Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Почта ĕçне клиентсем хаклаççĕ

08 октября 2016 г.

Почта ĕçне клиентсем хаклаççĕ

Октябрĕн 9-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери почта кунне паллă тăватпăр. Мĕнле пурăнать Раççей почти? Çакăн пирки калаçу пычĕ те федерацин «Раççей почти» патшалăх унитарлă предприятийĕн филиалĕн - Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн управленийĕн Елчĕкри почтамт начальникĕпе Петр Александрович Блиновпа.

- Пирĕн почтамт Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи почта çыхăнăвĕн 42 уйрăмне пĕрлештерсе тăрать. Коллективра 300 яхăн çын ĕçлет, вĕсенчен 137 почтальон кунсерен клиентсем патне васкать, вĕсен ыйтăвĕсене туллин те пахалăхлă тивĕçтерме тăрăшать.

- Петр Александрович, почта çыхăнăвĕн тытăмĕнче тăрăшакансен ĕç-хĕлĕ яланах çынсен умĕнче. Мĕнле пулăшусем параççĕ-ха вĕсем?

- Пирĕн ĕç-хĕл, чăннипех, тĕрлĕ енлĕ: хаçат-журнал çырăнтармалла, ял çыннисене пурнăçра куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтермелле, çынсем патне çырусемпе посылкăсем çитермелле, пенси укçи памалла, çулçÿрев билечĕсене сутмалла, коммуналлă пулăшусемшĕн, карас телефонĕпе, Интернетпа усă курнăшăн тÿлевсем илмелле...

Хăвăрах туятăр, çăмăлах мар. Çапах та кашни ĕçлекен хăйĕн яваплăхне туять, вĕсене пурнăçлама тăрăшать.

Клиент ыйтăвне тивĕçлипе тивĕçтересси çине тимлĕх ытларах уйăратпăр. Кашни çыннах пирĕнтен пулăшу кĕтет. Çавăнпа вĕсемпе курса калаçмалла, тимлĕ, кăмăллă пулмалла - йăл кулса кĕтсе илмелле, ăсатса ямалла. Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсен кăмăллăхне клиентсем туйса тăччăр.

- Çапах та, Петр Александрович, почта çыхăнăвĕн тĕп ĕçĕсенчен пĕри - хаçат-журнал çырăнтарасси...

- Юлашки вăхăтра тăкаксем ÿссе пынине кура хаçат-журналсен çырăнтару хакĕ пысăклансах пырать. Анчах, темле йывăр пулсан та, вулакансен йышне чакмах памарăмăр. Кунта почта çыхăнăвĕн, почтальонсен хастарлăхне палăртмалла - вĕсем кашни вулаканпа тĕл пулаççĕ. Акă, кăçалхи иккĕмĕш çур çулта Елчĕк тăрăхĕнче 11513, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенче 16822-5841 вулакан хаçат-журнал илсе тăрать. Çавăн пекех республика, район хаçачĕсемпе журналĕсен редакцийĕсем те почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшаççĕ. Çавăнпа та пулĕ, тиражсем ытлашши чакмарĕç.

Кунта çакна та палăртмалла - изданисене çырăнакансене хавхалантарма тĕрлĕ мероприяти йĕркелени те пулăшу парать пулĕ тетĕп. Çырăнакансен кунĕсем, хаçат-журналăн çырăнтару хакĕсене чакарма вунăкунлăхсем йĕркелени те тиражсене сыхласа хăварма май парать. Малашне те çак ĕçе тивĕçлипе пурнăçлама тăрăшăпăр. Урăхла каласан, почта çыхăнăвĕпе хаçат-журналсен коллективĕсем хушшинчи çыхăну аталансах пытăр - йывăрлăха тÿссе ирттерме, ăна çĕнтерме пĕрле çăмăлрах.

- Час-часах почтальонсем хаçат-журналсăр пуçне халăха куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессипе те ĕçленине палăртма кăмăллă...

- Ялсенче ватă çынсен йышĕ ÿссе пыни хумхантарать. Вĕсенчен хăш-пĕрне тухса çÿреме йывăр. Çакна «Раççей почти» ертÿлĕхĕ ăнланать - ваттисен пурнăçне çăмăллатмалли майсене шырать. Елчĕк почтамчĕн ĕçченĕсем те айккине юлмаççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра çеç вĕсем 2,5 миллион ытла тенкĕлĕх тавар сутнă, çав шутра Патăрьелсем - 1231085, Елчĕксем - 934041, Шăмăршăсем 402446 тенкĕлĕх. Паллах, почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене çăмăлах мар, çапах та вĕсем ватă çынсене тавар илсе килсе парса çăмăллăх кÿреççĕ.

- Ытти пулăшусем енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

- Маларах палăртрăм, почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем çынсене тĕрле майпа пулăшма тăрăшаççĕ. Хаçат-журнал çырăнтарнисĕр, çынсене куллен кирлĕ таварсем илсе килсе панисĕр пуçне, почта çыхăнăвĕн ытти пулăшăвĕсене - çырусемпе бандерольсене, посылкăсене çитерессипе те ĕçлеççĕ. Ку енĕпе Елчĕксем хастар. Патăрьелсемпе Шăмăршăсем те вĕсенчен кая юлмаççĕ.

Лотерея, авиа тата чукун çул билечĕсене те пирĕн уйрăмсенче туянма май пур. Çавăн пекех укçа-тенкĕ куçарассипе, пенсисемпе тĕрлĕ пособисене çитерессипе те сахал мар ĕçлетпĕр.

Почта çыхăну уйрăмĕсенче коммуналлă тата муниципалитетăн, карас телефонĕсемпе, Интернетпа усă курнăшăн та тÿлевсем илеççĕ. Ял çыннин нушисене тивĕçтерме тăрăшатпăр.

- Çитĕнÿсем, паллах, ĕç условийĕсене лайăхлатса пынинчен килнине питĕ лайăх ăнланатпăр...

- Экономикăри йывăрлăхсене кашниех ăнланать. Çапах та кашни çулах почта çыхăнăвĕн 3-4 уйрăмне хăтлăх кĕртме майсем шыратпăр.

Акă, Аслă Елчĕкри почта çыхăну уйрăмĕ хуларисенчен те кая мар. Кунта çутă, ăшă, кондиционер ĕçлет. Çынсене тараватлă йышăнни те кăмăла çĕклет. Кăçал çеç Курнавăшри почта çыхăнăвĕн уйрăмне çĕнĕ çурта куçартăмăр. Унчченхипе танлаштарсан кунта та хăтлăх хуçаланать. Çĕнĕ Пăвари уйрăма та тĕпрен юсарăмăр. Çавăн пекех Шăмăршă тăрăхĕнчи Палтиелĕнчи уйрăмра та паянхи кун условийĕсене тивĕçтерекен юсав ирттертĕмĕр.

Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсене ертсе пыракансем хастар, пуçăруллă пулни те чуна çĕклет. Кавалти уйрăмăн ертÿçи С.Сергеева çавăн пек çынсенчен пĕри. Вăл уйрăма çĕнĕ варкăш туйăмĕ кĕртме пултарчĕ, ĕç условийĕсене лайăхлатрĕ.

Кашни çыхăну уйрăмĕнчех сусăр çынсене меллĕ пулăшу парассипе паспортсем йĕркеленĕ.

Пĕтĕм тĕнчери почта кунĕ ячĕпе пĕтĕм ĕçченсене саламлатăп, пархатарлă ĕçшĕн тав тăватăп. Сывлăх та телей, ăнăçу пултăр.

А.КАРЛИН калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика