Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма тÿлев илеççĕ

15 октября 2016 г.

Чăваш Енре пенси валли пухса пынă пысăк укçана тÿлеме ыйтса çыракансем йышланнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ - пенсин патшалăх софинансированийĕн программине хутшăнакансем.

Тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнисенчен е пенсие маларах тухмашкăн ирĕк илнисенчен чылайăшĕ пĕр харăс тÿлеве тивĕçет, урăхла каласан, пухăннă укçан суммине пĕтĕмпех илет. Çапах кунта çакна шута илмелле - уйăхри тÿлев страховани тата пухăнса пынă пенсисен пĕтĕмĕшле виçин 5 процентĕнчен иртмелле мар. Енчен те асăннă кăтарту пысăкрах пулсан, программăна хутшăннă çын суйласа илнĕ тăрăх ăна пухăнса пынă пенсие уйăхсерен 10 çул е ĕмĕр тăршшĕпех тÿлеççĕ.

Чăваш Республикинче юлашки 4 çулта 90 пин пенсионер пухăнса пынă пенсие алла илнĕ. Пенсионерсен 99 проценчĕ пĕр харăс тÿлеве тивĕçнĕ - унăн вăтам виçи 80 пин тенкĕрен иртет. Уйăхсерен параканнине программăна хутшăннă 155 пенсионера шутласа панă - вăтам виçе уйăхра 990 тенкĕпе танлашать. Пухăнса пынă пенсие 162 çын илет, вĕсем уйăхсерен вăтамран 538 тенкĕ илеççĕ.

З.ЯКОВЛЕВА,
Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика