15 октября 2016 г.
Юпа, 16
Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, II тата III степень Мухтав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ Василий Иванович КРАСНОВ /Çĕнĕ Пăва/ çуралнăранпа - 100 çул.
Медицина наукисен кандидачĕ, профессор Анатолий Никандрович ВОЛКОВ /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 85 çул.
Истори наукисен кандидачĕ Петр Васильевич СТЕПАНОВ /Таяпа Энтри/ çуралнăранпа - 75 çул.
Юпа, 20
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ, СССР ВДНХн пăхăр медальне тивĕçнĕ Александр Семенович КРАСНОВ /Шăмалак/ çуралнăранпа - 80 çул.
Юпа, 22
III степень Ĕç Мухтавĕн орденне тивĕçнĕ Алексей Иванович УБАСЕВ /Таяпа Энтри/ çуралнăранпа – 80 çул.
Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Зинаида Никифоровна ПЛЕЧОВА доцент /Çĕнĕ Пăва/ çуралнăранпа – 75 çул.
Юпа, 24
Чăваш Республикин Президенчĕн Тав хутне, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Фаик Фатыхович ИДИЯТУЛЛИН /Сăрьел/ çуралнăранпа - 70 çул.
Патреккелти тĕслĕх библиотекине уçнăранпа – 10 çул.
Юпа, 26
Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ Кузьма Семенович СМИРНОВ /Кĕçĕн Таяпа/ çуралнăранпа - 100 çул.