Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕр сĕткенĕ хăват парать

02 ноября 2016 г.

Тăван çĕр сĕткенĕ хăват парать

«Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕнчи  Михаил Петров механизатор професси уявне ĕçри çитĕнÿсемпе, ырă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет.

Авăн уйăхĕ йĕпе-сапаллă пулнине кура уй-хирти ĕçсене пурнăçлама чăрмавлă пулчĕ. Уяртнă кунсенче вара хуçалăх хирĕнче самантлăха та ĕç шавĕ чакмарĕ. Вăхăт тĕттĕм енне сулăннă пулсан та вăл пĕр тикĕссĕн ĕçлекен ХТЗ-150К  тракторне праснаран кăларма васкамарĕ. «Пикеннĕ ĕçе вĕçлемеллех, ыран тата темле çанталăк пулĕ», - вĕлтлетрĕ пуçра шухăш.

Çĕр пире тăрантаракан пулнине Михаил мĕн ачаранах лайăх ăнланать, çак шухăш унăн чун-чĕрине кĕрсе вырнаçнă. Ашшĕ, Василий Гурьевич  та, механизатор пулнă. Ун çумĕнче пулса мĕн пĕчĕкрен техникăна юратса ÿснĕскере, салтака кайичченех МТЗ йышши трактор шанса панă. Кивĕ пулин те, çамрăк унпа темĕн тĕрлĕ ĕç тума та ĕлкĕрнĕ. Хĕсметрен таврăнсан та Михаил тăван колхозах çул тытнă. Хальхинче ăна çĕнĕ трактор тивĕçнĕ.

 Вăл туман е тума пултарайман ĕç пур-ши? Иртнĕ çулсенче çĕрулми, чĕкĕнтĕр, кишĕр, куккурус, севок, сухан туса илесси те унăн алли витĕр тухнă. Ашшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн хăйĕн яваплăхне тата ытларах туйрĕ пулинех. Вăл ашшĕ çÿретнĕ Т-70 тракторпа ĕçлеме те ÿркенмерĕ.

Михаил Петров хăйне шанса панă техникăна яланах тухăçлă ĕçлеттерет. Ялхуçалăх предприятийĕнче тымарçимĕçе сахалрах лаптăкра туса илме тытăнсан ДТ тракторпа  ĕçлерĕ. Тыр-пул акассипе сарăлнă районти ăмăртура  та малти вырăна тухма пултарчĕ. Районти ĕçпе юрă уявĕнче ăна I степень дипломпа чысларĕç.

Хальхи вăхăтра вăл ХТЗ-150К трактора кăлтăксăр ĕçлеттерет. Çуллахи вăхăтра уйрăмах, ÿркенмен çыннăн пĕр канăç çук. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн «уй-хир карапĕн» штурвалне те алран ямасть вăл. Малтанхи вăхăтра «Нива», халĕ «АГРОС-530» йышши комбайнпа тыр-пула алла илессишĕн тимлет. Ертÿçĕсем те: «Михаил Петров  комбайнер пек пуçа усман хастар ĕçтешсем пур чухне аптăрамастпăр, малаллах талпăнатпăр», - теççĕ.

Ĕçне кура - хисепĕ. Кăçал - Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкĕнче унăн сăнÿкерчĕкне районти Хисеп Хăми çине вырнаçтарнă. Маларах вара ăна Раççей Федерацийĕн ялхуçалăх министерствин Тав хутне тата Хисеп грамотине парса чыс тунăччĕ. Ят-сума чăннипе тивĕçлĕ вăл.

Ĕç çынна илем кÿнине асра тытакан Петровсем - чăн-чăн çĕр ĕçченĕн йăхĕнчен, вĕсем ялта трактористсен династине тăсакансем те. Хальхи вăхăтра вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 171 çулпа танлашнă.

Петровсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ÿстереççĕ. Вуннăмĕш класра вĕренекен Максим çуллахи каникул вăхăтĕнче ашшĕпе пĕрле ĕçлет. Данил тăваттăмĕш класра анчах вĕренет пулин те ашшĕпе пиччĕшне курса ĕçчен ача пулса çитĕнет. Даша ача садне çÿрет.

Л.ЕНЕДЕРОВА.
Тăрăм ялĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика