02 ноября 2016 г.
Çанталăк кунсерен сивĕтсе пырать. Пĕвесемпе кÿлĕсем, юханшывсем часах пăрпа витĕнеççĕ. Кĕрхи пăр вара çав тери ултавлă. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулмалла.
Пăр çине кĕрес умĕн мĕн пĕлмелле-ха; 7 см хулăнăшлă пăр пĕр çынна чăтма пултарать. Çакна асра тытмалла: кÿлĕ е пĕве çинчи пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕрпек мар. Сăмахран, çыран хĕрринче, юханшывсем пĕрлешнĕ вырăнта, çăлкуç тапса тăнă çĕрте вăл çÿхе. Юр айĕнчи пăр та шанчăклă мар. Инкек курас мар тесен çÿхе пăр çине кĕмелле мар.
В.РЫБКИН,
район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.