Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар службине - контрактпа

02 ноября 2016 г.

Хальхи вăхăтра çар службине контрактпа каясси - хисеплĕ, усăллă, витĕмлĕ, çав вăхăтра ыранхи куншăн шанчăклă та.

Çар службине контрактпа каясси çинчен çынсене çар службине контракт мелĕпе суйласа илекен пункт начальникĕпе П.Васюковпа калаçу пуçăртăмăр.

- Павел Григорьевич, çар службине контрактпа камсем кайма пултараççĕ?

- 18-40 çулсенчи, 9 класран кая мар вĕреннĕ, медицина комиссийĕ çара кайма тивĕç тесе палăртнă, лайăх, çирĕп аталаннă, Шалти ĕçсен министерствин пайĕ лайăх характеристика панă, професси енчен хатĕрленнĕ /маларах çар службинче призывпа е контрактпа пулнă, аслă пĕлÿ илнĕ/ çынсем контрактпа çар ретне тăма пултараççĕ.

- Эппин, аслă пĕлÿ илнĕ çынсен çар службине призывпа кăна мар, контрактпа тăма та май пур?

- Паллах.

- Çар ретне контрактпа тăнисем мĕнле уйрăмлăхсемпе усă кураççĕ?

- Вĕсем нумай. Тĕп уйрăмлăхсене çеç аса илĕпĕр:

- çар служащийĕсен чи пĕчĕк должноçĕнче контрактпа службăра тăракансем уйăхсерен 20 пин тенкĕрен кая мар укçа илеççĕ;

- вĕсене службăра тăнă вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕр уйăраççĕ е ăна арендăна илнĕшĕн компенсаци тÿлеççĕ;

- контрактпа 6 çул çар службинче тăнă хыççăн пухăнса пыракан ипотека тытăмĕпе усă курса уйрăм çурт е хваттер туянма пултараççĕ;

- çар медицина учрежденийĕсенче тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ илеççĕ, реабилитаци, çулсерен диспансеризаци витĕр тÿлевсĕр тухаççĕ;

- апат-çимĕçпе, паексемпе тивĕçтереççĕ;

- çар формипе, обмундированипе тивĕçтереççĕ;

- обязательнăй патшалăх страхованийĕ;

- тÿлевсĕр аслă пĕлÿ илме май пур тата ытти те.

- Контрактпа çар службине хăш регионсене яраççĕ?

- Кандидатсем çар службин вырăнне хăйсем суйласа илеççĕ. Вĕсене çар чаçĕнчи вакансисене кура тивĕçлĕ должноçа суйласа илме пулăшаççĕ.

- Контрактпа çар службине каяс кăмăллă çынсен кам патне пымалла?

- Регистрациленнĕ вырăнти çар комиссариачĕн пайне е пирĕн пата - çар службине контракт мелĕпе суйласа илекен пункта каймалла, заявлени çырмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика