ку Чăваш Енри ачасен прависемпе саккунлă интересĕсене патшалăх енчен хÿтĕлессин тĕп гарантийĕсене тивĕçтерессине витĕм кÿмĕ.
ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйăн институчĕ патшалăх ачасен прависене хÿтĕлемелли тытăмĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ сыпăкĕ пулса юлĕ. Право хÿтĕлевĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ институтне упраса хăварни республикăри ачасен хÿтлĕхĕн гарантийĕсене тивĕçтерме май парĕ.