19 октября 2016 г.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ çулсеренех сĕт парĕсен ракĕн пĕтĕм тĕнчери уйăхлăхне йĕркелет.
Акцин тĕп тĕллевĕ - çак чир çине пысăк тимлĕх уйăрасси. Хĕрарăмсем вилнин сăлтавĕ ытларах кăкăр ракĕпе çыхăннă.
Чăваш Енре сĕт парĕсен ракĕпе чирлекен хĕрарăмсем йышлансах пыраççĕ. Çулсеренех 400 яхăн хĕрарăм çак хăрушă чирпе аптăрать. Уйăхлăх вăхăтĕнче республикăри онкологи диспансерĕнче хĕрарăмсем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултараççĕ. Вăхăтра диагностика витĕр тухни шыçăна маларах асăрхама май парать.
Уйăхлăха хутшăнса районти поликлиникăра октябрĕн 29-мĕшĕнче уçă алăксен кунĕ иртет.