Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынпа калаçса чун ăшăнать

19 октября 2016 г.

Çынпа калаçса чун ăшăнать

Елчĕкри Автотур бизнес-центрта куллен халăх йышлă хĕвĕшет. Автобуспа çула тухакансемпе пĕрлех кунти павильонсемпе киосксенче тавар туянас текенсем те нумаййăн. «Стиль» павильонри Леонилла Павлова сутуçă лавккана кĕрекен кашни çынна ăшă та ырă кăмăлĕпе кăна мар, çепĕç калаçăвĕпе, тараватлăхĕпе тыткăнлать. «Ытла та маттур-çке çак çамрăк, ыттисем пек тутине тăсса тăмасть, ăшпиллĕ те яка калаçать», - тесе каланине пĕрре мар илтме тÿр килнĕ. Паянхи саманан саламачĕ çамрăксене саккăрла çаптарать тетпĕр пулсан та чун ăшшине, сăпайлăхне çухатман маттурпа тĕплĕнрех паллашас кăмăл çуралчĕ.

- Леонилла, яту сан пит хитре. 32 çул каяллах çакăн пек хитре ят кам хунă сана?

- Манăн кукаçи, кукамай  тĕне çирĕп ĕненекенсем пулнă. Тĕмер чиркĕвĕнче ĕçленĕ. Кукамая пĕр пачăшкăн хĕрĕн ячĕ питĕ килĕшнĕ. Çапла вара мана унăн ятне панă.

- Санăн ĕçÿпе тавар туянакансем кăмăллине тахçанах илтнĕ...

- Хама шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, чун ыйтнипе пурнăçлама тăрăшатăп. Сутуçă ĕçĕ яланах çын куçĕ умĕнче. Лавккана япала пăхма е туянма килнĕ çынпа тарават та ăшпиллĕ пулма тăрăшатăп. Тавар туянакана япала суйлама пулăшатăп. Хулари пек каласан, консультант та хамах. Кĕпе-тумтир, атă-пушмак сутнăран япалана тăхăнса  пăхма сĕнетĕп. Ара, тăхăнса пăхнăшăн укçа илместпĕр вĕт, кирек мĕнле япалана тăхăнсан лайăх курăнать. Çынпа калаçасси манăн чунра. Ахальтен-им эпĕ кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă? Суту-илÿ тăвасси эпĕ ачаран юратса суйласа илнĕ професси.

- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсĕ Елчĕкре пурăнмастăн?

- Çук. Куллен Çĕнĕ Пăваран çÿретĕп. Икĕ алла пĕр ĕç пултăр тесен çул çывăх марри шухăшлаттармасть. Интернет, çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр, çул çÿресси йывăр мар. Паян килсерен икĕ-виçĕ автомашина. Ĕлĕк гаражри çăмăл машина пуянлăх шутланнă, халĕ вăл куçса çÿремелли чи ансат транспорт. Хамăн çăмăл машина çине ларатăп та инçе çула часах çывăхлататăп.

- Леонилла, эсĕ çемьеллĕ-и?

- Савнă мăшăрпа, Алексей Славовичпа, 12 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнатпăр. Пирĕн икĕ тĕпренчĕк.

- Апла пулсан тĕплĕнрех хăвăр çемйĕрпе паллаштарăр-ха?

- Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнатпăр.  Хамăр вăйпа, патшалăх, атте-анне пулăшнипе пысăк çурт лартрăмăр. Ăна хăтлăх кĕртес тесе мăшăрăм хальхи вăхăтра платникре тăрăшать. Алексей Альметьевск хулинче физкультурника вĕреннĕ. Пурăна киле хăйĕн профессийĕпех ĕçлес ĕмĕтпе çунатланать. Хĕрпĕрчисем шкулта вĕренеççĕ. Марионелла пиллĕкмĕшĕнче, Вероника - пĕрремĕшĕнче.

- Ял çыннин картишĕ выльăх-чĕрлĕх сассипе илемлĕ теççĕ...

- Эпĕ те çаплах шутлатăп. Ялта  та çĕр çинче ĕçлемесен, выльăх-чĕрлĕх тытмасан мĕн интересĕ; Эпир икĕ ĕне, вăкăр, чăх-чĕп усратпăр. Сĕтел çинчен сĕт-çу, турăх, аш-какай татăлмасть. Хамăр алăпа туса илнĕ продукци тутлăрах та, сĕтеклĕрех те. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе сутса çемье кассине укçа-тенкĕ кĕртме тăрăшатпăр.

- Выльăхне усрас тесен çывăрмалла мар-çке?

- Иксĕмĕр те ирхине тăватă сехетрен ура çинче. Çапах та çывăрса тăранаймастăп тесе каламастăп. Ялта пурăнма шутсăр килĕшет мана. Хулари пурнăç илĕртмест.

- Çĕр çинче мĕн ÿстеретĕр ытларах?

- Хамăр хыçри пахчара çĕрулмипе пĕрле тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнет. Анне патĕнче, эпĕ Тĕмер хĕрĕ пулнă, пĕчĕк мар лаптăк çинче сухан, севок çитĕнтеретпĕр. Çăвĕпе ана çинчен кĕмесĕр ĕçлени харама каймасть, тупăш та илме пулать. Аннене, Зоя Александровна Валерьяновăна, пире пулăшу аллине тăснăшăн тав тумасăр иртейместĕп. Хальхи вăхăтра пĕчченех пурăнакан анне çу кунĕсенче пирĕнпе пĕрле пахчара тăрмашать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен фермăра пилĕк авнă вăл.

- Леонилла, эсĕ лайăх мăшăр, юратнă анне. Тата ÿркенмен кин те пулĕ-ха?

- Ĕçрен ÿркенсе лармастăп, паллах, анчах хуняма ман пирки мĕн калать-ши? Пилĕк çул пĕрле пурăннă хыççăн уйрăлса тухнă эпир. Эпĕ çавна çеç калама пултаратăп: пăянам хăй пăрчăкан пек вăр-вар. Фермăра тăрăшать.

- Пысăк хуçалăх тытакан кил хуçи хĕрарăмĕн пушă вăхăт пур-и?

- Вăхăтпа пĕлсе усă курсан канма та вăхăт тупăнать. Пушă вăхăтра çемьепе пĕрле уçăлма тухатпăр. Уйрăмах эпĕ палисадникре чечексем ÿстерме юрататăп. Кĕнеке вулатăп, ал ĕç тума, тутлă апат-çимĕç пĕçерме  кăмăллатăп.

- Леонилла, паянхи çамрăксем ытларах ял пурнăçĕпе кăмăлсăр пулнине илтетĕн. Мĕн шутлатăн эсĕ кун пирки?

- Пурнăçа пĕлсе йĕркелеме пĕлмесен ялта кăна мар, хулара та йывăр. Пĕтĕмпех хамăртан килет.

Сăнÿкерчĕкре: Л.Павлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика