29 октября 2016 г.
Кăçалхи июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа шыври пуянлăхран саккунсăр майпа тупăш илекенсене асăрхаттарассин яваплăхĕ тата ÿснĕ.
Шывра хăй тĕллĕн çÿрекен транспортпа е ирĕк паман хатĕрсемпе усă курса уйрăммăн сыхлакан çутçанталăк территорийĕсенчи биологи ресурсĕсем вăлча сапнă вăхăтра вĕсене саккунсăр майпа тытса 100 пин тенкĕрен ытла тупăш илнĕшĕн 500 пин тенкĕ таран штрафлама, 2 çул таран юсану ĕçĕсене пурнăçлама е çак вăхăтлăха ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Маларах палăртнă йĕркепе саккунсăр майпа тупăш илесси 250 пин тенкĕрен ытла е çак ĕçе малтан калаçса татăлса ушкăнпа пурнăçланине тупса палăртсан 1 миллион тенкĕ таран штраф хума е 5 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Шупашкарти районсем хушшинчи çутçанталăк сыхлавĕн прокуратури биологи ресурсĕсене саккунсăр майпа тытни çинчен пĕлсен шалти ĕçсен территори органĕсене е федерацин шыв ресурсĕсен агентствин территори управленийĕсене пĕлтерме ыйтать.