15 октября 2016 г.
Районта уй-хирти ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çавна май ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ĕçрен пушаннă техника хатĕрĕсене хĕл каçма вырнаçтарма вăхăт.
Тĕш тырă, выльăх апачĕ пухса кĕртекен комбайнсене, ытти агрегатсене тусанран, арпа-улăмран, куккурус, курăксен юлашкисенчен тасатмалла, ременьсемпе сăнчăрсене пушатмалла е вĕсене, гидроцилиндрсене илсе склада упрама хумалла. Тутăхакан пайсене çупа ятарлă шĕвексемпе сĕрмелле.
Комбайнсене, агрегатсене пукансем çине вырнаçтармалла е хÿтĕ вырăна илсе кĕмелле.
Хуçалăхсенче техника хатĕрĕсене хĕл каçма вырнаçтарассине тĕрĕслес тĕллевпе районта ятарлă комисси йĕркеленĕ. Вăл çак кунсенче «Рассвет», «Сатурн», «Колос» ялхуçалăх производство кооперативĕсенче, «Нива» агрофирма», «Клевер» сахал яваплă обществăсенче пулчĕ. Вĕсенче ялхуçалăх техникине хĕл каçарма пуçăннă. Уйрăмах «Сатурн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Кунта тĕш тырă пухса кĕртекен, выльăх апачĕ хатĕрлекен, çĕре кăпкалатакан агрегатсене хĕл каçма вырнаçтарнă
А.СОЛОВЬЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертÿçи.
С.ВОЛКОВ.
А.КАРЛИН.
А.КАРЛИН сăнÿкерчĕкĕнче: «Сатурн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче тĕш тырă пухакан комбайнсене хĕл каçма тивĕçлипе хатĕрленĕ.