08 октября 2016 г.
«Çулталăкри çемье - 2016» республикăри конкурсăн районти тапхăрĕ иртнĕ.
Унта хутшăнма районти чи лайăх, пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнчи çемьесене - пĕр-пĕринпе килĕштерсе, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан, ачисене тивĕçлĕ воспитани паракан çынсене суйласа илнĕ. Вĕсем: Аслă Елчĕкри Патшинсем, Шăмалакри Львовсем, Кĕçĕн Таяпари Муллинсем, Аслă Таяпари Адюкин-Горшковсем пулнă. Вĕсем кунта хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне - юрă-ташăри ăсталăхне, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлнине кăтартнă, йăх-несĕл тымарĕ çинчен каласа кăтартасси те тĕп вырăнта пулнă.
Конкурс çĕнтерÿçисене тĕрлĕ номинацире палăртнă. «Социаллă яваплă çемье» ята Адюкинсем-Горшковсем, «Талантлă çемье» ята Муллинсем, «Туслă çемье» ята Патшинсем тивĕçнĕ. «Елчĕк районĕнчи çулталăкри чи лайăх çемье» конкурс çĕнтерÿçи вара - Шăмалакри Львовсен çемйи.
Пурне те Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чыс тунă.
Сăнÿкерчĕкре: Львовсен çемйи.