Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмпа пек ÿсекен çÿп-çап куписем

22 октября 2016 г.

Кăмпа пек ÿсекен çÿп-çап куписем

Автомашинăпа ларса куллен çула тухакан çынсем çулсен хĕррисене, чарăну вырăнĕсене ятарласа тенĕ пек вырнаçтарса-лартса тухнă тулли михĕсемпе çатăрка хутаçсене е сапаланса выртакан çÿп-çап куписене асăрхамасăр иртме пултараймаççех. Мĕншĕн тесен çакăн йышши ÿкерчĕксемпе юлашки вăхăтра тата та ытларах тĕл пулатпăр. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лару-тăрăва курса  чан çапни те ахальтен мар. «Çак япăх пулăм пĕтĕм республика сăн-сăпатне ярать», - тесе палăртать вăл.

Ыйтăва уçăмлатас, лару-тăрăва тĕплĕнрех ăнланса тишкерес шутпа эпир район территорийĕнчи республика пĕлтерĕшлĕ тата вырăнти çулсене пăхса тăрассишĕн яваплă предприятин - «ДПМК» «Яльчикское» ООО директорĕпе Вячеслав Сядуковпа тата районти экологпа Алексей Борисовпа пĕрле Комсомольски-Елчĕк-Пăва /Тутарстан/ маршрутпа çула тухрăмăр. Çуллахи вăхăтра асăннă коллективра тăрăшакансене тăтăшах кунти тата Калинино-Патăрьел-Елчĕк республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче - Кушкă ялĕнчен пуçласа Елчĕке çитичченхи çул хĕррисене çум курăкран тасатнине, унпа пĕрлех, чун-чĕри çук çынсем  пăрахса хăварнă çÿп-çап миххисене пуçтарнине те пĕр хутчен анчах мар курнăран, хальхинче тÿнтерле ÿкерчĕкпе тĕл пуласса сунмарăмăр. Чăнах, çулсен хĕррисене кĕркуннехи хытхураран тасатма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Анчах унта-кунта пăрахнă çÿп-çап миххисене çул тăршшĕпех асăрхама пулчĕ. Тăрмăш тата Çуткÿл ялĕсене каякан чарăну вырăнĕсенче вара михĕсемпе çатăрка хутаçсене тултарнă çÿп-çап купалансах тăрать. Çакна курсан кăмăл хуçăлчĕ. Пуçра ирĕксĕрех çакăн пек шухăш  тĕвĕленет: «Мĕнле апла, Елчĕк районĕн çыннисем ĕçчен, тирпейлĕ те таса пурăннине республика пĕлсе тăрать. Çакна курсан  пирĕн тăрăха хăнана е ĕçпе килекенсем мĕн калĕç;»     

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика