08 октября 2016 г.
55 çул каялла йĕркеленнĕ, Пăла тăрăхĕнчи 6 яла пĕрлештерсе тăракан «Прогресс» акционерсен хупă обществинчи тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хăйсен пархатарлă ĕçĕпе пĕрре çĕнсе илнĕ ят-сума çĕре ÿкермеççĕ. Кĕр мăнтăрĕпе паллă тăвасси йăлана кĕнĕ ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсен професси уявĕ умĕн П.А.Скворцов директорпа тĕл пулсан та, тĕпрен илсен, черетлĕ çулталăкри ÿсĕмсем, пире çăкăрпа тивĕçтерекен çынсем пирки чарăнса тăтăмăр.
- Пирĕн сĕтелĕмĕр çине çăкăр мĕнле йывăрлăхпа килнине уй-хир хуçинчен лайăхрах ăнланакан çын урăх çук. 5000 гектар ытла çĕр лаптăкĕпе усă куракан районти чи пысăк ялхуçалăх предприятийĕнче кăçалхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçласси, Петр Арсеньевич, мĕнле лару-тăрура иртрĕ; Кăтартусем кăмăла тивĕçтереççĕ-и?
- Механизаторсемпе ÿсен-тăран отрасльне йĕркелесе ертсе пыма шанса панă специалистсен яваплăхĕ юлашки çулсенче уйрăмах калама çук пысăк пулнине пурте пĕлетпĕр. Мĕншĕн тесен çакăн чухлĕ ĕç калăпăшĕ пурнăçлакан - çĕр ĕç культурисене 5000 гектар ытла лаптăкран туса илекен ялхуçалăх предприятийĕсем хальлĕхе республикăра та темиçе анчах. Агротехника ыйтнине туллин тивĕçтерекен çĕнĕ йышши хăватлă ялхуçалăх машинисемпе усă курма пултарни, уй-хирте тăрăшакансем пурте пĕр çын пек, пĕр шухăшлă пулни тата хăйсен тивĕçне туллин ăнланса пурнăçлани умри йывăрлăхсене парăнтарма пулăшать, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртмелли çĕнĕ майсем уçса пырать.
Тĕш тырă культурисене 1861 гектар çинчен пухса кĕртрĕмĕр. Çав шутран 1000 гектарне кашни çулхи пекех - кĕр тыррисем йышăннă. Çулла ытлашши савăнаймарăмăр - ÿсен-тăрана аталанма кирлĕ вăхăтра çумăр çумарĕ пулин те çĕнĕ вăрлăхсемпе усă курни, пусă çаврăнăшне, ытти агротехника мероприятийĕсене те тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыни уй-хирте тухăçлă тыр-пул çитĕнтерме май туса пачĕ. Бункер виçипе шутласан 1 гектартан 38,5, пурĕ 72000 центнера яхăн, 2016 çулхипе танлаштарсан, 21000 центнер ытларах тыр-пул пухса кĕртме пултарнине пысăк çитĕнÿ вырăннех хуратпăр. Пÿлмесем тырăпа тулчĕç, анчах вăл пирĕншĕн ытлашши пулас çук. Мĕншĕн тесен фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарас тĕллевпе мĕнпур апата - пахалăхлă утта, сенажпа куккурус силосне иртнĕ çулхинчен чылай ытларах хатĕрлесе хăварнă пулин те йышлă выльăх-чĕрлĕхе - 1727 пуç ĕне выльăха, çав шутра сăвăнакан 615 ĕнене, 6000-е яхăн сыснана çулталăк тăршшĕпе кирлĕ пек тăрантарма тырри-пулли те сахалах мар кирлĕ. Кĕр мăнтăрĕпе алла илнĕ пуянлăх фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче кирлĕ таран тăрантарма çитесси пирки иккĕленместпĕр. Тепĕр çулхи тухăç никĕсне те агротехника ыйтнă чи лайăх вăхăтра хывса хăварма пултартăмăр тесе шутлатпăр. Çуракире пурнăçламалли ытти тĕллевсене те халех уçăмлăн палăртнă. Чи пысăк лаптăка, яланхиллех, выльăх апачлĕх культурăсене /куккурус, пĕр çул тата нумай çул ÿсекен курăксем/ акса çитĕнтерме уйăратпăр.
- Ăратлă ĕне выльăх, сысна ĕрчетессипе ятарласа ĕçлекен ялхуçалăх предприятийĕнче отчетлă 9 уйăхри тапхăрти кăтартусем мĕнле?
- Пурĕ 3646 центнер сысна, 2070 центнер ĕне ашĕ туса илнĕ тата сутнă. Кашни мăйракаллă шултăра выльăх пĕр талăкра вăтамран 806 грамм, пĕтĕмпе 1943 центнер ÿт хушнă. Ĕнесемпе пушмак пăрусенчен 616 пăру, тĕп амасенчен 4251 çура илнĕ.
Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, мĕнпур кăтартусем ÿснĕ пулин те производство резервĕсемпе малашне тата туллинрех усă курмаллине ăнланатпăр.
Ялхуçалăх предприятийĕн фермисенче тăрăшакан кашни ĕçчен паян хăй умне çирĕп тĕллев илет: çу тапхăрĕнче кирлĕ таран хывса хăварнă апатпа туллин усă курса тивĕçлĕ шайри продукци туса илмелле.
- Ĕç кал-кал пынă çĕртенех çивĕч ыйтусенчен те пăрăнса иртме çук. Пăрачкав тата Улатăр районĕсенче сыснасем Африка чумипе чирленĕ хыççăн фермăсене хăрушă чиртен сыхласа хăварассишĕн канăçа пĕлмесĕр ĕçлеме тивнине ăнланатпăр.
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак районсенче Африка чумине тупса палăртнăран карантина хупасси çинчен хушăва пăрахăçланă пулин те хăрушă чир тухма пултарасса самантлăха та манма юраманнине астусах тăратпăр. Чиртен сыхланас тата ăна сарăлма парас мар тесе Патреккелти сысна ферминче çулталăк пуçламăшĕнченех планпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ нумай ĕçе туса ирттернĕ хыççăн 3-мĕш компартмент илтĕмĕр. Ферма территорине автомашинăпа пырса кĕнĕ вырăна урапасене дезинфекци тума дезинфекци барьерĕсем вырнаçтартăмăр. Фермăра ĕçлекенсене ĕçе кĕнĕ тата ĕçрен тухнă чухне душран çăвăнса тухмалли мĕнпур условипе тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра планпа килĕшÿллĕн палăртнă ĕçсене Тÿскелĕнчи сысна ферминче пурнăçлама тытăннă.
Районти фермăсене хăрушă чиртен сыхласа хăварасси хальхи вăхăтри тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăмалла. Ял çыннисен те çакна ăнланмалла, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тумалла.
- Çывхарса килекен професси уявĕ умĕн, Петр Арсеньевич, хисеплĕ ĕçре тăрăшакан çынсен чун-чĕрисене мĕнле сăмахпа ăшăтнă пулăттăр?
- Паянхи çĕнĕ саманара уй-хирти, фермăсенчи пĕтĕм ĕçе туллин механизациленĕ пулин те, эпĕ ĕлĕкхи пекех, производство ĕçĕ-хĕлĕнчи тĕп вăй - çынсем, тесе шутлатăп. Çавăнпа пурне те - «АГРОС-530» йышши комбайнпа чи нумай - 15000 центнер ытла тырă çапса тĕшĕленĕ Дмитрий Кучкова, унпа пĕрле Юрий Гаврилов, Сергей Марков, Сергей Муллин, Виталий Дмитриев комбайнерсене, Николай Романов, Алексей Колсанов, Александр Егоров водительсене, кĕр тыррисене акма хутшăннă Владимир Борисова, Юрий Жирнов, Иван Кузнецов, Владимир Воронцов, Александр Можаев механизаторсене, выльăх-чĕрлĕх фермисенче тăрăшакансене, кăçалхи 9 уйăхри тапхăрта сулмаклă кăтартусене çывхартнă сысна çăвăрлаттаракан операторсене - Антонина Карсаковăпа Татьяна Антоновăна /иккĕшĕ вĕсем пурĕ - 2552, кашни тĕп амаран 21,3-шер çура илнĕ/, пĕчĕк пăрусене пăхнă çĕрте ырми-канми тимлекен Надежда Сенькинăпа Светлана Марковăна, Надежда Енейкинăна тата ыттисене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн, производство ĕçĕ-хĕлĕпе тÿрреммĕн çыхăннă тĕп специалистсене - Александр Владимиров агронома, Юрий Чернов зоотехника, Валерий Куприянов инженера, вăтам сыпăкри ертÿçĕсене - Петр Кудрявцев, Анатолий Куприянов, Алексей Воронцов, Сергей Галкин бригадирсене, фермăсен заведующийĕсене - Александр Марковпа Алексей Гаврилова, Валентина Шепиновăпа Алина Даниловăна, Юрий Журавлева кашни кунхи ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыма пулăшнăшăн - пысăк тав.
Пурне те ялхуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕ ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.