29 октября 2016 г.
«ДПМК «Яльчикское» ОООра ĕçлекенсене ĕç укçипе вăхăтра тивĕçтернине тĕрĕсленĕ май, кунта коллективлă ĕç килĕшĕвĕнче çын прависене пăснине тупса палăртнă.
Акă, коллективлă ĕç килĕшĕвĕнче ĕçлекенĕн должноçне, унăн ĕç тивĕçне палăртакан нормăсене кĕртмен. Çавăн пекех 16 çула çитмен ĕçлекенсене саккунпа килĕшÿллĕн кĕскетнĕ ĕç кунĕ парасси, ĕç укçи тÿлемелли кунсене палăртасси те тивĕçлĕ шайра мар. Отпуска та 11 уйăх ĕçлесен çеç параççĕ, çывăх çынна пытарма тÿлевсĕр уйăракан вăхăта та чакарнă.
Ĕçлекен çын ĕç дисциплинине е саккунсене пăссан ĕçпе тивĕçтерекен ăна «социаллă çăмăллăхсемпе» усă курма хăтарасси çинчен те мерăсем кĕртнĕ.
Саккунсемпе килĕшÿллĕн коллективлă ĕç килĕшĕвне прокуратура хирĕçленĕ, ăна çĕнĕрен пăхса тухма хушнă.
К.ЯНДИМИРКИНА,
район прокурорĕн пулăшуçи.