02 ноября 2016 г.
Чÿк, 1
Районти Акатуй кĕрешĕвĕн 10 хут чемпионĕ Николай Федорович ЧЕРНОВ /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 75 çул.
Чÿк, 2
Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, «Ĕçре палăрнăшăн» медале, «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ятсене тивĕçнĕ Порфирий Митрофанович СОМИН /Кармал/ çуралнăранпа - 130 çул.
Чÿк, 4
Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн отличникĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Вера Павловна МОСКОВСКАЯ /Елчĕк/ çуралнăранпа - 65 çул.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Михаил Никитич СКВОРЦОВ /Тăрăм/ çуралнăранпа - 55 çул.
Чÿк, 6
Экономика наукисен кандидачĕ Агафония Петровна КУЗНЕЦОВА /Вырăскасси/ çуралнăранпа - 110 çул.
«Хисеп Палли» ордена, Чăваш Республикин Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Михаил Автономович БАЙМУШКИН /Тăрăм/ çуралнăранпа - 70 çул.
Чÿк, 7
Хусанти учительсен семинаринче вĕреннĕ, патша çарĕнче, Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă, учительте, фельдшерта ĕçленĕ Андрей Трофимович КУЗНЕЦОВ /Акчел/ çуралнăранпа - 130 çул.
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсене, «Ĕçри хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ Геннадий Николаевич ИЗЛИВАНОВ /Кушкă/ çуралнăранпа - 85 çул.
«Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ Алефтина Сергеевна КОНДРАТЬЕВА /Хĕрлĕçыр/ çуралнăранпа - 85 çул.
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав ордена, «Ĕçри хастарлăхшăн», СССР ВДНХн пăхăр медалĕсене, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн, КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ Анатолий Михайлович ЧЕРНОВ /Шăмалак/ çуралнăранпа - 80 çул.
СССР Шалти ĕçсен пайĕн милици отличникĕ, «Пĕр кăлтăксăр службăшăн» медальсене тивĕçнĕ Александр Федорович ИЛЬИН /Тĕмер/ çуралнăранпа - 75 çул.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Раççей Федерацийĕн Энергетика министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Геннадий Кириллович ТЕЛЛИН /Кавал/ çуралнăранпа - 70 çул.
А.Петров /Кушкă/ пухса хатĕрленĕ.