19 октября 2016 г.
Турхан ялĕнче пурăнакан Смирновсем ялти тăрăшуллă та ĕçчен çемье пулнипе палăраççĕ. Кил хуçи, Николай Георгиевич, Елчĕкри 44-мĕш пушар чаçĕнче вунă çул ытла тăрăшать. Унăн савнă мăшăрĕ, Антонина Зиноновна, «Илемпи» ача сачĕн харсăр воспитателĕ.
Туслă та килĕштерсе пурăнакан çемьере виçĕ тĕпренчĕк çитĕнет. Смирновсен ачисем мĕн пĕчĕкрен юрă-ташăра маттур. Асли, Георгий, хальхи вăхăтра И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн иккĕмĕш курсĕнче вĕренет. Людмила, Елчĕкри искусство шкулĕнчи ташă ушкăнне çÿренĕскер, кăçал Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕчĕ. Кĕçĕнни, 10 класра вĕренекен Александр та пушă вăхăта пустуй ирттермест, спортпа туслă.
Смирновсен юрă-ташă тĕнчипе туслă пулни ваттисенченех пырать. Аслашшĕпе асламăшĕ те искусство тĕнчипе интересленнĕ, юрлама ăста. Вăхăтĕнче Антонина Зиноновна хăй те купăс калама вĕренес ĕмĕтпе çунатланнă. Иртнĕ çулсенче Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ушкăнне юрлама çÿренĕ. Аслă ывăлĕ хĕллехи каникул вăхăтĕнче Çĕнĕ Пăвари культура çуртĕнче иртекен смотр-конкурссене активлă хутшăнать. Уявсенче тус-тăванĕсен кĕрекине илем кÿрекен каччăна ялта пурте мухтаççĕ.
- Ĕмĕтĕме Георгий пурнăçа кĕртнĕшĕн савăнатăп, - тет Антонина Зиноновна паян. - 5-6-мĕш классенче вĕреннĕ чухне пуçласа алла купăс тытрĕ ывăл.
Малтанах Георгие Елчĕкри искусство шкулĕнчи В.Архипов преподаватель патĕнче ăсталăхне ÿстерме ашшĕ леçнĕ, каярахпа мал ĕмĕтлĕ шкул ачи хăех автобуспа çÿренĕ.
Чун ыйтнипе юрласа-ташлаканскер Çĕнĕ Пăвари шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ. Пĕчĕкренех купăс калама вĕреннĕ студент университетра иртекен мероприятисене хаваспах хутшăнать. Купăс Георгишĕн чăн-чăн юлташ пекех. Йĕкĕте яла килсессĕн тăван-пĕлĕшĕсем е паллакансем ĕçкĕ-çикĕне илем кÿме чĕнеççĕ - каччă пĕр сăмахсăрах килĕшет. Чăваш ташшине ураран ÿкеричченех ташлаттарма пултарать. Юрать, ялти туй-çăнăхтара, ĕçкĕ-çикĕре купăс каласа ташлаççĕ, ресторанти туйсенче купăс сасси илтĕнме те пăрахрĕ вĕт.
Çĕнĕ Пăвари, районти культура çурчĕн сцени çинче Георгий Смирнов пĕрре кăна мар хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Пысăк сцена çине вара пуçласа музыка училищинче вĕреннĕ чухне «Иксĕлми çăлкуçсем» фестивале хутшăннă чухне тухнă. Л.Петухова педагога яланах ырăпа аса илет вăл.
Музыка училищинче вĕреннĕ чухне Георгий «Янтал» ушкăнпа Мускава, Самара, Хусана çитнĕ. Практика вăхăтĕнче хăйсен тăрăхĕнчи халăх йăли-йĕркине тĕпченĕ. Ватă çынсем каласа кăтартнине çыра-çыра илнĕ. Пĕтĕмпе 100-е яхăн юрă пухнă. Вĕсенчен 47-шне диплом ĕçне кĕртнĕ. Тĕрлĕ жанрлă юрăсенче туй, çăнăхта, улах, салтак юррисем те сахал мар.
Музыка училищине пĕтерсен Георгие чăваш халăх культурипе йăли-йĕрки кăсăклантарнă, вăл тăван тата вырăс чĕлхисемпе таса та тĕрĕс калаçма ăнтăлса аслă вĕренÿ заведенине çул тытнă. «Чĕлхесемпе культурăсен калаçăвĕ» проекта хутшăнса купăс каласа студентсене ташлаттарнă. Анчах çамрăка ял ачисем хушшинче чăвашла юрлакан-ташлакан йĕкĕтсене тупма çăмăл марри шухăшлаттарать. Хăй çулĕсенчи яш-кĕрĕм хушшинче купăс калама пĕлекенсене вара пĕлмест те. Паянхи çамрăк ытларах, ют чĕлхепе мĕн юрланине ăнланмасан та, вĕсен кĕввипе авкаланма тăрăшать. Яш-кĕрĕме хĕрупраç чăваш ташшине ташлама вĕренес тесе тăрăшманни шухăшлаттарать студента. «Чăваш ачин чăвашла калаçма, юрлама, ташлама пĕлмеллех», - тет Георгий çирĕппĕн.
Чăваш уйрăмĕнче вĕренекен каччăна унччен чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче фольклор ушкăнĕ пурри килĕшнĕ. Халĕ темиçе факультета пĕрлештернĕ хыççăн вăл ĕçлеме пăрахнă. Çавăнпах мал ĕмĕтлĕ студент хăйне аталантармалли майсем шырать, тупать те. Пĕлтĕр вăл хăйĕн çывăх тусĕпе Хусанта иртнĕ «Халăх пуянлăхĕ» конкурса хутшăнса дипломпа таврăннă. Кунта Георгий чăваш ташшин кĕввине каланă, тусĕ кидбокс мелĕпе тĕрлĕ сасă кăларнă.
Пушă вăхăт тупăнсан Турхан каччи Галина Скворцова ертсе пыракан «Çăлкуç» халăх театрне çÿрет. Çавăн пекех ăна хулари пĕр туркомпани Шупашкара хăнасем килсен купăс калама чĕнет. Хаваспах чăваш юрри-кĕввине шăрантарать пултаруллă ентешĕмĕр. Ахальтен мар харсăр каччă кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрать.
Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен енчен тепĕр паллă çын тухасса шанаççĕ.