08 октября 2016 г.
Çак куна çулсеренех паллă тăваççĕ. Кашни çынах канăçсăрлăх, пăшăрхану, сÿрĕклĕх, вĕчĕрхенчĕклĕх, тепĕр чухне ăнланмалла мар шикленÿллĕ, пусăрăнчăк кăмăл мĕнне лайăх пĕлет. Çак туйăмсем тĕрлĕ сăлтавсемпе çыхăннă. Вĕсене пĕччен ниепле те татса пама май çук. Интернет ĕмĕрĕнче ыйтусен хуравне тĕрлĕ сайтсенче тупма пулать-ха. Анчах та чылай чухне унтан ытларах кирлĕ маррине илме пулать. Уйрăмах ку ачасене пырса тивет. Вĕсем тĕрлĕ сетьпе усă курса сывлăхшăн сиенлĕ йăласене хăнăхма пултараççĕ. Çавăнпа та йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачана кирлĕ вăхăтра ашшĕ-амăшĕ, учительсем, аслисемпе юлташĕсем пулăшни вырăнлă. Врач куллен тухса тăракан çивĕч ыйтусене татса пама тĕрлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшать. Тухтăртан пулăшу ыйтма пынă çынна хăйĕн пурнăçне улăштарма, çынна шанма, уçă кăмăллă пулма, çемьери хутшăнусене йĕркелеме сĕнетпĕр. Хальхи вăхăтра çемьесенче лару-тăру çăмăл мар. Арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те ачи-пăчине пăрахса инçете ĕçлеме тухса каяççĕ. Иккĕшĕ икĕ çĕрте чухне çемье ăшши те çухалать. Мăшăрсем хушшинчи юрату хавшать, ачисем ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр ÿсеççĕ. Çамрăк çемьесем уйрăлнин тĕп сăлтавĕ те çакă пулса тăрать. Уйрăлу, çывăх çынсене çухатни, хĕсĕрлени ырă патне илсе пымастех. Пĕчченлĕхре çын хăйне алă хурасси патне те çитет. Çавăнпа та йывăрлăхпа пĕччен тăрса юлнă чухне тухтăртан пулăшу ыйтма вăтанмалла мар. Пурнăç ĕмĕртен хурапа шурă пулăмсенчен тытăнса тăрать. Ку вăл пурнăç саккунĕ. Ăна никам та улăштараймасть. Чун-чĕрерине çывăх çынна уçса парсан та тепĕр чухне кăмăл улшăнать, пуçри кирлĕ мар шухăшсенчен сирет. Тухтăр çын хăй ирĕкĕпе хăйне улăштарасшăн пулсан кăна пулăшаять, çавăнпа та чи малтанах кăмăла уçса пурнăç çине телейлĕ куçсемпе пăхмалла. Этем ĕмĕрĕ хăналăх кăна. Пирĕн пурнăç пахалăхĕ чи малтанах сывлăх мĕнле пулнинчен килет. Сывлăхлă çыннăн çемйи те çирĕп, пултарулăхне те куллен ÿстерсе пырать, пурнăçĕ те ăнать. Çемьери тăнăçлăха нимĕн те çитмест. Çавăнпа та Г.Марчук академик сĕнĕвĕсене тепĕр хут аса илтерни вырăнлă пулĕ: сывлăхлă пулас тесен чи малтанах сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тăтăшах утмалла, уçă сывлăшра пулмалла, тĕрĕс апатланмалла, пирус туртмалла мар, ума тухса тăракан ыйтусене çăмăллăн ирттерсе яма тăрăшмалла, наянланмалла мар. Сывлăхăн 50 проценчĕ çынран хăйĕнчен, 7 проценчĕ медицинăран килет. Хăвăр сывлăхăра вăхăтран вăхăта врачсемпе фельдшерсене тĕрĕслеттерсен чир-чĕре çийĕнчех тупса палăртса ăс-пуç тата ÿт-пÿ сывлăхне çирĕплетме пулатех.
Сывлăхлă пулăр, хăвăра тата хăвăрăн çывăх çыннăрсене упрăр.
А.МОЛОСТВОВ,
психиатр врач.