Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхланăр: ку чир шÿтлемест

29 октября 2016 г.

Нумай çул район халăхĕн сывлăхне сыхлас ĕçре тимленĕ май инсультпа чирлĕ çынсене чылай сиплеме тÿр килчĕ. Эпир ĕçлеме тытăннă вăхăтра районта 37000 çын пурăнатчĕ. Пурĕ те сакăр тухтăр анчах! Неврологи койкисем те 6 анчахчĕ. Районта васкавлă пулăшу уйрăмĕ те пулман. Эпĕ аслă тухтăрта ĕçленĕ чухне ЧАССР Сывлăх министерстви тĕп врачсен курсне вĕренме янăччĕ. Вĕренсе пĕтерсен вара, 1980 çулта,  васкавлă пулăшу пунктне уçрăмăр.

Çав тапхăртан медицина чылай аталанчĕ. Малтан инсультпа чирлесен /шалкăм çапсан/ ытларах  невролог врач рецепт çырса панă эмелсемпе ялти фельдшерсем сипленĕ. Кайран, районти тĕп больницăра çĕнĕ корпуссем хута кайсан, неврологи койкисене 14 таранчченех ÿстертĕмĕр. Врачсем те йышланчĕç.

Паян вара инсультпа чирленĕ çынсене васкавлă пулăшу машинисемпе Канашри   чĕрепе юн тымарĕсен  центрне илсе каяççĕ. Унта пуç мимине КТ туса сиплеççĕ.

Пурне те паллă ĕнтĕ: инсультпа чирлес хăрушлăх гипертонипе, сахăр диабечĕпе, атеросклерозпа чирлесен, эрех-сăрапа иртĕхсен, пирус туртсан ÿсет. Этем мĕн чухлĕ ватăрах - чирлес хăрушлăх тата пысăкрах. Раççейре çак чир çулсерен 400 пин çынна ураран ÿкерет. Шел пулин те, хăйĕн сывлăхне упраманнисем тÿрех вилме те пултараççĕ, чылайăшĕ вара инвалид пулса юлать. Анчах юлашки çулсенче çак чир «çамрăкланса» пыни  палăрать. Унпа 25-30 çулхисем те чирлеççĕ.

Ватăлса пынă май çыннăн юн тымарĕсем майĕпен хытса пыраççĕ. Çавăнпа çын йывăр ĕçлесен, сывă пурнăç  йĕркине тытса пымасан пуç мимин юн тымарĕсен ĕçĕсем пăсăлаççĕ. Çак ишеми инсульчĕ патне илсе пыма пултарать. Юн тымарĕ татăлса кайнине геморраги инсульчĕ теççĕ. Çаксем пуç мимин юн тымарĕсене йĕркеллĕ ĕçлеме чăрмантараççĕ. Пирĕн пуç мими икĕ çур чăмăртан /полушаринчен/ тăрать. Сулахай енчи чăмăр калаçушăн, вулавшăн, çырушăн ответлă. Музыка тата ÿкерес пултарулăх сылтăм çур чăмăрĕпе çыхăннă. Сулахай енчи çур чăмăр сиенленни çынна ăнланмалла калаçма, хăйĕн шухăшне тĕплĕн каласа пама, ыттисем мĕн каланине ăнланма чăрмантарать. Сулахай енчи çур чăмăр центрĕ сиенленсен çынна паралич çапать. Пуç мимине юн кайнин 90 проценчĕ гипертони чирĕпе çыхăннă.

Сывă çыннăн та пуç çаврăнасси, пуçа йывăр пуласси, ал-ура туйăмĕ начарланасси пулма пултарать. Çын çакна тепĕр чухне шута та илмест. Анчах сывах çывăрма выртнăскер, ирхине алă-ури ĕçлеменнипе - паралич çапнипе вăранса каять. Чирĕ те, сипленесси те çынран хăйĕнчен килет. Тахçанах паллă, чирлĕ çынсем хăйсен гипертони чирĕ пуррине пĕлсен те эмелсемпе тĕплĕ сипленмеççĕ. Чирлисен тепĕр çурри вара  эмелсене врач каланă вăхăта пăхмасăр, аса килнĕ чухне çеç ĕçет. Çавна манас марччĕ: тухтăр çырса панă эмелсене куллен, чир иртсе каймасан, ĕмĕр тăршшĕпех ĕçмелле. Паллах, хăйсен юн пусăмне тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла. Юн пусăмне йĕркелекен эмелсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Вĕсене тухтăр чирлĕ çынна кашнине уйрăммăн пăхса, тĕрлĕ эмелсем çырса парать.

40 çул урлă каçнă кашни çын хăйĕн юн пусăмне эрнере  2-3 хутран кая мар виçтерсе тăмалла, хăйĕн юн пусăмне пĕлмелле. Сывă çыннăн юн пусăмĕ вăтамран 120/80мм ртуть  юппинче  пулмалла. Енчен те юн пусăмĕ 140/90 е 160/100мм ртуть юппинче пулсан - асăрханмалла.

Гипертони – каварлă чир. Паянхи пăтăрмахлă пурнăç, кулленхи стресс, пуласлăха шанманни хăш-пĕр çынсен юн пусăмне çÿлти шайра тытса тăрать. Гипертонипе чирлĕ çынсене икĕ ушкăна уйăраççĕ. Пĕрремĕшĕ – активлă çынсем /бизнесменсем/. Вĕсен пурнăçĕ тĕрлĕрен хăрушлăхпа çыхăннă. Ахальтен мар халăхра çапла калаççĕ: «Нумай укçа нумай шухăш çуратать». Иккĕмĕшсем - ĕçсĕр çынсем, пурнăçăн аялти картлашкине анса ларнăскерсем - хăшĕсем хăйсен ирĕкĕпех! Вĕсем те лăпкă пурăнмаççĕ.

Икĕ ушкăнри çынсем те тĕрлĕ сăлтавсене пула эрехне тата «фунфуриксене» нумай ĕçеççĕ. Çакă, паллах, инсульт патне илсе пыма пултарать. Урăлаймасăр ĕçекен çынсем хăйсен сывлăхĕ çине алă сулаççĕ. Вĕсем юн пусăмне пачах та тĕрĕслеттермеççĕ. Эрех ĕçекенсемех табак туртаççĕ. Тĕнчере табак туртакансен йышĕ чакать, пирĕн çĕршывра вара ÿссех пырать теççĕ.

Инсульт пулас хăрушлăхăн тепĕр сăлтавĕ хусканусем сахал туни тесе шутлаççĕ. Ял çыннисем сахал хускалаççĕ тесе каламăпăр /килти хуçалăхра, ял хуçалăх производствинче, Мускаври стройкăсенче/, тĕрлĕ çĕрте Елчĕк халăхĕ лăш курмасăр ĕçлет. Çапах та канусăр ĕçлени те сывлăхшăн  питĕ сиенлĕ.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци çапла чĕнсе калать: табак ан туртăр, эрехпе ан иртĕхĕр, физкультура хусканăвĕсем тăвăр, апат рационне тĕрĕс йĕркелĕр. Медицинăра 50 çул ытла ĕçлесе  çак шухăша çынсем патне ахаль чухне те, сипленĕ вăхăтра та çитерме тăрăшатăп.

Чăвашсем - авалхи, пуян традициллĕ халăх. Вĕсем çутçанталăк саккунĕсене пăхăнса пурăннă. Вăхăтлă, Турра ĕненсе типĕ тытнă, аш-какайне хальхи пек куллен çимен. Питравра çеç така пуснă,  кăштах хĕллене валли  хатĕрленĕ. Ытларах çуллă мар апат, сĕт, юр-вар çинĕ, эрех мар, çăкăр квасĕ, таса хăмла сăрине ĕçнĕ. Çур литр эрехпе /казенка тенĕ ăна/ пĕтĕм çĕнĕ хăта ĕçкĕ-çикĕ çыннине чысланă. Ÿсĕрĕлмен!

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Кулленхи пурнăçра тухтăрпа, ялти фельдшерпа хăвăр сывлăхăр çинчен сÿтсе явма ан ÿркенĕр. Кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн хăй яваплă.  Эпĕ сире хăвăрăн сывлăхăра упрама сĕнетĕп.

А.МОЛОСТВОВ,
врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика