Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршывшăн хăрушă

29 октября 2016 г.

Терроризма хирĕç кĕрешесси Раççей хăрушсăрлăхĕн наци политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Терроризма хирĕç кĕрешессинче патшалăхăн шалти тата тулашри мерăсене палăртмалла.

Патшалăхăн шалти мерăсен йышне çаксем кĕреççĕ:

- терроризмпа кĕрешессинче регионсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси;

- асăннă сферăра пысăк профессиллĕ кадрсем хатĕрлессине тата ятарлă подразделенисем йĕркелессине аталантарасси;

- хĕç-пăшал тата сирпĕнекен хатĕрсем туса кăларассине, вĕсен çаврăнăшне, усă курассине çирĕп тĕрĕслесе тăрасси;

- право сыхлавĕн органĕсене кирлĕ техника хатĕрĕсемпе ытларах тивĕçтересси;

- террористсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерессин çулне пÿлесси.

Пирĕн çĕршыв терроризма хирĕç тăнă чухне ытти ют çĕршывсемпе тачă çыхăну тытасси те паллă вырăнта пулмалла. Кунта уйрăмах çак çул-йĕр тĕп вырăн йышăнмалла:

- пĕр-пĕр патшалăх ытти çĕршывсен территорийĕсенче терактсем тăвассинчен тытăнса тăмалла;

- наци правин положенийĕсемпе килĕшÿллĕн теракт тунă çынсене тытса чармалла та судпа айăпламалла, е вĕсене тавăрса памалла;

- террора хирĕçле саккунсем хатĕрлеме тата йышăнма активлă хутшăнмалла;

- пĕр-пĕрне юридика пулăшăвĕ памалла.

Раççейре терроризма хирĕçлес тĕлĕшпе пĕрлехи тытăм йĕркеленĕ. Вăл малашне те хăйĕн ĕç-хĕлне тивĕçлипе туса пырĕ.

М.ГАЛАЧИЕВА.
/Интернетран/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика