15 октября 2016 г.
Иртнĕ ĕмĕрте Елчĕксем ют çĕршывсенче ĕçлесе пурăннине питех илтмен. Паян вара пирĕн тăрăхри хĕрсемпе каччăсем ăçта кăна тымар ямаççĕ; Уйрăмах хĕрсем çивĕч, пĕр шикленÿсĕр ют çĕре талпăнаççĕ. Ытти халăх çыннисене качча тухса лайăх мăшăр пулса тăраççĕ, ача-пăча ÿстереççĕ. Ĕмĕртен сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăракан чăваш хĕрĕ ниçта та аптăрамасть. Авăн уйăхĕнче манăн фрау Вилючипе паллашма тÿр килчĕ. Вунçичĕ çул ытла пурăнать 39 çулхи хĕрарăм Федерациллĕ Германи Республикинче. Уçă кăмăллă та маттурскерпе тем çинчен те калаçрăмăр. Шыв пек юхса пычĕ пирĕн калаçу. Ăшă кăмăлĕпе, тараватлăхĕпе тыткăнларĕ çамрăк хĕрарăм.
- Алена, чи малтанах хăвăнпа паллаштар-ха.
- Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ. Атте çамрăклах çĕре кĕнĕрен пире, виçĕ пĕртăвана, анне, Людмила Алексеевна Маркова, воспитани парса, юратса ÿстернĕ. Тăван ялти шкулта лайăх вĕреннĕ. Ялти учительсем пит лайăхчĕ. Уйрăмах ют чĕлхе урокĕсем кăсăклантаратчĕç мана. Нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ Людмила Карсаковăпа Галина Львовăна тарăн пĕлÿ панăшăн тав тăватăп. Тăхăр класс хыççăн Шупашкарти педколледжа вĕренме кĕтĕм. Унти Галина Волкова преподавателе те нихăçан асăмран кăларас çук. Вĕренÿре нумай пулăшрĕ вăл. Нимĕç чĕлхине вĕрентекен воспитатель профессине алла илтĕм. Вĕреннĕ вăхăтра Шупашкарти нимĕç чĕлхине вĕрентекен садикре практикăра пултăм. Каярахпа кăштах унта ĕçлерĕм те. Нимĕçле акцентсăр калаçаттăм. Пĕрле вĕреннисем Германие чĕлхене лайăх пĕлме, пĕлĕве анлăлатма гувернанткăна ĕçлеме каяççĕ. Тип Тимеш хĕрĕпе, Ольга Щербаковăпа, тĕрлĕ конкурс витĕр тухса Германие çул тытрăмăр. Иксĕмĕр те паянччен унта пурăнатпăр.
- Мĕнле йышăнчĕç пĕрремĕш хут инçете тухса курнă чăваш хĕрне ют çĕрте?
- Малтанах мана хăйсем патне ĕçлеме чĕнсе илнĕ Сюзанна вырăссенчен кăштах шикленни сисĕнетчĕ. Пурăна киле, эпĕ вĕсен ачисене юратнине, пур çĕрте те вĕсемпе пулнине, часах пĕр чĕлхе тупнине кура, хăнăхрĕ. Питĕ çывăх туссем пулса тăтăмăр. Вĕсем мана нимрен те уйăрман. Çав çемьепе пĕрле пĕрремĕш хут Францире, Австрире, Швейцаринче пулса куртăм.
- Гувернанткăра нумай ĕçлерĕр-и?
- Пĕр çул ĕçленĕ хыççăн вăл çемьепе сывпуллашма тиврĕ...
- Мĕншĕн?
- Пĕр канмалли кун поездпа Штутгарта кайма тухрăм. Наушник тăхăннă та вырăс юррисене итлесе, киленсе пыратăп. Мана хирĕç пĕр каччă пырса ларчĕ. «Укçа вакласа пар-ха?» - тет хайхи. «Çук манăн, кай кунтан!» - тетĕп хыттăнах. Мĕн ачаран палламан çынсемпе калаçас килместчĕ манăн. Çавăнпах сиввĕн каласа хутăм. Каччă çапах манран хăпмасть. Çулĕ çывăх мар пулнипе ирĕксĕрех калаçса кайрăмăр. Вăл автомашинине техосмотр кăларма каять иккен. Пуçласа поездпа çула тухнă. Акцентсăр калаçнине илтсе вăл манран: «Эс нимĕç хĕрĕ-и?» - тесе ыйтрĕ. «Çук», - терĕм пĕр сăмахпа. «Эсĕ нимĕç хĕрĕ пулманни питĕ лайăх», - терĕ вăл йăл куллине кăтартса. Унăн сăн-пичĕпе кĕлеткинченех хăй те нимĕç çынни марри курăнатчĕ. Çапла паллашрăмăр итальян каччипе. Хула тăрăх кунĕпе пĕрле уçăлса çÿрерĕмĕр. Кайран канмалли кунсенче тĕл пулма пуçларăмăр. Юрату туйăмĕ çуралчĕ пирĕн чун-чĕресенче.
- Турă çырнине ют çĕрте тупма тивнĕ сана...
- Çапла. Нихăçан та урăх халăх çыннипе çемье çавăрас шухăш пулман, çапах та ялти ĕçкĕçсене те качча тухас çуккине ăнланнă. Çулталăка яхăн туслă çÿренĕ хыççăн ЗАГСа кайса çырăнтăмăр. Амбрегио-Джино Вилючипе пĕрлешсенех хваттер тара илтĕмĕр. Гувернантка ĕçне пăрахса ача садне вырнаçрăм. Джино ман пекех Италирен ĕç шыраса килнĕ. Хăй аслă пĕлÿллĕ программист. Почтăра логистра ĕçлет. Халĕ хамăрăн хăтлă та пысăк хваттерте пурăнатпăр.
- Сирĕн çемье пĕчĕк мар ĕнтĕ?
- Икĕ ывăл çитĕнет пирĕн. Камилло 16-ра, Роберто 13 çулта. Асли вăтам шкул пĕтерчĕ. Германире /ăçта пурăннинчен килет/ ултă çулта шкула каяççĕ те 10 класс таран вĕренеççĕ. Унтан пĕлĕве кам ăçта ÿстерет. Шкул ачисем эрнере пилĕк кун вĕренеççĕ. Каникулсем те пирĕннинчен урăхларах. Çуллахи каникул кунти пек вăрăм мар. Ачасене Раштавра, Мăнкунра, Çимĕкре каникул тусах кантараççĕ. Шкул ачисен сентябрĕн 12-мĕшĕнче вĕренÿ çулĕ пуçланать. Çуллахи каникула июлĕн 27-мĕшĕнче каяççĕ.
- Ачасем çирĕп йĕркепе вĕренеççĕ пулĕ?
- Мĕн пĕчĕкрен эрнене мĕнле ирттерессине планлама хăнăхаççĕ. Кун йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. Пуçламăш класранах çирĕп пĕлÿ параççĕ. Класра филер-чернилпа, кăранташпа çыраççĕ. Унта «1» паллă чи лайăххи, «5» чи начар паллă шутланать. Шкулта ачасене хăйсен тĕллĕн вĕрентессине тĕпе хураççĕ. Тăваттăмĕш класран ачасем профильлĕ вĕренĕве суйласа илеççĕ.
- Алена, эсĕ ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлетĕн. Унти йĕркесем çинчен те пĕлес килет.
- Пепкене ача садне 3 çултан йышăнаççĕ. Тĕрлĕ ушкăн ĕçлет. Шăпăрлан кашни кунах паян хăш ушкăна каяссине хăй суйласа илет. Эпĕ пуканесен театрĕн ушкăнĕнче ĕçлетĕп. Кашни ача садикре мĕнле тытнине, мĕнпе интересленнине, спортăн хăш тĕсĕпе ытларах туслă пулнине сăнаса, çырса пыратпăр. Пепкесем куна мĕнле ирттернине ашшĕ-амăшне каласа паратпăр. Виçĕ çултанах ачана ĕçлеттерме вĕрентеççĕ, пĕчĕкскерсене те алла инструмент пама хăрамаççĕ.
- Воспитателĕн ĕç укçи пысăк-и?
- Пурăнма, ачасене ÿстерме, налуксене тÿлеме çителĕклĕ. Начар пурăнатпăр тесе каламастăп. Пурте çителĕклĕ. Ĕçленипе кăна мар, канма та пĕлеççĕ кунта.
- Эсир пурăнакан хула мĕн ятлă?
- Эпир Баден-Вюртенберг хулинче пурăнатпăр. Вăл ФРГн кăнтăр-хĕвеланăç çĕрĕ çинче вырнаçнă. Туризм вăйлă аталаннă. 52 пин ытла çын пурăнать. Ватă хулара XVI ĕмĕрте лартнă çуртсем, замоксемпе дворецсем йышлă. Пурте вĕсем истори палăкĕсем шутланаççĕ. Темиçе ĕмĕр ларакан çуртсенче пурăнакансен çурта мĕнле пулнă çавăн пек тытса тăмалла, хăйсем тĕллĕн нимĕн те улăштармалла мар. Ĕçе машинăпа çÿретпĕр. Ачасене шкула автобус турттарать. Уçăлма тухсан велосипедпа ярăнатпăр. Кану кунĕсенче, каникулсенче тĕрлĕрен çĕршывсене курма, канма каятпăр.
- Эсĕ мăшăрун çĕршывĕнче пулса курнă-и?
- Паллах. Джинон ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем мана пĕрремĕш кунранах хăйсен хĕрĕ пек йышăнчĕç. Вĕсем - католиксем. Эпĕ православи тĕнне ĕненнине хисеплеççĕ. Пирĕн унта çурт та пур. Тен, пурăна киле Итали çĕршывне пурăнма куçатпăр. Кам пĕлет? Джинопа ачасем Тĕмерте те пулса курнă. Пĕр çулхине анне те Германие çитсе курчĕ.
- Тĕлĕнмелли тупăннă-и аннÿшĕн?
- Кунти тирпейлĕх тĕлĕнтернĕ ăна. Пур çĕрте те таса. Халĕ вара нимĕçре те çÿп-çап курма пулать. Беженецсем, уйрăмах турккăсем, тирпей мĕнне ăнланмаççĕ. Нимĕç халăхĕ вĕсемпе пит кăмăлсăр.
- Эпĕ илтнĕ тăрăх Германире пенсие часах кăлармаççĕ?
- Хĕрарăм-и е арçын - пурне те 67 çул тултарсан пенсие яраççĕ. Халăх хушшинче малашне 73 çул тултарсан пенсие кăларасси çинчен калаçаççĕ. Пенси фончĕ йывăрлăхра пулнине палăртаççĕ.
- Эсир çемьере мĕнле чĕлхепе калаçатăр?
- Нимĕçле.
- Сирĕн çемье мĕнпе туслă?
- Спортпа. Ачасем уйрăмах футболла выляма, шывра ишме кăмăллаççĕ. 2018 çулта Раççейре иртекен тĕнче шайĕнчи футбол чемпионатне çемйипех килсе курма шутлатпăр.
- Санăн юратнă апат, Алена?
- Çĕрулми çисе ÿснĕ çыннăн юратнă апат мĕн пултăр ĕнтĕ? Паллах, çĕрулми. Кунти тĕп халăхăн наци апачĕ - шпецле. Ытларах пахча çимĕç, улма-çырла çиетпĕр. Аш-какай та юрататпăр. Джинон алли ылтăн. Хĕрарăма хисеплесси, пулăшасси пĕрремĕш вырăнта.
- Час-часах килетĕн-и тăван ене?
- Май тупса килме тăрăшатăп. Кăçал аннен сумлă юбилейĕнчен юлас темерĕм. Пĕччен те пулсан килсе кайма шутларăм. Ытти чухне аннепе карас телефонĕпе калаçатпăр. Анне çумра марришĕн пăшăрханатăп, паллах. Анчах кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Турă çырнинчен иртеймĕн.
- Тунсăхлатăн-и Чăваш Еншĕн?
- Паллах, хам çуралса ÿснĕ кĕтес яланах илĕртет. Юлашки çулсенче Тĕмер те çуталса илемленчĕ.
- Калаçушăн тавах, Алена.
- Хăвăра тав.
В.КИРИЛЛОВА калаçнă.