29 октября 2016 г.
Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн прокуратури федераци саккунне улшăнусем кĕнĕ пирки пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тĕлĕшĕпе палăртакан административлă штрафа асăрхаттарнипе улăштарма пулни çинчен ăнлантарса парать.
Апла пулин те административлă йĕркене пăхăнманни пĕрремĕш хут тата вăл çын сывлăхне, тăван тавралăха, культура объекчĕсене сиен тата пурлăх тĕлĕшĕнчен тăкак кÿмен пулсан анчах штрафран хăтăлма пулнине пĕлсе тăмалла.
Çав вăхăтрах тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемен, тĕрĕслекен органсем саккунпа килĕшÿллĕн палăртнă вăхăтра çитменлĕхсене пĕтермен, хутсене суйса çырнă, тĕрĕс мар хавхалантарнă тата ыт. те пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тĕлĕшĕпе административлă штрафа улăштарма май çуккине ăнланмалла.