Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсене пĕрлештерет

02 ноября 2016 г.

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Раççейре Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тăваççĕ. Çĕнĕрен пĕрремĕш хут уява 2005 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче палăртма пуçланă.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тăвасси 1612 çулхи событисемпе çыхăннă. Çав вăхăтра Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă халăх ополченийĕ Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнă.

Истори енчен пăхсан çак уяв XVII ĕмĕрте Раççейри Пăтăрмахлă вăхăтпа çыхăнать. Пăтăрмахлă вăхăт IV Хаяр Иван патша вилнĕ 1584 çултан пуçласа 1613 çулччен - Романовсен йăхĕнчен пĕрремĕшĕ Раççей престолĕ çине ларнă вăхăтчен тăсăлнă. Рюриксен йăхне чарса лартнă май Мускав патшалăхĕ тарăн кризиса куçнă. Пĕрлĕхлĕ патшалăх саланнă, самозванецсем нумай тупăннă. Пĕтĕм çĕрте çарату, вăрлани, хурахлăх, взятка илесси хуçаланнă. Эрех-сăрапа иртĕхесси те вăйланнă. Мускавра влаçра Федор Мстиславский кнеç ертсе пынă «семибоярщина» хуçаланнă - вăл Кремле Польша çарĕсене кĕртнĕ. Унăн тĕллевĕ вырăс тронĕ çине католика - Владислав королевича лартасси пулнă.

Çак йывăр вăхăтра Гермоген патриарх вырăс халăхне православине хÿтĕлеме, Польша захватчикĕсене Мускавран хăваласа кăларма чĕнсе каланă. Ăна çынсем ăнланнă, Раççейре патриотла туйăм анлăн сарăлнă. Пĕрремĕш халăх /земство/ ополченине Рязань воеводи Прокопий Ляпунов ертсе пынă. Анчах вăл дворянинсемпе казаксем хушшинчи хирĕçÿре воеводăна вĕлернипе саланнă. 1611 çулхи мартăн 19-мĕшĕнче пуçланнă пăлхав та ăнăçсăр вĕçленнĕ.

1611 çулхи сентябрь уйăхĕнче Чулхулари земство старости Кузьма Минин хулара пурăнакансене Мускава хăтарма халăх ополченине йĕркелеме чĕннĕ. Халăх укçа-тенкĕ пуçтарма пуçланă.

Минин сĕннипе тĕп воевода пулма Новгород кнеçне Дмитрий Пожарскине чĕннĕ. Çапах та вăл тÿрех чĕнĕве йышăнман - ополчени хыснипе усă курассинче пулăшакан çынна суйлама сĕннĕ. Хула халăхĕ Минина шаннă.

Пожарскипе Мининăн вăл вăхăтри пысăк çарне 10 пин ытла çын, 3 пине яхăн казак, пин ытла стрелец, нумай хресчен кĕнĕ.

Вырăссен çĕрне ют çĕршыв захватчикĕсенчен тасатма Раççей йышне кĕрекен пĕтĕм халăх тата сословисен представителĕсем хутшăннă. Турă Амăшĕн Хусанти Турăшĕпе Чулхула земство ополченийĕ 1612 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче штурмпа Китай-хулана илнĕ, поляксене Мускавран хÿтерсе кăларнă.

1613 çулхи февраль уйăхĕн вĕçĕнче çĕршывăн пĕтĕм сословисен - дворянинсен, боярсен, тĕн çыннисен, казаксен, стрелецсен, хресченсен, вырăс хулисен делегачĕсен - представителĕсенчен йĕркеленĕ Земство соборĕ çĕнĕ патша пулма Михаил Романова /Филарет митрополит ывăлĕ/ суйланă. Земство соборĕ Пăтăрмахлă вăхăта пĕтернĕ, православи мухтавлăхне, наци пĕрлĕхне çирĕплетнĕ.

1645-1676 çулсенче патшара ларнă Алексей Михайлович ноябрĕн 4-мĕшне уяв тесе пĕлтернĕ, ăна 1917 çулччен паллă тунă.

Халăх пĕрлĕхĕн кунне 2005 çулта çĕнĕрен уявлама пуçларăмăр. Çак кун çĕршывра мероприятисем - концертсем, демонстрацисемпе митингсем, ыркăмăллăх акцисем - иртеççĕ. Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Кремльти Пысăк залра çĕршыв аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнакан çынсене чыслаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика