22 октября 2016 г.
Октябрĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Ĕçлĕ Раççей» общество организацийĕн съездне, ăна йĕркеленĕренпе 15 çул çитнине халалланăскере, хутшăннă. Съездра экономикăпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Пленарлă ларура Раççей Президенчĕ Владимир Путин тухса калаçнă.
Владимир Путин съезда хутшăнакансене саламланă май, «Ĕçлĕ Раççей» çĕршыв аталанăвĕнче паллă вырăн йышăннине, вăл Раççей экономикинче пĕр миллиона яхăн ĕç вырăнĕ тупса панине, тĕрлĕ шайри бюджетсене çĕр миллиард ытла тенкĕ налук кĕртнине, ютри 120 çĕршыва продукцисем сутнине, çав вăхăтрах унăн потенциалĕ пысăк пулнине палăртнă.
«Ĕçлĕ Раççей» президенчĕ, «Р-Фарм» компанисен ушкăнĕн директорсен канашĕн председателĕ, РФ Общество палатин инвестици климачĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Алексей Репик, Чăваш наци телерадиокомпанийĕн журналисчĕсен республикăри инвестици климачĕ çинчен ыйтнине хуравланă май, çакна палăртнă:
«Регионсен инвестици рейтингне хакланă чухне ĕçлĕ климата çеç мар, ăна лайăхлатас енĕпе тăрăшни те вырăнлă. Çак ĕçе субъект пуçлăхĕн команди тума тивĕç. Ăçта çав команда ĕçлеме пултарать, субъект пуçлăхĕ бизнес аталанăвне тĕпе хурать - унта лайăх кăтартусем пур. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев - регион хăйĕн вăйлă предпринимателĕсемпе хăватлă пулнине ăнланакан ертÿçĕн лайăх тĕслĕхĕ».
Çакна палăртар: 2016 çулта регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕн наци рейтингĕнче Чăваш Республикин федерацин 85 субъекчĕ хушшинче 9-мĕш вырăнтан 6-мĕшне çĕкленнĕ.
Çĕнĕ проектсене пурнăçлама пулăшакан стратеги пуçарăвĕсен агентствин генеральнăй директорĕ Андрей Никитин инвестици рейтингне регионта ĕçлекен предпринимательсем йĕркеленине палăртнă:
«Çакă - АСИ хаклавĕ çеç мар, Чăваш Енре ĕçлекен предпринимательсен хаклавĕ. Эппин, вĕсем влаç çĕнĕ çулпа тĕрĕс утнине ĕненеççĕ. Кунта субъект пуçлăхĕн пĕлтерĕшĕ куç умĕнче, мĕншĕн тесен вăл - влаçăн регионти сăнне, тĕллевĕсене, стратеги ыйтăвĕсене йĕркелекен çын. Çавăнпа инвестици климачĕн хаклавĕ - предпринимательсем кĕпĕрнаттăр хăйсемпе ĕçленине, унăн регионта аталантармалли шухăшсене хаклани те. Чăваш Енри бизнеспа влаç хушшинчи тÿрĕ диалог сыхланса юлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕп ыйтусемпе малашлăха эпир палăртма пултараймастпăр - бизнесменсем хăйсем палăртма тивĕç. Халĕ - пĕтĕм çĕршывра калаçтаракан пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту - экспорт. Иккĕленместĕп: пирĕн кашни вăтам бизнесăн хăйĕн продукцине тулашри рынока ăсатасси, çапла майпа ĕçлесе илесси пирки шутламалла. Регион влаçĕн вара çакнашкал экспортерсене пулăшмалла».
Чăваш Енĕн Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Ĕçлĕ Раççей» общество организацине юбилейпе саламланă май, съезд бизнеспа влаç хушшинчи тĕп ыйтусене сÿтсе явмалли ĕçлĕ площадка пулнине, республика тĕнчери 83 патшалăхпа çыхăну тытнине палăртнă.
Михаил Игнатьев «Ĕçлĕ Раççей» президенчĕпе Алексей Репикпа, Раççейри промышленниксемпе предпринимательсен канашĕн президенчĕпе Александр Шохинпа, МСП корпорацийĕн президенчĕпе Александр Браверманпа, Кипиай АГРО учредителĕпе Сергей Габестропа, «Технониколь» корпораци президенчĕпе Сергей Колесниковпа, Раççей Президенчĕ çумĕнчи предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйпа Борис Титовпа, пĕчĕк этажлă çуртсен тата коттедж строительствин наци агентствин президенчĕпе Елена Николаевăпа тĕлпулусем ирттернĕ.
«Ĕçлĕ Раççей» съездĕнче «Искусство шайĕнчи бизнес» курав иртнĕ.
Хаклав
Марина АДЮКОВА, район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн экономика секторĕн ертÿçи:
- Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси çине тимлĕх уйăрни палăрать: тĕрлĕ йышши кредитсене, ытти ырă пулăмсене çул параççĕ.
Пирĕн районта 467 уйрăм предприниматель тăрăшать. Вĕсенчен ытларах пайĕ суту-илÿ, тÿлевлĕ тĕрлĕ пулăшу парассипе тимлет. Çавăн пекех строительство, промышленность, ялхуçалăх отраслĕсенче тăрăшакансен йышĕ те пĕчĕк мар.
Районти пĕчĕк тата вăтам предприятисене, уйрăм предпринимательсене ĕçлеме, малалла аталанма пулăшас тĕллевпе пурлăх, укçа-тенкĕ тĕлĕшĕпе, специалистсен енчен консультаци пулăшăвĕ парассине малашне те тивĕçлĕ шайра тытса пырасшăн.
Геннадий НИКИТИН, уйрăм предприниматель:
- Уйрăм предпринимательсем экономика барометрĕ пулнине питĕ лайăх ăнланатпăр. Пирĕн республикăра вĕсене пулăшу парассипе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Çапах малашне те республика ертÿлĕхĕ çак енĕпе пулăшу шайне ÿстерессине шанатпăр.