02 ноября 2016 г.
Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче пулса иртнĕ ялхуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри сумлă уявĕнче Елчĕк районĕнчи аграрисен ĕçне тивĕçлипе хаклани унта хутшăннисен чун-чĕрине мăнаçлăх кÿчĕ.
Урăхла пулма та пултараймĕ. Мĕншĕн тесен çанталăк условийĕсене пăхмасăр уй-хиртен кашни çул тухăçлă тыр-пул пухса кĕртекен, выльăх-чĕрлĕхрен паха продукци туса илекен пирĕн районти çĕр ĕçченĕсем - кăçал та чи малтисем. Елчĕксем производствăпа экономика кăтартăвĕсене ÿстернĕшĕн тата ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн кăнтăр зона тăрăх виççĕмĕш çул! пĕрремĕш вырăн йышăнаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял çыннине пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунă, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пысăк сцена çине I степень Диплома тухса илме тивĕçлĕ пулнă.
Елчĕксем тăрăшуллă пулнине республика пĕлет. Ялхуçалăх производство кооперативĕсем хушшинчи ăмăртура та пирĕн районти ялхуçалăх предприятийĕ çĕнтернĕ. Гурий Федоров ертсе пыракан «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕ те «Ялхуçалăх производствинчи ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн» номинацире кăçалхипе виççĕмĕш хут! малти вырăна тухма пултарнă. Сăмах май, «Комбайн» ЯХПК председателĕ уяв кунĕ - ирхи кÿлĕм Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялхуçалăх организацийĕсемпе продукци тирпейлекен промышленноç предприятийĕсен ертÿçисемпе ирттернĕ «çавра сĕтеле» хутшăннă. Унта республикăри ялхуçалăхĕн аталанăвĕ, патшалăх пулăшăвĕпе усă курасси, производство хăвачĕсене ÿстересси, ялхуçалăх таварĕ туса кăларакансен умĕнчи йывăрлăхсем, ыйтусене татса памалли майсем пирки сÿтсе явнă.
Чыслав саманчĕ çакăнпа анчах вĕçленмен. «Слава картофелю» агрофирма» ОООн пирĕн районти предприятийĕн - «АСК-Яльчики» ОООн ĕç тăвакан директорне Юрий Галкина тата «Труд» ялхуçалăх производство кооперативĕн председательне Валерий Германова ялхуçалăх производствинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн савăнăçлă лару-тăрура «Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс тунă.
Светлана АРХИПОВА.