Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литература конкурсĕ

29 октября 2016 г.

Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви, Раççейри çарпа истори обществи, Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерстви, Раççей Федерацийĕн Культура министерстви, Раççей патшалăх библиотеки тата «Вăрттăнлăх мар» издательство çурчĕ Пĕтĕм Раççейри «Аслă Çĕнтерÿ паттăрĕсем – 2017» литература конкурсĕ ирттереççĕ.

Конкурс тĕллевĕ - совет салтакĕсемпе офицерĕсем, вырăс çарĕн воинĕсем Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕленĕ чух кăтартнă паттăрлăха ĕмĕр-ĕмĕре халăх асĕнче хăварасси, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама пулăшасси. Раççейĕн çарпа истори еткерлĕхĕсене упраса хăварасси.

Конкурс пилĕк тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕ /суйласа илмелли/ – 2016 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 2017 çулхи майăн 10-мĕшĕччен, иккĕмĕшĕ /çурма финалистсене палăртасси/ - 2017 çулхи июнĕн 10-мĕшĕччен, виççĕмĕшĕ /финалистсене палăртасси/ – 2017 çулхи июлĕн 10-мĕшĕччен, тăваттăмĕшĕ /çĕнтерÿçĕсене палăртасси/ – 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен, пиллĕкмĕшĕ /çĕнтерÿçĕсене чысласси/ – уйрăммăн пĕлтернĕ тăрăх.

Конкурса хăть те кам та хутшăнма пултарать. Авторсем калав, очерк, сăвă е юрă тăратма пултараççĕ. Вырăсла çырнă ĕçсене çак электрон адреспа ярса памалла: gvp.2017@mail.ru.

Конкурса хутшăнакансен www.героивеликойпобед.рф сайтра кăтартнă заявкăна çырса тăратмалла. Заявкăсăр ĕçсене конкурс комиссийĕ йышăнмасть.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика